Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗни (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахтупай ӑна хӑваласа ҫитсе пӗрре-иккӗ чышкӑ парасшӑнччӗ — хапхаран игумена хирӗҫ Северьян кӗни кансӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисет Аттеней, ашшӗ те урӑхларах пӑхать халь ун ҫине, ывӑлӗ ҫын шутне кӗни, вӑл старостӑпа та хӑй патне кайсах, куҫа-куҫӑн тӑрса калаҫни ӑна та савӑнтарать пулас.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем тесен те унти тӳре-шарапа, вырӑссем пек каласан — ҫӗнӗ администраципе Шигалей урлӑ паллашни ку пуҫлӑхсем патне ху тӗллӗн пырса кӗни мар ӗнтӗ, пӗччен пуҫҫапса, мӗскӗнленсе ҫӳрени мар.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарҫӑсен хӑлхине кӗни вӑл такам хӑлхине кӗни мар.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ибрагим ӗнтӗ ханпа чылай тулашса калаҫрӗ, вырӑнсӑр чӗрре кӗни, хӑйне шанманни пӗрре те кӑмӑла каймарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ҫӗре кӗни маншӑн хӑрах ҫуната касса янӑ пекех туйӑнчӗ, эпӗ сасартӑк пӑшалпа персе ӳкернӗ вӗҫен кайӑк пек ҫӗр ҫине персе антӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Улӑм йӑтнӑ чух куҫа, ҫӑвара тусан мӑкӑрланса кӗни нимӗн те мар пек, чупса ӑҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чылай вӑхӑтран пӳрте такам кӗни илтӗнчӗ: аттипе хытӑ пускаласа утать!

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑшт тӑрсан, коридора ҫын кӗни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Акӑ — раштав, ун хыҫҫӑн турӑ шыва кӗни — престол праҫникӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сасартӑк хапха сасси пулчӗ, вара килкартне атӑллӑ ҫын таплаттарса кӗни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тин ҫеҫ виҫсӗмӗр каҫхи апата ларайнӑччӗ, пирӗн кил-картине атӑллӑ ҫын утса кӗни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аппа витене утса кӗни илтӗнчӗ, часах тухса та кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрт умне сурӑхсем кӗпӗрленсе чупса кӗни илтӗнет.

Со двора вдруг донесся топот — видимо, чем-то или кем-то напуганные овцы сбились в кучу и прижались к стене дома.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шыва кӗни.

Купались на речке.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьев сассинче каллех хута кӗни сисӗнет.

В голосе Григорьева уже слышалось больше заботы, чем гнева.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вут уҫҫинче кам патне кайса ларасси пирки шухӑшлакаласа тӑнӑ хушӑра уй хапхинчен пӗр старик кӗни курӑнчӗ.

Раздумывая, к кому бы пойти посидеть, пока протопится печь, он остановился посреди улицы и вдруг увидел, как в ворота околицы вошел какой-то старик.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Е кивҫене кӗни

Или взаймы, а?

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Карачӑм пӗрре те шӳт туман иккен, тата темиҫе кунран вӑл Анушкана хӑй ҫирӗм ҫухрӑмри вӑрман питомникне ӗҫлеме кӗни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килӗрен киле куҫса, Кабир ҫара каять текен хыпар Гариф патне те ҫитрӗ, темиҫе минутран ун вӑрӑм пӳ-сийӗ те кӗҫӗн алӑкран пӗшкӗнсе кӗни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех