Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тимлӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Тимлӗн (тĕпĕ: тимлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑра ҫавӑн пекех хальхи культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес, вӗсен ӗҫченӗсен ӗҫ укҫине ӳстерес ыйтусем ҫине те тимлӗн пӑхаҫҫӗ.

Большое внимание уделяется также укреплению материально-технической базы учреждений культуры, повышению заработной платы их работников.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2741252

Учитель сӑмахӗсене тимлӗн тӑнлать, астуса юлма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Чирлесен вара бюллетень илмеллех, тухтӑр сӗнӗвӗсене асра тытса тимлӗн сипленмелле.

Если уж заболели, то обязательно надо взять бюллетень и лечиться под внимательным наблюдением врача.

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пурте пӗрле Ҫуркунне сӑмахне тимлӗн итлерӗҫ: пире пурӑнма чӑрмантараканни ҫак ҫулӑмпа ҫунса кайтӑр, пире мӗн килӗшменни ҫак тӗтӗмпе вӗҫсе кайтӑр...

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ, ҫавӑн пекех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем уйрӑмах тимлӗн пӑхакан пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр ҫӗрпе усӑ курассин тухӑҫлӑхне ӳстересси пулса тӑрать.

Важным направлением деятельности, на котором сконцентрированы усилия Кабинета Министров Чувашской Республики, а также органов местного самоуправления, является повышение эффективности использования земель.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫӗнӗ производствӑсем тунипе пӗрлех кадрсем ҫитменнипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса парасси ҫине те тимлӗн пӑхмалла.

Одновременно с созданием новых производств следует обратить внимание на решение проблемы кадрового дефицита.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Тамара пуҫне ун еннелле чалӑштарнӑ, тимлӗн итлет пулмалла.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Володя та питӗ асӑрханса та тимлӗн шаккать, ҫавана хӗрринчен кӑна лектерме тӑрӑшать мӑлатукӗпе.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Халӗ те агрегата тимлӗн сӑнаса ҫаврӑнчӗ, ҫӳлелле улӑхса пӑхрӗ, пӗшкӗнсе сӑнарӗ, ҫӗре выртса та куҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Яланхи пекех вӑл уроксене тимлӗн хатӗрленчӗ, хӑй класӗпе нумай ӗҫлерӗ, шкулта та, ялта та обществӑллӑ ӗҫе хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Каччӑ тимлӗн итлет, хӗр ҫине ӑшшӑн тинкерсе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

«Кичем? Мана пӗрре те кичем мар. Виктор, ытти хӑш-пӗр каччӑсем пек, хӗре килӗшес тесе, кирлӗ-кирлӗ мара пакӑлтатмасть. Тем ҫинчен калаҫсан та, ӑна итлеме интереслӗ. Хӑй те ҫынна тимлӗн итлеме пӗлет!» — шухӑшларӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Тимлӗн итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хура сатинран ҫӗленӗ чӳрече каррине хӑпартса, йӗри-тавра тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӑйӗн каллех пӗр куҫӗ кулать, йӑпӑлтатать, тепри тимлӗн, сиввӗн сӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кӗвве тимлӗн итленӗ пек, Игорь енне пуҫне тайса, вӑл пӗр вӑхӑт хускалмасӑр тӑчӗ, унтан янравлӑн эх! терӗ те урине тӑрст! тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Михаил Васильевич Козыревӑн докуменчӗсене тимлӗн тишкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӑл малтан Игорь, унтӑн тимлӗн вуласа ларакан Толя ҫине пӑхса илчӗ те, инженерӑн кӑвак куҫӗсем ӑшшӑн йӑлкӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Эсир геолог: ылтӑнсӑр пуҫне тата мӗн шыраса тупаҫҫӗ кунти вырӑнсенче? — ыйтрӗ Михаил Васильевича тимлӗн итлекен Толя.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хускалмасӑр, тимлӗн итлерӗҫ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех