Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канӑҫа (тĕпĕ: канӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канӑҫа пӗлмен ачасене курнипе, раснах хам каллех тӑван шкулӑмра пулнипе эпӗ савӑнсах кайрӑм.

и мне вдруг стало весело от этой беготни и волнения и оттого главным образом, что я вернулся в свою родную школу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах куҫӗсем умӑмрах ун, Тыткӑнлаҫҫӗ ӑс-пуҫа; Чун чӗреме пӑтратса Пӑсаҫҫӗ ман канӑҫа.

Но глаза, что мя пленили, Всеминутно предо мной; Они дух во мне смутили, Сокрушили мой покой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Сана тӗлпулнӑранпа эпӗ канӑҫа ҫухатрӑм…

После встречи с тобой я потерял покой…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Палӑртнине йӑлт пурнӑҫласан та ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллевпе малалла хӑюллӑн талпӑнакан ертӳҫӗсем яваплӑха туллин туяҫҫӗ, коллективӑн ыранхи кунӗ ҫинчен канӑҫа пӗлмесӗр шухӑшлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Канӑҫа ҫухатрӑм.

Потерял покой.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Канӑҫа ҫухатрӑм.

Потерял спокойствие.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Александра Васильевна канӑҫа пӗлмен ҫын, халӗ те ҫынна мӗнпе те пулин пулӑшма тӑрӑшать, кирлӗ сӗнӳсем парать.

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

22. Вӑл ӗмӗрлӗх канӑҫа кӗричченех хӑй ҫинчен Ҫӳлхуҫа умӗнче, Унӑн ҫу сӗрнӗ ҫынни умӗнче кӳнтелеме ыйтнӑ: «мана хирӗҫ кам кӳнтелетӗр — эпӗ никамран та пурлӑх илмен, ура сырри те пулин илмен» тенӗ, ӑна никамран та ӳпкев тивмен.

22. Еще прежде времени вечного успокоения своего он свидетельствовался пред Господом и помазанником Его: «имущества, ни даже обуви, я не брал ни от кого», и никто не укорил его.

Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Кунусем вӗҫленсессӗн, эсӗ аҫусем патне ӗмӗрлӗх канӑҫа кайсассӑн, санӑн хыҫҫӑн Эпӗ санӑн вӑрлӑхна ҫӗклентерӗп, вӑл санӑн ывӑлу пулӗ, унӑн патшалӑхне ҫирӗплетӗп.

11. Когда исполнятся дни твои, и ты отойдешь к отцам твоим, тогда Я восставлю семя твое после тебя, которое будет из сынов твоих, и утвержу царство его.

1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Кунусем вӗҫленсессӗн, эсӗ аҫусем патне ӗмӗрлӗх канӑҫа кайсассӑн, санӑн хыҫҫӑн Эпӗ санӑн вӑрлӑхна ҫӗклентерӗп, вӑл санӑн ывӑлу пулӗ, унӑн патшалӑхне ҫирӗплетӗп.

12. Когда же исполнятся дни твои, и ты почиешь с отцами твоими, то Я восставлю после тебя семя твое, которое произойдет из чресл твоих, и упрочу царство его.

2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Калининӑри «Светлячок» ача садӗнче аслӑ воспитательте ӗҫлекен Надежда Геннадьева ирех канӑҫа ҫухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех