Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр чухне шӑнтма е вӗрилентерме пуҫлать, — куншӑн савӑнатӑп: ҫак самантсенче манӑн лару-тӑрӑвӑн сивлек-тӗксӗм капанӗ кӗленче евӗр витӗр курӑнса, йӑлтӑртатса юхать тейӗн, янкӑр ҫутӑ пӳлӗмсем пек — фантазипе шанчӑк ҫиҫеҫҫӗ, унта хаваслӑ кулӑ янӑрать; е мана сӳрӗклӗх пусӑрӑнтарать, ҫакӑн чухне аса илӳсене путатӑп.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ӑна сайра е инкеклӗ тӗслӗхсене кӗтни илӗртет, хыпарҫӑсем вара ҫителӗклех — тӗрмере ларуҫӑсен тӑванӗсенчен пуҫласа надзирательсем таранчченех, — вӗсем лавккан хыҫалти пӳлӗмӗнче вылянӑ е эрех ӗҫнӗ самантсенче тепӗр чухне ытлашшине перкелесе яраҫҫӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенант ҫакӑн хыҫҫӑн кӗҫех ыйха путрӗ, тӗркемсен хӗррисем аякӗсене ыраттармаллах перӗннӗ самантсенче ҫаврӑна-ҫаврӑна выртать.Давенант скоро после того уснул, иногда поворачиваясь, если ребра тюков очень жали бока.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫапах та пушӑлӑхпа ӳкӗнӗве хирӗҫ пӗчӗк саквояжпа тухса каймашкӑн йышӑну тума ҫав тери пысӑк вӑй хума тиврӗ, ҫав самантсенче тӗлӗнмеллерех йӑпану та пулчӗ — халӗ вӑл хӑйӗн, тӗрӗссипе, киревсӗр хӑтланӑвӗн синкерлӗ колоритне сӑнаса хаклаять.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Юлашкинчен вӑл куҫса ларчӗ те Яккӑр урамӗпе кайрӗ; Футроз килӗпе танлашнӑ самантсенче унӑн хӑлхисем йӗпкӗннӗн хӗрелчӗҫ, чӗри сиксе тапать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫапла вара, хаклӑ тусӑм Реймер, кичем самантсенче кунта килӗр те кулса уҫӑлӑр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.
Унӑн пичӗ юнлӑ какай пек лӗнчӗртетет, чӗри хӑйӑлтатать, куҫӗсем нимӗн те курмаҫҫӗ, икӗ аяк пӗрчине хуҫрӗҫ, анчах каннӑ самантсенче, тӑнне уҫма эрех сапнӑ чух, — вӑл ҫӑварне кӑштах та лекмест, — Мард ҫав-ҫавах ҫирӗппӗн пӑшӑлтатать:
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Артист хаклӑ сӗрме купӑсне йӑлтӑркка ылтӑнпа ҫырса тухнӑ футляртан кӑларнӑ самантсенче Трумов Ягдина лайӑх пӑхса хакларӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Шухӑша путнӑ самантсенче чӑрмантарнине вӑл юратмасть.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Д'Обремон эпӗ пур чухне арчине нихӑҫан та уҫмасть, эпӗ вара, ӑна чӳречерен вӑрттӑн пӑхса сӑнаканскер, ҫав тери телейсӗр, — ҫак самантсенче старик ылханлӑ арчине тӗкӗнмест.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Кӗҫех кирпӗч вучах ҫулӑмпа сывлама пуҫлать те — старик маги ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ шӗвӗр вӗҫлӗ калпакне тӑхӑнать, хӑйӗн асамлӑ соусӗсене пӗҫерет, унӑн сӑмси вӗҫӗнче ҫак самантсенче тар тумламӗ йӑлтӑртатса чӗтрет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Вӑл халӗ йывӑррӑн сывланӑ самантсенче ҫавӑрса арпаштара-кан сапӑрлӑхӑн ирӗксӗр вӑйне лекнӗ; Дэзи хӑйне урӑхла курать: таҫта урӑх тӗнчере, хӑй пӗрремӗш хут пӑхсан мӗнле пулас килет ҫавӑн пек.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Ҫак хӗр клиникӑра ӗҫлет; йывӑр самантсенче Робод унран аллине хӑйӗн ҫамки ҫинче тытма тӑтӑшах ыйтать, хускалманран туйми пулнӑ пуҫӗнчен пӗчӗкҫӗ те кӑмӑллӑ ҫак алӑ ҫӑмӑллӑн сӗртӗнессе халӗ те сапӑрланса кӗтет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Ҫӗнӗрен пурӑнма пуҫлас ӗмӗчӗ куҫ шӑрҫисен вӑрттӑн ӗҫӗнче тата ҫутӑ хутлӑхра шайлашӑнса хушӑран хушӑ, сасартӑк ҫав тери уҫӑмлӑн курӑна-курӑна каять, ҫакӑ ӑна шутсӑр хумхантарать, ҫав самантсенче вӑл тӗлӗкрилле чӗтренет-туртӑнать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Горизонтран леререх тупӑ сасси пӗр вӗҫӗмсӗр илтӗнет; вӑйсӑррӑн шартлатакан сасӑ ҫак самантсенче чарӑна-чарӑна урасем патнех куҫса килнӗн туйӑнать.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
Дрэп ҫак самантсенче ӑсран тайӑлманнин сӑлтавӗ — телейлӗ чӗрӗ сасӑ; вӑл унӑн хальхи тӑрӑмне ҫепӗҫ йӗрпе чӗрсе хускатрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Лӳчӗркенӗ сӑмса тутрисем, атӑ щеткисем, кӗнекесем, ванчӑк савӑт-сапа, рамкӑсемпе фотографисем, тусанпа хупланнӑ ытти нумай-нумай япала пысӑк сентре ҫинче — тетрадьсемпе блокнотсен, кантрапа ҫыхса хунӑ тӗрлӗ-тӗрлӗ хут татӑкӗсен хушшинче — йӑваланса выртаҫҫӗ; хӑвӑрт шӑртланакан, сапаланчӑк Дрэп йӗркеллӗ хут тупассишӗн вӗтеленнӗ самантсенче хӑйне ӑнсӑртран пырса ҫапакан шухӑшӗсене ҫак татӑксем ҫине ҫыра-ҫыра хурать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Ҫав тери тӗлӗнмелле ҫак историе редактор ӗненесшӗн марччӗ, анчах кӳнтеленрен — Хӗрлӗ шӑнкӑравран — ыйтса-тӗпчесе шанчӑклӑн ҫирӗплетрӗ: пурнӑҫри кӑткӑс самантсенче Гнома ӗненме юрать, ӗненме тивӗҫлӗ те.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Ҫак самантсенче Йӑр-йӑра йывӑр тунсӑх пусать, вара вӑл хӑвӑлтан хӑвӑла нумайччен тата тӗлсӗррӗн кумса ҫӳрет.Часто Струей овладевала тоска, тогда она бесцельно и долго путешествовала из пещеры в пещеру.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Ваттисем чунӗ уҫӑлнӑ самантсенче тахҫанхине аса илкелеме кӑмӑллаҫҫӗ-ха, анчах хӑйсем, каларӑмӑр ӗнтӗ, ҫутта шухӑшӗнче те кӑларса тӑратма мехел ҫитерейменрен ачисен, мӑнукӗсемпе вӗсен ачисен ыйтӑвӗсене мӑшлата-мӑшлата яланах пӗрешкел хуравлаҫҫӗ:
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.