Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лутака сăмах пирĕн базăра пур.
лутака (тĕпĕ: лутака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫҫӗмӗш чашӑк рисне ҫисе пӗтерсен, Ци-цзинь арӑмӗ пуҫне ҫӗклерӗ те сасартӑк ун чӗри хытӑрах тапма тытӑнчӗ: йывӑҫ турачӗсем витӗр вӑрӑм кӑвак халат тӑхӑннӑ лутака та мӑнтӑркка Чжао Ци-е килни курӑнать-мӗн.

Покончив с третьей чашкой риса, жена Ци-цзиня подняла голову, и сердце у нее вдруг заколотилось: из-за деревьев показалась коротенькая толстая фигура господина Чжао Седьмого, который в длинном небесно-голубом халате

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Вӑл пит тӗреклӗ, лутака ҫын, вӑтам ҫулхискер, кӗлеткипе сӑн-пичӗ ун Жюль Верн произведенийӗсенче час-часах тӗл пулакан матроссенни пек, пуртӑпа чутласа тунӑ, тейӗн, йывӑррӑн яра-яра пусакан хулӑм тирлӗ матроссем пек вӑл.

Он здоровенный, коренастый мужчина средних лет, фигурой и лицом похожий на тех топорных, толстокожих и тяжело ступающих матросов.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Тӑван мар аттен юлташӗ, лутака та самӑрскер (вӑл та вилӗм батальонӗнченех иккен) аннене кӑмӑл тума, ун ячӗпе черкке ҫӗклеме сӗнчӗ.

Приятель отчима, коротенький любезный толстяк, тоже из батальона смерти, встал и почтительно предложил выпить за ее здоровье.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл — лутака, мӑйӑхлӑ, пӗчӗк кана пустав ҫӗлӗк, брезент шӑлавар тӑхӑннӑ.

коренастый, усатый, в маленькой суконной шапочке, в брезентовых штанах.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мускавра час-часах ҫакӑн пек пулать: сарлака урам-па, темӗн пысӑкӑш хитре ҫуртсем ҫуммипе пыратӑн-пыратӑн та, унтан аяккалла пӗр вунӑ утӑм кайсанах кивӗ, лутака, ҫӗре путма пуҫланӑ, кивелнӗ пирки тӗксӗмленнӗ пӗчӗк чӳречисемпе ватӑ карчӑк пек пӑхса ларакан ҫурт умне пырса тухатӑн.

В Москве, бывает, идешь, идешь по широкой улице, под сенью красавцев домов, а потом свернешь с этой улицы, сделаешь в сторону шагов десять — и перед тобой старый пузатый домик, вросший в землю и смотрящий тусклыми от старости стеклами маленьких окон.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Гедеон атте лутака та йывӑр, хырӑмламас ҫын, пичӗ-куҫӗ кунжут ҫӑвӗ тултарнӑ бурдюк пек йӑлкӑшса тӑрать.

Отец Гедеон был приземист, тучен, пузат, а лицо у него лоснилось, как бурдюк с кунжутным маслом.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех