Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ме акӑ, ил… анчах ман тӗле ан лек, вӗлеретӗп, — ассӑн сывласа илнӗ Тихӑн, Сашкӑна табак хутаҫҫинчен пӑхӑр укҫасем кӑларса тыттарса.

— На вот… а под ноги не попадайся, а то убью, — говорил Тихон, вздыхая и вытягивая из кисета медяки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та ҫырлисене чава-чава кӑларса илнӗ, ҫавӑнпа пӑртакҫах шатрараххӑн туйӑнать.

Только изюм-то повыковырянный, оттого будто ряба малость.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка, пӗр тивӗҫсӗрех ят илтнипе кӳреннӗскер, чышкисемпе юнаса илнӗ те, ирсӗр сӑмахсем янӑратса, малалла утнӑ.

Сашка уходил, облитый незаслуженной обидой, матерясь и грозя кулаками.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ну, сывӑ пул, генерал, — хашлатса илнӗ вӑл, чӳрече умӗнчен пӑрӑнса.

— Ну, прощай, генерал, — вздыхал он, уходя.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир иксӗмӗр пуян ҫынсем, авӑ епле!.. — Сашка аллисемпе ҫапкаланса илнӗ.

Мы с тобой богатые, во!.. — Сашка, корячась, широко расплескивал руки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Миколай Лексеич, ваше преподобие, эпӗ сана пӗ-ле-е-ет-ӗп!.. — тенӗ Сашка, ташлакаласа, унтан, ҫинҫе пӳрнине чанк тӑратса, улпута юнаса илнӗ.

— Миколай Лексеич, ваше преподобие, я тебя зна-а-аю!.. — И Сашка, приплясывая, грозил торчмя поднятым тонким и грязным пальцем.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кулли унӑн пӗтӗм пичӗ тӑрӑх, хӗссе хунӑ сулахай куҫӗнчен пуҫласа сылтӑм тута хӗрринчен анакан хӗрлӗ ҫӗвӗк таранах, выляна-выляна илнӗ.

Улыбка вытанцовывалась у него наискось через все лицо: от прижмуренного левого глаза до розового шрама, стекавшего из правого угла рта.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн казак пай ҫӗрӗпе сутӑн илнӗ ҫӗр ҫинче табунсем тытнӑ, ҫын аллипе тырӑ акнӑ, хӗллепе кӗркунне акар-йытӑсемпе сунара ҫӳренӗ тата, хушӑран, шурӑ пӳлӗме питӗрӗнсе ларса, эрни-эрнипе ӗҫсе пурӑннӑ.

Держал на своей казачьей паевой и купленной земле табуны, сеял — чужими руками — хлеб, зимой и осенью охотился с борзыми, изредка, запираясь в белом зале, пил неделями.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Евгение вӑл кадетсен корпусне вӗренме панӑ, хӑй хуҫалӑхпа тӗрмешме тытӑннӑ: ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе янӑ, сутма выльӑхсем ӗрчетекен императорски заводран ӑрат ӗрчетме юртти уҫӑ ӑйӑрсем илнӗ.

Подросшего Евгения отдал в кадетский корпус, сам занялся хозяйством: развел племенной скот, с императорского завода купил на племя рысистых производителей.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лазаретран тухнӑ хыҫҫӑн отпуск илнӗ те уйӑх ҫурӑлӑх Ягодное именине ашшӗ патне таврӑннӑ.

После лазарета взял отпуск и уехал в Ягодное к отцу на полтора месяца.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗҫӗр вӑл выляса илнӗ иккен те (вылясса шӑрпӑкла вылянӑ), ҫавӑнпа лӑпкӑ та ыйхӑллӑ.

Был он в выигрыше (играли на спички), оттого мирен и сонлив.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн тума чупса килнӗ вӑл? — тесе ыйтрӗ Аксинйӑран, пирус тӗтӗмне икӗ хутчен сывласа илнӗ май.

— Чего она прибегала? — спросил между двумя затяжками.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тарҫӑсен пӳртӗнче кухарка хуратут пусса илнӗ ҫамрӑк горничнӑйпа ятлаҫать.

В людской кухарка ругалась с молоденькой веснушчатой горничной.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хаваслансах илнӗ пулӑттӑм, пӗлетӗп сирӗн ҫемйӗре, ӗҫлеме юратакан халӑх, анчах вырӑн ҫук манӑн.

— С радостью взял бы, знаю вашу семью, работящий народ, да места у меня нет.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн хӗрарӑм сисӗмлӗхӗпе сиссе илчӗ вӑл халӗ ун ҫинчен калама вӑхӑт маррине, ӑнланса илчӗ капла Григорие ӗмӗрлӗхех ҫухатма пулнине, унтан чӗри айӗнче йӑшӑлтатса илнӗ ача икӗ ҫынтан хӑшӗнчен ӳтленме пултарни пирки иккӗленсе, чунӗпе икӗпитленчӗ: каламарӗ.

Женским своим чутьем угадала, что не время об этом говорить, поняла, что можно навек потерять Григория, и, сомневаясь, от кого из двух зачала ворохнувшегося под сердцем ребенка, слукавила душой: не сказала.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн халӗ кӑна вылянса тӑракан куллине ҫил ҫуласа илнӗ пек пулчӗ, чарӑлса кайнӑ куҫӗсенче, хӑваласа халтан янӑ пӗчӗк тискер кайӑк майлӑн, тунсӑхлӑхпа хӑравҫӑлӑх тӗмсӗлеҫҫӗ.

Недавнюю улыбку с губ ее как ветер слизал, в расширенных глазах загнанным зверьком томились тоска и испуг.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, хуҫса илнӗ туратлӑрах туя ҫине тайӑнса, пуринчен хыҫалта уксахласа пырать.

Митька хромал позади всех, опираясь на суковатый выломанный кол.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Атаман чӗриклетсе илнӗ сӗтел хӑми ҫине чышкипе ҫапрӗ.

Атаман вплюснул кулак в пискнувший стол.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Матвей Кашулин ун ҫӗрне ҫерҫи утӑмӗ пысӑкӑш кӑна тытса илнӗ, — куҫа хӗссе пӗрре сурнипех урлӑ каҫарма пулать.

Бил его каждую весну, а земли захватил у него Матвей Кашулин с воробьиную четверть, — зажмурившись, переплюнуть можно.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич чашкӑрса илнӗ те анкартине тухса кайнӑ.

Мирон Григорьевич запыхтел и ушел на баз.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех