Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Давидпа ҫарпуҫсем ӗнтӗ Асаф, Еман тата Идифун ывӑлӗсене ятарлӑ ӗҫ валли уйӑрса илнӗ: вӗсен псалтирьпе цитра каласа, кимвал ҫапса Турра аслӑламалла пулнӑ; ҫав ӗҫе тӑвакансенӗн йышӗ: 2. Асаф ывӑлӗсенчен: Заккур, Иосиф, Нефания тата Ашарела; ывӑлӗсене Асаф хӑй ертсе пынӑ, кӗвӗ сӑпрайӗсене вӑл патша вӗрентнӗ пек каланӑ.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакӑ ҫынсене ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлеме суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе вӗсен черетпе, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Аарона халалласа хӑварнӑ йӗрке тӑрӑх туса тӑмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Давид тутарнӑ юлашки ӗҫ левитсене — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — шута илсе тухни пулнӑ; 28. вӗсен Аарон ывӑлӗсем ҫумӗнче пулмалла пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑхса тӑмалла, картишӗнче, хуралтӑ таврашӗнче ӗҫлесе тӑмалла, пур ҫӗрте те тасалӑха тытса тӑмалла, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнчи тӗрлӗ ӗҫе туса тӑмалла пулнӑ, 29. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсене, тырӑ-пулӑ парни валли кӳрекен тулӑ ҫӑнӑхне, тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусене, ытти пӗҫернӗ е ӑшаланӑ апат-ҫимӗҫе тӗрӗслесе, шутласа-виҫсе тӑмалла пулнӑ, 30. вӗсен ирсерен Ҫӳлхуҫана аслӑламалла, мухтавламалла пулнӑ, каҫхине те ҫавӑн пекех тумалла пулнӑ, 31. шӑматкунсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗсенче тата уяв кунӗсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ чухне, ҫирӗплетнӗ йӗрке тӑрӑх, вӗсен яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче пулмалла пулнӑ, 32. вӗсен Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхламалла, сӑваплӑ пӳлӗме пӑхса тӑмалла, хӑйсен тӑванӗсем священниксем, Аарон ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлӗ тунӑ чухне вӗсене пулӑшса тӑмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗҫлевҫӗсем — чул чутлакансем, эреш ӑстисем, каскалакансем, тӗрлӗ ӗҫе пултаракансем — темӗн чухлех санӑн; 16. ылтӑн-кӗмӗлпе пӑхӑр-тимӗрӗн шучӗ те ҫук: пуҫла та ӗҫле.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Давид ӗнтӗ Турра ҫапла каланӑ: ҫак ӗҫе туса пысӑк ҫылӑха кӗтӗм эпӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ҫакӑ аслӑ ӗҫе чуру валли чӗрӳ хушнипе тӑватӑн, аслӑлӑха уҫса паратӑн.для раба Твоего, по сердцу Твоему, Ты делаешь все это великое, чтобы явить всякое величие.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид вара Садокпа Авиафар священниксене тата Уриил, Асаия, Иоиль, Шемаия, Елиел, Аминадав левитсене чӗнсе илнӗ те 12. вӗсене ҫапла каланӑ: эсир, левит тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем, хӑвӑр та тасалӑр, тӑванӑрсем те тасалччӑр, вара Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, арчине эпӗ ун валли хатӗрленӗ вырӑна куҫарса килӗр, 13. леш хутӗнче эпир ҫакна мӗнле тумаллине Турӑран ыйтмарӑмӑр та, ҫав ӗҫе эсир тумарӑр та, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире ҫапса ӳкерчӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шанчӑклӑ ҫынсем пулнӑран вӗсене ҫак ӗҫе Давидпа Самуил витӗркуран тӑратнӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Акӑ вӗсем, ҫак ӗҫе хӑйсен ывӑлӗсемпе пӗрле туса тӑнӑ ҫынсем: Кааф ывӑлӗсенчен — Еман юрӑҫӑ, вӑл — Иоиль ывӑлӗ, Иоиль — Самуил ывӑлӗ, 34. Самуил — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Иерохам ывӑлӗ, Иерохам — Елиил ывӑлӗ, Елиил — Тоах ывӑлӗ, 35. Тоах — Цуф ывӑлӗ, Цуф — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Махаф ывӑлӗ, Махаф — Амасай ывӑлӗ, 36. Амасай — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Иоиль ывӑлӗ, Иоиль — Азария ывӑлӗ, Азария — Цефания ывӑлӗ, 37. Цефания — Тахаф ывӑлӗ, Тахаф — Асир ывӑлӗ, Асир — Авиасаф ывӑлӗ, Авиасаф — Корей ывӑлӗ, 38. Корей — Ицгар ывӑлӗ, Ицгар — Кааф ывӑлӗ, Кааф — Левий ывӑлӗ, Левий — Израиль ывӑлӗ; 39. Асаф вара Еман тӑванӗ пулнӑ, вӑл унран сылтӑм енче тӑнӑ, Асаф вӑл — Берехия ывӑлӗ, Берехия — Шима ывӑлӗ, 40. Шима — Михаил ывӑлӗ, Михаил — Ваасея ывӑлӗ, Ваасея — Малхия ывӑлӗ, 41. Малхия — Ефний ывӑлӗ, Ефний — Зерах ывӑлӗ, Зерах — Адаия ывӑлӗ, 42. Адаия — Ефан ывӑлӗ, Ефан — Зимма ывӑлӗ, Зимма — Шимий ывӑлӗ, 43. Шимий — Иахаф ывӑлӗ, Иахаф — Гирсон ывӑлӗ, Гирсон — Левий ывӑлӗ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак ӗҫе вӗсем хӑйсен йӗркипе туса тӑнӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа унпа пӗрле пулнӑ: кирек ӑҫта кайсассӑн та вӑл пур ӗҫе те ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ.7. И был Господь с ним: везде, куда он ни ходил, поступал он благоразумно.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Айӑпшӑн кӳрекен кӗмӗлпе ҫылӑхшӑн кӳрекен кӗмӗле вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсас ӗҫе яман: вӑл священниксен шутланнӑ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вара Ҫӳлхуҫа Ииуя каланӑ: Ман умӑмри тӳрӗ ӗҫе хаваспах пурнӑҫланӑшӑн, Манӑн чӗрем ыйтнине тивӗҫтерсе Ахав йӑхне пӗтернӗшӗн сан ывӑлусенӗн тӑватӑ сыпӑкӗ Израиль патшинче ларӗ, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑн пек йӗрӗнчӗк ӗҫе курсассӑн, Израиль ҫыннисем кунтан чакса кайнӑ та каялла хӑйсен ҫӗрне таврӑннӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вӑл Ҫурт лартас ӗҫе туса пӗтернӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем питех те нумай пулнӑран ҫак ӗҫе мӗн чухлӗ пӑхӑр кайнине пӗлмен те.По причине чрезвычайного их множества, вес меди не определен.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫурт лартнӑ ӗҫе чутласа янтӑланӑ чул ярса тӑнӑ; Ҫурт лартнӑ чухне унта ҫапкӑч, чусла е ытти нимӗнле тимӗр сӑпрай сасси те илтӗнмен.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Патша ӗҫе мӗнле татса парса сут туни ҫинчен пӗтӗм Израиль илтнӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иоав патшана каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру халӑх йышне хальхи чухлӗ тепре хуштӑр, тата ҫӗр хут ытларах хуштӑр, патша хуҫамӑн куҫӗ ҫакна куртӑр; анчах патша хуҫамӑм мӗншӗн ҫак ӗҫе тӑвасшӑн-ха? тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӗрарӑм каланӑ: унччен ҫапла каларӑш пурччӗ: «ыйтас тетӗн пулсан, Авелра ыйт» тетчӗҫ; ӗҫе ҫапла татса панӑ.18. Она сказала: прежде говаривали: «кто хочет спросить, спроси в Авеле»; и так решали дело.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.