Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сенкер сăмах пирĕн базăра пур.
сенкер (тĕпĕ: сенкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл сенкер тӳпенелле пӑхрӗ, вӑл тап-таса, пӗр пӗлӗт те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Паян вӑл ачисене кӗтет, вӗсене уяв туса парасшӑн, шел пулин те, кунталла килекен ҫул пуш-пушах, пӗр ҫил ҫеҫ хуҫаланать, инҫетне сенкер тӳпе таранах.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Мӗнле санӑн ҫӗнӗ машина туянас сенкер ӗмӗтӳ?

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хуп-хура куҫ харшиллӗ те сенкер куҫлӑ ача, тутине чӑп-чап тутарса, тутлӑн анасласа илет: «Хӑ-а-а», — тет хӑй кӗскен.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑйӑрлӑ ҫул, кӳлӗ лекки тавра ҫаврӑнса, сӑрталла улӑхать, вара анаталла, капрон карнӑ евӗр сенкер тӗтреллӗ айлӑмалла авкаланса кӗрсе каять.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аякра-аякра вӑрман, сенкер сӗрӗм сырса илнӗн, кӑвакӑн та симӗсӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юпа ҫумӗнче сӗвӗнсе тӑракан Левене тӑрук ӑшӑ пулса каять, хӗллехи уҫӑ сывлӑшра та ҫулла ешерекен фацели чечекӗн сенкер шӑршийӗ кӗнӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сенкер шупӑр пӗркеннӗ лапсӑркка тирексем Хирти Ҫӗмӗртлӗх клубӗ тавра йӑкӑштатса ҫаврӑнаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӑштӑрт-кӑштӑрт сенкер шимсӑ тӑхӑннӑ ҫамрӑксене курнӑ-курман, Ваҫук ачам, леш пӑтӑрмаха аса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук сенкер тӳпенелле пӑхнӑ та, шурӑ пӗлӗтсем унта шыври сахӑр пек ирӗлнине сӑнаса, ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Каллех тӗлӗнмелле: сенкер арҫыннӑн куҫӗ сап-сарӑ иккен, сарӑ хӗрарӑмӑн — утмӑлтурат чечекӗ пек.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Йӑмӑх кӗрен, симӗс тата сенкер тӗслӗ ҫӳхе те хаклӑ ҫӑм пусмана ⎼ кӗшемире ⎼ вара Куснески уесӗнчи (хальхи Пенза облаҫӗнчи) пуян ялсенче юратса туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кусславка енчисем сенкер тата ылтӑн тӗслӗ шӑрҫапа усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Анат енчи чӑвашсем пуҫ тумӗсене тата капӑрлӑх хӗррисене ҫутӑрах ⎼ сенкер, симӗс, шурӑ тата ылтӑн тӗслӗ ⎼ шӑрҫасемпе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Пӗр пӗлӗтсӗр сенкер тӳпене хуллен-хуллен шуса хӑпаракан хӗвел хыҫлӑ ҫуна ҫинчи ҫынсене тӗпӗр ире — Самарин Зина патне пӗрремӗш хут пырса кӗнӗ тахҫанхи ире — аса илтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унӑн таса куҫӗсенче илемлӗ сенкер ҫутӑ пайӑркасем йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илчӗҫ, вӗсем те куҫҫуль тумламӗсем, те ҫав хӗрарӑмӑн ырӑ чӗринче сыхланса юлнӑ ҫамрӑклӑх хӗлхемӗсем пулчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Асамат кӗперӗ айӗпе пӑрахутсем шуса иртеҫҫӗ, вӗсен шурӑ тӗтӗмӗ ҫӳлелле мӑкӑрланса хӑпармасть, вӑл, пӑрахут хыҫнелле юлсанах, сенкер хумсем ҫине анса сарӑлать те, пӑрахут хыҫҫӑн ирхи шурӑ тӗтре пек шурса пырать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Владимир Петрович калашле, ун чух пӗлӗт те, шыв та, сывлӑш та сенкер тӗслӗччӗ, мана хирӗҫ те, манпа юнашар та кӑвак е шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсем утатчӗҫ, вӗсен аллисенче те, куҫӗсенче те кӑвак чечексемччӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ирхи сенкер пӗлӗт тӗслӗ сирень вӑрманӗ те хыҫа тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тӳпе те, сирень сачӗсем те, сывлӑш та, Атӑл хумӗсем те сенкер кӑвакчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех