Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сенкер сăмах пирĕн базăра пур.
сенкер (тĕпĕ: сенкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвелтухӑҫне лаппипех ҫӑп-ҫӑра сенкер шурӑмпуҫ ҫути карса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вара, сенкер тӳпе еннелле, хӑй тӗрӗс каланине пӗлсе тӑма ӑна та чӗннӗ пек, малалла тинкерсе Виктор хушса хучӗ:

И, глядя вперед, в голубеющую даль, точно призывая се в свидетели, Виктор добавил:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Извеҫпе сӑрласа шуратнӑ кантӑк куҫӗ витӗр шурӑмпуҫӑн шупка сенкер пайӑркисем сӑрхӑнса кӗме пикенчӗҫ.

Через замазанное известкой стеклышко пытались просочиться бледные-бледные, синеватые лучи зари.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сенкер вӑрӑм платье тӑхӑннӑ яштака пӳллӗ, сарӑ вӑрӑм ҫиветлӗ хӗр Куккук пулас; вӑл, хӳхӗмскер, аллисене меллӗн авкаласа, ҫинҫе пилӗклӗ кӗлеткине енчен-енне тайӑлтарса, мӑнаҫлӑн ярӑнса ташлать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шупашкар тӗлӗнче вӑл тап-таса, унӑн сенкер хумӗсем ҫинче хӗвел шевли вылять, шурӑ пӗлӗт таткисем ишсе иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӳпе кӑнтӑрлахи пек янкӑр, ҫуртсем те сенкер тӗспе сӑрланнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тултан йӑлтах сенкер сӑрӑпа сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗксӗм сенкер чаршав ерипен сенкерленнӗҫем йӗри-тавралӑх ҫуталма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата ҫӳлерех тӗксӗм сенкер чаршав карса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешӗ сенкер куҫӗсемпе кӑнн! пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ана шерепеллӗ тӗттӗм сенкер бархатпа карса хунӑ, урайне талккӑшпех чечеклӗ пысӑк палас сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей тап-таса сенкер куҫӗсене мӑч! мӑч! тутарса илчӗ, амӑшӗ ҫине тӗллесе пӑхрӗ те: — Эп ӑҫтан пӗлем? Хуҫи атте. Аттерен мӗнле иртме пултарам? Хӑв та ача-пӑчан ашшӗ-амӑш мӗн хушнине итлемелле тесе вӗрентетӗн-ҫке пире, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак хушӑра Хрестук сенкер куҫӗсемпе Сергее шырарӗ, Степанов комсомол секретарьне еплерех асӑрхаттарнине систересшӗн пулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрӗн уҫҫӑн пӑхакан сенкер куҫӗсем те, яланах кулса тӑракан ҫӳхе тутисем те, кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ те, тутӑрӗ айӗнчен кӑтраланса тухакан сарӑ ҫӳҫӗ те, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрӗпе ҫинҫе пилӗкӗ те, шӑратса янӑ пек кӗрнеклӗ урисем те — пурте килӗшеҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук шурӑ ҫамки ҫине пӗтӗрӗнсе тухнӑ кӑтрине хӑлхи хыҫнелле ярса тутӑрӗ айне пытарчӗ, тап-таса сенкер куҫӗсемпе ҫынсем ҫинелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ямшӑк, хитре йӗкӗт, кӗсйинчен ҫаврака тӗкӗр кӑларчӗ, шлепкине хывса, сарӑ ҫӳҫне якаткаларӗ, ҫав хушӑрах, сенкер куҫӗсене хӗскелесе, кӳршӗсен чӳречисем еннелле пӑхкаласа илчӗ: хӗрсемпе ҫамрӑк арӑмсем пурте куҫӗсене кунталла тӗлленине вӑл аван пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗвел ҫинче сенкер тӗслӗ пурҫӑн кӗпе, хыҫалалла вӗҫсе пыракан шурӑ шарф таҫтанах курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑтра сарӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт сылтӑм аллинчи вун иккӗпе явнӑ чӗн саламачӗпе ҫап-ҫутӑ аттине ҫатлаттарса илчӗ, ярханах янӑ сенкер кӗпи ҫинчен ҫыхнӑ шурӑ пиҫиххине турткаларӗ, аллисене урхамах ҫурӑмӗ ҫине хурса кӑштах кукленчӗ те — пӗрре сиксех ун ҫине утланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫилхисем ҫине хӗрлӗ, ешӗл, шурӑ, сенкер пурҫӑн хӑюсем ҫыхса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пысӑк сенкер куҫ, ыраш кӗлти пек сарӑ ҫӳҫ, ҫинҫе пилӗк, тӗп-тӳрӗ те тӑн-тӑн урасем.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех