Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхе сăмах пирĕн базăра пур.
чӗлхе (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хушӑран уҫҫӑн янӑраса каять, тепӗр чухне чӗлхе хӗвелне хура пӗлӗт те хупласа илет.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Чӗлхе кун-ҫулӗ вӑрӑм пуласси ҫулталӑкра пӗрре митинг ирттернинчен мар, унпа общество-политика тытӑмӗнче, кил, вӗренӳ шайӗнче мӗнле усӑ курнинчен нумай килет.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Фестиваль тӗллевӗ — наци литературине пропагандӑласси, ҫамрӑксене кӗнекене юратма йыхравласси — Тӑван чӗлхе кунӗнче тапратакан ыйтусенчен пӗри-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Ҫутта кӑларуҫӑн Иван Яковлевӑн тӗп хулари палӑкӗ умне йышпа кар ҫӗкленсе тухни те, Патриарха пысӑках мар ушкӑнпа пуҫ тайни те, шкулсенче, библиотекӑсенче, республика тулашӗнчи йӑхташӑмӑрсем патӗнче тӑван чӗлхе эрнине йӗркелени те...

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Кашни ҫынпа тарават кӑмӑллӑ, пӗр чӗлхе тупма пӗлекен, вӗсене ырӑ канаш-сӗнӳ парса пулӑшма та тӑрӑшакан Ольга Васильевнӑна сӳрӗк сӑн-питлӗ пулнине нихӑҫан та курман.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Чӗлхе хытсан /паралич/ кунне темиҫе хут 10-15-шер минут хура йӳҫ кӑшман /черная редька/ касӑкне чӑмламалла.

Куҫарса пулӑш

Инсульт хыҫҫӑн // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

Асту-ха, пӗчӗкҫеҫҫӗ хӗлхемех мӗн чухлӗ япалана ҫунтарса ярать; 6. чӗлхе те — вут-ҫулӑм, суя сӑмах тӗнчи; пирӗн ӳтре ытти пайсем хушшине вырӑнаҫнӑскер, вӑл пӗтӗм ӳте ирсӗрлетет, пурӑнан пурӑнӑҫа ҫунтарса тӑрать, хӑйне вара тамӑк вучӗ хӗртсе тӑрать.

6. И язык - огонь, прикраса неправды; язык в таком положении находится между членами нашими, что оскверняет все тело и воспаляет круг жизни, будучи сам воспаляем от геенны.

Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Чӗлхе те ҫавӑн пекех: хӑй пӗчӗкҫеҫҫӗ пулсах нумай ӗҫ тӑвать.

Посмотри, небольшой огонь как много вещества зажигает!

Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Камран кулатӑр эсир? кама хирӗҫ ҫӑвар каратӑр, чӗлхе кӑларса витлетӗр? эсир усал ӗҫ ачисем, суя-ултав вӑрлӑхӗ мар-и? 5. кашни лаштра йывӑҫ айне йӗрӗхсем патне аскӑнма чупакансем, шывсем ҫывӑхӗнче, сӑртсен хушӑкӗсенче хӑвӑр ачӑрсене пусса паракансем мар-и эсир?

4. Над кем вы глумитесь? против кого расширяете рот, высовываете язык? не дети ли вы преступления, семя лжи, 5. разжигаемые похотью к идолам под каждым ветвистым деревом, заколающие детей при ручьях, между расселинами скал?

Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Хампа тупа туса калатӑп: Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх, улшӑнман сӑмах тапса тӑрать; кирек епле йӑх та Манӑн умра пуҫ тайӗ, кирек епле чӗлхе те Манпа тупа тӑвӗ.

23. Мною клянусь: из уст Моих исходит правда, слово неизменное, что предо Мною преклонится всякое колено, Мною будет клясться всякий язык.

Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Ҫакӑншӑн Турӑ мана чӗлхе парнелерӗ, ӗнтӗ унпала Турра мухтавлӑп.

30. В награду мне Бог дал язык, и им я буду хвалить Его.

Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӑватӑ япала палӑрать унта: ырӑпа усал, пурӑнӑҫпа вилӗм, чӗлхе вара — яланах пуҫ пулса тӑраканӗ.

Четыре состояния выражаются на нем: добро и зло, жизнь и смерть, а господствует всегда язык.

Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫав чӗлхе таса ҫынсене ярса илеймӗ, вӗсем унӑн ҫулӑмӗпе ҫунса каймӗҫ; 26. унӑн ҫулӑмне Ҫӳлхуҫаран сивӗнекенсем кӗрсе ӳкӗҫ; вут-ҫулӑм ҫавсене хыпса илӗ, сӳнмӗ: вӑл вӗсем ҫине арӑслан пек сиксе ларӗ, вӗсене барс пек туласа тӑкӗ.

25. Не овладеет он благочестивыми, и не сгорят они в пламени его; 26. оставляющие Господа впадут в него; в них возгорится он и не угаснет: он будет послан на них, как лев, и, как барс, будет истреблять их.

Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӑл вӗсене ӑс-ирӗк, чӗлхе, куҫ-пуҫ, хӑлха панӑ, шухӑшламашкӑн чун-чӗре панӑ, 6. вӗсене ӑс-хакӑл вичкӗнлӗхӗ панӑ, ырӑпа усала кӑтартнӑ.

5. Он дал им смысл, язык и глаза, и уши и сердце для рассуждения, 6. исполнил их проницательностью разума и показал им добро и зло.

Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Суя чӗлхе хӑй йӗплекенсене кураймасть, йӑпӑлти чӗлхе-ҫӑвар вара инкек-синкек хатӗрлет.

28. Лживый язык ненавидит уязвляемых им, и льстивые уста готовят падение.

Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫурҫӗр ҫилӗ ҫумӑр ҫутарать, ултавлӑ чӗлхе кӑмӑлсӑррисен йышне хушать.

23. Северный ветер производит дождь, а тайный язык - недовольные лица.

Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Йӑваш ҫын аслӑ хуҫа кӑмӑлне ҫавӑрать, ҫемҫе чӗлхе шӑмма тӗпретет.

15. Кротостью склоняется к милости вельможа, и мягкий язык переламывает кость.

Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ҫепӗҫ чӗлхе вӑл — караслӑ пыл: вӑл чуншӑн та пылак, шӑмшакшӑн та сиплӗ.

24. Приятная речь - сотовый мед, сладка для души и целебна для костей.

Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ӑслӑ чӗреллӗ ҫынна ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын тейӗҫ, ҫепӗҫ чӗлхе те пӗлӳ хушать.

21. Мудрый сердцем прозовется благоразумным, и сладкая речь прибавит к учению.

Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Акӑ Турӑ курайманни — улттӑ, ҫиччӗмӗшӗ Уншӑн — ирсӗрлӗх: 17. мӑнкӑмӑллӑ куҫ, суя чӗлхе, айӑпсӑр юн юхтаракан алӑ, 18. усал шухӑш туптаса тӑракан чӗре, усал ӗҫ тума васкаса чупакан ура, 19. улталакан суя кӳнтелен, тӑвансене хирӗҫме хӗтӗртекен.

16. Вот шесть, что ненавидит Господь, даже семь, что мерзость душе Его: 17. глаза гордые, язык лживый и руки, проливающие кровь невинную, 18. сердце, кующее злые замыслы, ноги, быстро бегущие к злодейству, 19. лжесвидетель, наговаривающий ложь и сеющий раздор между братьями.

Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех