Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

параҫҫӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гронингена «Пӗтӗм тӗнчери велосипедҫӑсен тӗп хули» теҫҫӗ, хулан транспорт ыйтӑвӗн 57 % ытларахӑшне велосипедсем татса параҫҫӗ.

Гронинген называют «Мировой столицей велосипедистов», свыше 57 % транспортных потребностей города решают велосипеды.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ӑна ял Совечӗн председателӗ Малюҫ улталарӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫлесси ҫӑмӑлланать, колхозсене тракторсем ахалех параҫҫӗ терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Патша влаҫӗ те илӗртмеллипех илӗртрӗ — православи тӗнне йышӑннисене ҫӗр хушса параҫҫӗ, ывӑлсене салтакран хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуранти тутлӑ шӑршӑ кӑларса илӗртекен пӑтта сарӑ хӗрсем сакӑр еннелле, симӗс курӑк ҫинелле, сапса парне параҫҫӗ те, хуранта юлнине пурте пӗрле ларса ҫисе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Каҫарас ҫук сана, часах хула халӑхӗ кунта килет, сана чи малтан ҫав Пулӑ патшине кучченеҫлӗх тытса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Кунсӑр пуҫне ҫамрӑк специалист шутланакан педагогика ӗҫченне пӗр хутчен 10 оклад чухлӗ пособи параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Сутнӑшӑн укҫа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вара тин «сывӑ» тесе тесе хут ҫыраҫҫӗ те киле кайма ирӗк параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Юлташӗсем тем те пӗр ыйтса пӗлеҫҫӗ, каласа та параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав ӗмӗтпе пурӑнакан ачасем ял ваттисемпе шкул учителӗсем пулӑшнипе тӑван ҫӗр вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса параҫҫӗ, пӗр-пӗринпе туслӑ, юратуллӑ, ҫӗрпе шыва, ӳсентӑрансене, чӗрчунсене кӳрентермесӗр пурӑнма вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырмари ҫӑтмах // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ачасем хӑйсемпе пулса иртнӗ пӑтӑрмахсене каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем вырӑнти мӗнпур ыйтусене хӑйсем татса параҫҫӗ.

Они решают все дела на местах.

1. Советлӑ Социализмлӑ Республикӑсен Союзӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫавна хирӗҫ ответ вӑрман пекех ларакан вышкӑсем параҫҫӗ.

Ответ на это дает лес вышек.

Кавказра нефть кӑларни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Туркменсем ҫулсеренех государствӑна темиҫе миллион пуҫ хаклӑ каракуль сурӑхӗ параҫҫӗ.

Миллионы ценнейших каракулевых овец дают туркмены ежегодно государству.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ырӑ вӑрмансем пире хаклӑ йывӑҫ тата кайӑк тирӗсем параҫҫӗ.

Прекрасные леса дают ценную древесину и пушнину.

Сталин ячӗпе тӑракан Шурӑ тинӗс — Балтика каналӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Совхозсем уй-хир ӗҫне пахча-ҫимӗҫ лартса тӑвас ӗҫсене мӗнле тумаллине тата выльӑх-чӗрлӗхе епле тӗрӗс пӑхса усрамаллин примерне кӑтартса параҫҫӗ.

Совхозы на примере показывают, как вести полеводство, огородничество, как правильно содержать скотину.

Тайгари ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ачасем пурӑнмалли общежитиллӗ шкулсем те нумай усӑ параҫҫӗ.

Большое значение имеют школы с общежитиями.

Тундрӑри культурӑллӑ ӗҫ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗрисем тирсене саркаласа пӑхаҫҫӗ, теприсем тирсемшӗн мӗн чухлӗ тӳлемеллине шутлаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем тата продуктӑсем, таварсем параҫҫӗ.

Одни производят осмотр пушнины, другие ведут расчеты, третьи выдают продукты и товары.

Ҫаратакан купецсем вырӑнне факторисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах республикӑра отрасле аталантарма шутлаҫҫӗ, ҫакна пысӑк пулӑшу мерисемпе ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Но в республике намерены развивать отрасль, подтверждая это широким спектром мер поддержки.

Пушкӑрт ҫӑмӑл промышленноҫ кластерне йӗркелет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... et-3494444

Мамикон Вардикян, Флюза Абзалова («Идеал» лавкка) кирек хӑҫан та пулӑшма хирӗҫлемеҫҫӗ, пире туяну хакӗпе мӗн кирлине, хӑш чухне хӑй шучӗпе те заказ туса параҫҫӗ.

При личном обращении Мамикон Вардикян, Флюза Абзалова (магазин «Идеал») всегда идут навстречу и заказывают нам по закупочной цене все необходимое, иногда даже за свой счет.

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех