Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантсенче (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫак самантсенче хӑйне япӑх ӑнланать; мӗн пулса иртни ӑна тӗлӗкле туйӑнать.

Он плохо понимал себя в эти минуты; происходящее казалось ему сном.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Хирӗҫле ушкӑн хӑйне ятлавлӑ сӑмахсемпе «ывӑтса хӗненӗ» самантсенче вӑл чӗтрене-чӗтрене кулать, пур еннелле те хӑвӑрттӑн ҫаврӑнкалать.

Он быстро поворачивался во все стороны, судорожно смеясь, когда противная сторона бросала ему ругательства.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Патрон перекетлекен Майоровпа юлташӗ хирӗҫ сайра хутра, лайӑх тӗллесе ӗлкӗрнӗ самантсенче кӑна печӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка, вӑрманта каннӑ самантсенче кӑмпа пухма тесе, пӗр конвоиртан кивӗ салтак кутамкки ыйтса илчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лавҫӑсем утсене эхэхейлетсе хӑвалани, йӗс шӑнкӑравсем пикенсех тинкӗлтетни, хуҫисен кӑмӑлне сиснӗ лашасем хастаррӑн тулхӑра-тулхӑра илни, вӗсен такан ҫапнӑ урисем ҫул хыттине тӑпӑртӑк-тӑпӑртӑк кӳплеттерни, ҫуна сулнӑка ҫапӑннӑ самантсенче хӗрарӑмсем сехӗрленсе кӑшкӑра-кӑшкӑра яни кӑна илтӗнсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ача-пӑча кӑна мар, ҫитӗннисем те тепӗр чухне, техӗмлӗ шӳрпе сыпса пӑхас килнӗ самантсенче, пӗве хӗррине вӑлтапа тухса лараҫҫӗ, йӑпӑлт-япӑлт пулла ӑманпа улталама тӑрӑшаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавнашкал самантсенче унӑн ҫавракарах, анчах типшӗм пичӗ пушшех илемлӗн курӑнать — тупата, пӗр кашӑк пылпа ҫӑтса ярӑн…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никам та пӑхса тӑмасть, — ку ӑна иккӗлентермест; ҫакӑ Тарт сӑн-питне хӑйне евӗрлӗ, ирӗклӗ пӗлтерӗш кӗртет, ҫак самантсенче кашни мускул, куҫ вылявӗ ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмӗ пирки тепӗр хут питӗ хитрен ҫырнӑ ҫыруллӑ каласа кӑтартать.

Уверенность в том, что никто не подсматривает, придавала лицу Тарта ту особенную, непринужденную выразительность, где каждый мускул и взгляд человека рассказывает его настроение так же бегло, как четко переписанное письмо.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Кӑмӑл ҫирӗплӗхне ҫухатасран сехри хӑпнипе Ассоль урипе ҫӗре тапрӗ те хӑйне алла илчӗ; хӗрлӗ парӑса унран вӑхӑтран вӑхӑт е пӳрт тӑрри, е карта хупла-хупла хураҫҫӗ; ҫав самантсенче парӑс ахаль мӗлке евӗр ҫухаласран хӑраса хӗр асаплӑ чӑрмавсене хыҫа часрах хӑварма васкать, карапа тепӗр хут курсанах сывлӑш ҫавӑрса ямашкӑн чарӑна-чарӑна тӑрать.

Вне себя от страха потерять волю, она топнула ногой и оправилась; временами то крыша, то забор скрывали от нее алые паруса; тогда, боясь, не исчезли ли они, как простой призрак, она торопилась миновать мучительное препятствие и, снова увидев корабль, останавливалась облегченно вздохнуть.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ывӑлӗ хӑйне илемлӗн уйрӑмрах тытни амӑшне кулянтарать; ачине кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса ачашланӑ самантсенче вӑл хурлӑхпа, юратупа, именӳпе тулать, чӗри хутшӑнусемпе шухӑшсен йышӑннӑ йӗркине хӑнӑхуллӑн сӑнлакан чӗлхи пек мар, урӑхла калаҫать.

Она болезненно чувствовала прекрасную обособленность сына; грусть, любовь и стеснение наполняли ее, когда она прижимала мальчика к груди, где сердце говорило другое, чем язык, привычно отражающий условные формы отношений и помышлений.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫавӑн пек самантсенче Всеволод килсен вӑл пӗрле пурӑнма та килӗшӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫавӑн пек самантсенче хӗр пичӗ пиҫнӗ палан тӗслех пулса кайнине курсан пӗрле ӗҫлекенсем тӑрӑхласа та илнӗччӗ унран.

Коллеги увидев, что в такие минуты лицо девушки стало похожим на поспевшую калину, даже насмехались над ней.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ленин унӑн хӑраса та тӗлӗнсе кайнӑ сӑн-питне ҫиҫӗм ҫутатса янӑ самантсенче ҫеҫ курчӗ пулсан та, Коля ун асӗнчен кайма пӗлмерӗ.

и при свете молний Ленин то видел, то не видел, но ясно представлял себе лицо мальчика, испуганное и очарованное.

17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ленин ӑна питӗ тимлесе тӑнларӗ, хушӑран ҫеҫ — улшӑнса вӗрекен ҫил тӗтӗм ҫӑмхине пит ҫинелле варкӑштарнӑ е тата Емельянов хыпалансарах ҫиме васкатнӑ самантсенче — хӑй ӑҫтине аса илчӗ; ун пек чухне вӑл тимсӗррӗн кулкаларӗ, большевиксен организацийӗн, — буржуйсем пулсан: «большевиксен каварӗн» темеллеччӗ, — пӗтӗм ҫипписене хӑйсен аллинче пӗрлештерсе тытнӑ ҫак сӑпайлӑ та пӑртак именчӗкрех ҫынсем халӗ ак хӑй умӗнче ларни ҫинчен шухӑшларӗ, ҫакӑншӑн ӑшӗнче вӑрттӑн хӗпӗртерӗ…

Ленин слушал с величайшим вниманием и вспоминал, где находится, только иногда, отвлеченный то клубом дыма, ударявшим в лицо при перемене ветра, то приглашением Емельянова есть поживее; тогда он рассеянно усмехался и незаметно веселел при мысли о том, что вот напротив него сидят скромные, немного застенчивые люди, в руках которых сосредоточены все нити большевистской организации — буржуи сказали бы: «большевистского заговора»…

11 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫав самантсенче вӑл тутине ҫӑтах ҫыртрӗ, сӑнӗ палламалла мар улшӑнчӗ.

Рот его твердел и лицо менялось почти до неузнаваемости.

8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ленин ҫара уранах курӑк ҫинче тӑрать; ҫийӗнчи тӗксӗмрех тӗслӗ чалӑш ҫухаллӑ кӗпине ярханах янӑ; куҫӗсенче палланӑ хӗлхемсем — пӑлханнӑ тата хӗрсе кайнӑ самантсенче ҫиҫсе йӑлтӑртатакан вӗри хӗлхемсем хыпса илсе сӳнеҫҫӗ.

Ленин стоял босиком в траве, темная косоворотка на нем была расстегнута, а в глазах зажигались и гасли искорки, знакомые искорки, появлявшиеся там в минуты волнения и азарта.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫав самантсенче вӑл Емельяновсене, вӗсен кил-йышӗнчи чӑрмав-савӑнӑҫа хӑй ӑшӗнче шӑппӑн ӑмсанатчӗ те: унӑн, профессилле революционерӑн, халиччен ҫавӑн пек чӑрмав-савӑнӑҫ пулса курман, тата пулас та ҫук.

Он испытывал в эти мгновения тихую зависть к Емельяновым, к их семейным заботам и радостям, которых он, профессиональный революционер, был лишен раньше и будет лишен всегда.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ун пек самантсенче автан вӑтанса тӗмсем хушшинелле чупса тарать.

И тогда петух смущённо убегал в кусты.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лешӗ ӑна ҫавӑн пек салхуллӑ самантсенче яланах лӑплантарать.

Своего друга и утешителя в тяжёлые минуты.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Карап ҫинче хӑрушӑ самантсенче сӑмсана каҫӑртса тӑма ҫук, мана, врача, ахаль матрос пек ӗҫлеме те чылай тивнӗ, терем.

В опасные минуты на корабле не приходится чваниться, и мне — врачу по профессии — не раз приходилось исполнять обязанности простого матроса.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех