Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пушкӑртстанри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен шутӗнче Ярмулайӗнче ҫуралнӑ‚ халӗ Ӗпхӳ район администрацинче вӑй хуракан Валерий Сидоров (вӑл чылай ҫул хушши Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашне ертсе пычӗ)‚ Марина Прохорова поэтесса‚ Рудольф Илькелри ҫыравҫӑ тата «Урал сасси» хаҫатӑн ҫывӑх тусӗ Зоя Колесникова пулчӗҫ.

В их числе уроженец Ермолкино, ныне работающий в администрации Уфимского района Валерий Сидоров (он долгое время был руководителем Канаша чавашей Башкортостана), поэтесса Марина Прохорова, писатель Рудольф Илькелри и близкий друг газеты "Урал сасси" Зоя Колесникова.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

ПР Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн председателӗ Юмабике Ильясова: «Кунта пуҫтарӑннӑ чӑвашсем тепӗр хут хӑйсен пуянлӑхне, культурин тӗрлӗ енлӗхне кӑтартса пачӗҫ, чӑвашсен культури – Пушкӑртстанри халӑхсен пӗр пайӗ», — тесе пӗлтерчӗ.

Председатель Государственного Собрания - Курултая РБ Юмабике Ильясова сообщила: "Собравшиеся здесь чуваши еще раз показали свое богатство, многогранность культуры, культура чуваш - одна часть народов Башкортостана".

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Фестивале РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Пушкӑртстанри Халӑхсен ассамблейин председателӗ З.Я.Рахматуллина, ЧР Культура министрӗ К.Г.Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Н.Ф.Угаслов ятӗнчен салам телеграммисем килсе ҫитрӗҫ.

В адрес фестиваля доставили поздравительные телеграммы от имени депутата Государственной Думы РФ, председателя ассамблеи Народов Башкортостана З.Я.Рахматулиной, Министра культуры ЧР К.Г.Яковлева, президента Чувашского национального конгресса Н.Ф.Угаслова.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Пушкӑртстанри, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи йӑхташсене те чӑваш телеканалне ҫак мелпе курма ҫитес вӑхӑтра майсем туса парӑпӑр.

Хотим создать такие же возможности и для земляков их Башкортостана, Самарской и Ульяновской областей.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Часах мероприятийӗн чи яваплӑ саманчӗ – Пушкӑртстанри чӑваш пӗрлӗхӗсен фестивалӗ – пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Хуҫасем ЧР Министрсен Кабинечӗн Пушкӑртстанри полномочиллӗ представительне Владимир Портнова, ПР РЧНКА председседателӗн ҫумне Юрий Михайлова, Ӗпхӳ хулинчи Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкул директорне Леонид Михайлова, Чӑваш халӑх артисчӗсене Иван Христофоровпа Вячеслав Христофорова, республикӑри чӑваш общественноҫӗсен ертӳҫисене Римма Макарована (Туймазӑ хули), Роза Андреевана (Ишимбай районӗ), Вера Васильевана (Пишпӳлек районӗ), пултарулӑх ушкӑнӗсен хастарӗсене, тӑван чӗлхене, юрра-ташша, поэзие юратакансене К.В.Ивановӑн музей ҫурчӗ умӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Хальхинче кунта Пушкӑртстанри чӑваш пӗрлӗхӗсен фестивалӗ йӗркеленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Пушкӑртстанри чӑвашсем манман иккен — тӑтӑшах ҫыратчӗҫ, шӑнкӑравлатчӗҫ, хӑйсем патне гастрольпе пыма ыйтатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ялта кӑна мар, Кӑрмӑскал районӗпех сас-хура сарӑлнӑ: «Никитин композитор Пушкӑртстанри чӑваш ялӗсенче майрасемпе мунча кӗрет».

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пушкӑртстанри Кӑрмӑскал районӗнчи Суук Чышма ялӗнче концерт лартрӑмӑр та ушкӑнпа Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме пуҫтарӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анчах мана ӳсӗме пула /ун чухне эпӗ 38 ҫултаччӗ/ куҫӑн майпа вӗренме йышӑнмарӗҫ, Пушкӑртстанри паллӑ педагог Загир Исмагилов патне кайса пӑхма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех