Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вулакан сăмах пирĕн базăра пур.
вулакан (тĕпĕ: вулакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Валери Туркайӑн «Моя бунтарская карма» кӗнекине вулакан патне ҫитерме 2011 ҫулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Валерий Николаевич Гордеев укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ пулнӑ, хальхинче те ҫак пархатарлӑ ӗҫе вӑлах тунӑ.

В качестве спонсора книги В.Тургая и в 2011г., и сейчас выступил заслуженный строитель Чувашской Республики, лауреат Международной премии имени Михаила Сеспеля Валерий Николаевич Гордеев.

Вуникӗ ҫул иртсен тепӗр хут кун ҫути курнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34114.html

Нихҫан та вӑл кун пек ҫӗрлене юлса вулакан марччӗ, каҫах выртса ҫывӑраканччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫакӑнпа истори вӗҫленчӗ те-и? — тейӗ сахалпа ҫырлахман вулакан.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Чимӗр-ха, мӗн ку сирен: калав-и, повеҫ-и, очерк-и? — тесе ыйтӗ вулакан.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӗҫӗннисем ҫемьере юратса вулакан кӗнекесем пирки калаҫнӑ, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗрентекен произведенисен сӑнарӗсене аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗнчен – Тав сӑмахӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10677-ch ... tav-s-makh

Пуҫласса вӑл каллех псалом вулакан пономарь пекех пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вулакан хӑех шухӑшласа пӑхтӑр, хӑйне валли пӗр сулмаклӑ пӗтӗмлетӳ сӑмахӗ тутӑр!

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Вулакан курать ӗнтӗ, хальхинче «утне» те, «туртине» те пӗр пекех лайӑх лекет.

Читатель видит, что на этот раз, как говорится, одинаково хорошо досталось и лошадке и повозке.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫук, ҫук, вулакан ӑна ҫав ял ҫыннипех Григорьев Васили салтакпа ан пӑтраштартӑр.

Нет-нет, прошу читателя не путать с выходцем из этой же деревни солдатом Василием Григорьевым.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Библиотекарь «Вулакан ҫын» проект хатӗрлесе «21-мӗш ӗмӗр библиотеки» республика конкурсӗнче призерсен шутне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Интернет урлӑ ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ // Н.МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%b8%d0%b ... 3c%d0%bda/

Н.И.Плеткина та «Г.Н. Волков хайлавне чи лайӑх вулакан» номинацире тупӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хавхалану» хавхалантарать // Н.Плеткина. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Кӑҫалхи «Хавхалану» фесстивале хутшӑнакансем «Геннадий Волков хайлавӗпе лартнӑ чи лайӑх инсценировка», «Г.Н. Волков хайлавне чи лайӑх вулакан», «Г.Н. Волков пурнӑҫӗпе пултарулӑхне лайӑх уҫса паракан интернет публикаци» номинацисенче тупӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хавхалану» хавхалантарать // Н.Плеткина. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Вулакан умне ҫирӗм ытла кӗнеке кӑларнӑ авторӑн малашне те халӑха савӑнтарас килет.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Хабаровска асӑннӑран, тата ку хула ячӗ ӑҫтан сиксе тухрӗ? — тейӗ вулакан.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Халӗ ҫеҫ илсе кӑтартнӑ йӗркесене Павӑл ячӗпе каланӑ пулсан та, кунта чӑннипе П. Н. Осипов ҫинчен сӑмах пынине вулакан хӑех ӑнланса илет.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Ытти вырӑнсенче те Элкей Павӑлӗ П. Осипова питӗ ҫывӑххине туйса илет вулакан.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Унсӑр пуҫне университет библиотекинче тупса вулакан журналсенчи статьясемпе усӑ курма май пур.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку чухнехи вулакан истори темипе ҫырнӑ кӗнеке еннелле ытларах туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Унашкал тӑлмачӑсен куҫарӑвне мӗнле вулакан ӑнланӗ-ха: «вставай» сӑмах вырӑнне «ылханлӑ» тенӗ, «проклятьем» — «выҫӑхнӑ», «заклейменный» — «чурасем»…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паллӑ ученӑй пулас: лекци вулакан профессор майлах, вӑрӑм та шурӑ сухаллӑ, ҫӑмламас куҫ харшиллӗ, пуҫ тӳпийӗ чылай кукшаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех