Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Авессаломпа пӗрле Иерусалимран икҫӗр ҫын тухса пынӑ, вӑл вӗсене чӗннӗ те ӗнтӗ, лешӗсем хӑйсен айванлӑхне пула ӑна-кӑна чухламасӑрах кайнӑ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Авессалом тарҫисем вара хӑйсен хуҫи хушнӑ пекех тунӑ: Амнона вӗлернӗ.29. И поступили отроки Авессалома с Амноном, как приказал Авессалом.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона, хӑйсен хуҫине, ҫапла каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем янӑ тесе шутлатӑн-им эсӗ? хула пӑхма, унта мӗн пуррине курса кайма, кайран ӑна килсе аркатма яман-и Давид хӑйӗн тарҫисене? тенӗ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Филистимсем] унта хӑйсен йӗрӗхӗсене пӑраха-пӑраха хӑварнӑ та, Давид ҫыннисем вӗсене пуҫтарнӑ, патша ҫавсене [вутра ҫунтарса яма хушнӑ.]
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Иоавпа унӑн Авесса шӑллӗ Авенира ӗнтӗ Гаваон патӗнчи ҫапӑҫура Асаила — хӑйсен пӗртӑванне — вӗлернӗшӗн вӗлернӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иоав ӗнтӗ ҫапла каланӑ: Турӑ пур! эсӗ халӗ нимӗн те каламан пулсассӑн, ҫынсем ирчченех хӑйсен тӑванӗсене хӑвалатчӗҫ, тенӗ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене те Давид хӑйсен кил-йышӗпе пӗрле илсе кайнӑ, вӗсем Хеврон хулинче вырӑнаҫнӑ.3. И людей, бывших с ним, привел Давид, каждого с семейством его, и поселились в городе Хевроне.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн хыҫҫӑн Давид хӑйӗн тумтирне туртса ҫурнӑ, ҫавӑн пекех унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те [хӑйсен тумтирне туртса ҫурнӑ].
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара [ӑна ҫавӑрса пӑрахнӑ та] пуҫне касса татнӑ, кӑралне хывса илнӗ, унтан хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсенче тата халӑха пӗлтермешкӗн пӗтӗм Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме кӑларса янӑ; 10. унӑн кӑралне Астарта ҫуртне хунӑ, ӳтне Беф-Сан хӳми ҫине ҫакнӑ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Айлӑм енче, Иордан леш енче пурӑнакан Израиль халӑхӗ израильсем тарнине тата Саулпа унӑн ывӑлӗсем вилнине курсассӑн, хӑйсен хулисене пӑрахса хӑварса, тарса пӗтнӗ, филистимсем ӗнтӗ пынӑ та ҫав хуласене йышӑннӑ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид вак выльӑха та, шултӑра выльӑха та туртса илнӗ, вӗсене хӑйсен выльӑхӗ умӗнчен хӑваласа пынӑ, пурте: ку вӑл — Давид тупӑшӗ, тенӗ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидпа унӑн ҫыннисем Секелаг еннелле кайма тухнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунне Амалик ҫыннисем кӑнтӑр енчен Секелаг хулине тапӑннӑ, Секелага туртса илнӗ те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, 2. хулари пӗтӗм хӗрарӑма [тата ыттисене те] — ваттине те, вӗттине те — пӗрне те вӗлермен, тыткӑна илнӗ те хӑйсен ҫулӗпе тухса кайнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Давид ҫыннисем вара хӑйсен ҫулӗпе каялла кайнӑ, ҫаврӑнса ҫитнӗ те ҫак сӑмахсене йӑлтах Давида каласа панӑ.12. И пошли назад люди Давида своим путем и возвратились, и пришли и пересказали ему все слова сии.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иессей ывӑлӗ кам-ха тата? хальхаҫҫӑн хӑйсен хуҫинчен тарса ҫӳрекен чурасем нумайланса кайрӗҫ; 11. эпӗ ку ҫынсем ӑҫтан килнине те пӗлместӗп, манӑн вара хамӑн ҫӑкӑра, хамӑн шыва, [хамӑн эрехе] тата сурӑх ҫӑмӗ илекенсем валли хатӗрлесе хунӑ аш-какая ҫак ҫынсене парас-и? тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Унтан Давид чупса пынӑ та, филистим ҫине урипе пусса, унӑн хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларнӑ, хӗҫпе сулса ярса, унӑн пуҫне касса татнӑ; филистимсем вара, хӑйсен паттӑрӗ вилнине курсассӑн, тарма пуҫланӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ӗнер-виҫӗмкун филистимсем патӗнче пулнӑ, вӗсен тапӑрӗнче тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле ҫӳренӗ еврейсем те Саулпа тата Ионафанпа пӗрле пулнӑ Израиль ҫыннисем ҫумне хутшӑннӑ; 22. Ефрем тӑвӗ ҫинче пытанса пурӑннӑ Израиль ҫыннисем те, филистимсем тарнине пӗлсессӗн, хӑйсен халӑхӗ ҫумне хутшӑнса пӗрле ҫапӑҫнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20-21. Израиль ҫыннисен суха тӗренӗ, кӗреҫи, сенӗкӗ, пуртти катӑлсассӑн-мӑкалсассӑн е шӑчӑ вӗҫне тӳрлетмелле пулсассӑн, хӑйсен суха тӗренне, кӗреҫине, пурттине тата катмакне хӑйрама филистимсем патне ҫӳремелле пулнӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саул патшана ларнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ, Израильре иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Саул Израиль ҫыннисенчен хӑйне валли виҫӗ пинне суйласа илнӗ: 2. икӗ пинӗ Саулпа пӗрле Михмас хулинче тата Вефиль тӑвӗ ҫинче пулнӑ, пинӗшӗ Ионафанпа пӗрле Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулинче пулнӑ; ытти халӑха вӑл хӑйсен килӗсене янӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем ирпеле тӑнӑ та Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ, унтан Рамӑна, хӑйсен килне, таврӑннӑ.19. И встали они поутру, и поклонились пред Господом, и возвратились, и пришли в дом свой в Раму.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль ывӑлӗсем Вениамина, хӑйсен тӑванне, хӗрхеннӗ: Израилӗн пӗр йӑхӗ касӑлса ӳкрӗ-ҫке, тенӗ; 7. эпир, хамӑр хӗрсене вӗсене качча памӑпӑр тесе, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа турӑмӑр, халь ӗнтӗ чӗрӗ юлнисене ӑҫтан арӑм илсе памалла? тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.