Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑнма (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах хӑйне хӑй ирӗксӗрлесех, камӑллӑ курӑнма тӑрӑшса, вӗсене пуҫ тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Макҫӑм пичче, — ӑшпиллӗн курӑнма тӑрӑшса, ҫемҫен чӗнчӗ Михха, — эсӗ мӗн тӗлӗрсе тӑратӑн, ма салтса ямастӑн?

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Огуречников ку ӗҫ ҫинчен мӗн пӗлнине тӗрӗслес тесе, каллех ӑнланман пек курӑнма тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паҫӑрхи пекех йӑвашшӑн курӑнма тӑрӑшса: — Ӗнтӗ киле кайма та пултаратӑн. Паян вырсарникун, мӗн ӗҫленипе ҫитӗ! — тесе хӑварчӗ те Лукарье малти пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗре хӑй майлӑ ҫавӑрас е ним шарламан чӗрчун туса хурас тесе, йӑваш хуҫа арӑмӗ пек курӑнма тӑрӑшса, Лукарье хаш сывласа илчӗ те: — Кӗтерук, эпӗ сана тахҫантанпах сӑнатӑп та, эсӗ питех тӑрӑшса ӗҫлетӗн тата чӗлхӳне те ирӗке ямастӑн. Ҫавӑншӑн сана паян пӗчӗк парне парасшӑн, — тесе, Кӗтерука чӑлантан кӗпе, саппун, тутӑр илсе тухса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха ирӗксӗрех ӑшпиллӗ пек курӑнма тӑрӑшса: — Ҫтаппан пичче, аван-и? — тесе чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫавӑнтан вара эпӗ урама тухма та, сан умна курӑнма та вӑтанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урайӗнчи сӑмакун кӳлленчӗкӗ ҫийӗн хӗрлӗ йӗрсем курӑнма пуҫларӗҫ: карчӑкпа старике кӗленче ванчӑкӗсем касса пӗтернӗ сурансенчен юн юхать.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сылтӑмра, ыраш уйӗ урлӑ, йывӑҫ тӑррисем курӑнма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр вӗсене нихҫан та усал сӑмах каласа кӳрентермен, май килнӗ чухне мӗн те пулин шӳтлесе илме ҫеҫ юратать, апла пулин те, хӗрарӑмсем пӗрех унпа куҫа-куҫӑн курӑнма вӑтанаҫҫӗ, вӑл урампа иртнӗ чух, ун ҫине хӑма ҫурӑкӗсемпе чӳречесенчен ҫеҫ вӑрттӑн ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата хам та сире курӑнма вӑтанатӑп, — ӑшшӑн кулкаласа пӑшӑлтатрӗ Анюк.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан тӗм-хура курӑнма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантрах мал енчен пӑр катӑкӗсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе капланса килни курӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Турӑ ан хуштӑрах вӗсен куҫне курӑнма.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манӑн ун куҫӗ умне курӑнма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Кӗркке куҫне курӑнма юрамасть халь ман, хан патне пит кӗрсе ҫӳреме те юрамасть.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑваттӑн пӗр хӗр тупса таврӑнаймасан хан куҫӗ умне курӑнма та намӑс.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каялла каҫма юрамасть, хан умне ҫакнашкал пит-куҫпа курӑнма май ҫук терӗ вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырӑссен куҫне курӑнма хӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашки вӑхӑтра Девлизер ялӗнче тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ чӑвашсемпе ҫармӑссем тата ытларах курӑнма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех