Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шалти (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Право йӗркине пӑсакан ҫул ҫитмен ачасемпе профилактика мероприятийӗсем ирттерессине лайӑхлатас тӗллевпе районти шалти ӗҫсен пайӗпе профилактика органӗсем февралӗн 24-мӗшӗпе мартӑн 24-мӗшӗччен «Полици тата ачасем» акцин пӗрремӗш тапхӑрне йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Шыв транспорчӗн ҫулӗ республикӑн ҫурҫӗр енчи хӗррипе Атӑл тӑрӑх - 120, шалти маршручӗсемпе 404 км тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Спорт гимнастики вара чун киленӗҫӗ кӑна пулӗ… Хальлӗхе шалти туйӑмӗ ҫапларах унӑн, тен, ҫулсем иртнӗҫемӗн гимнастка шухӑшлавне улӑштарӗ те.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Шалти ӗҫсен министерствин, Тӗрӗслевпе шутлав палатин 2015 ҫулшӑн тунӑ отчечӗсене итлерӗҫ, миравай судьясене ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ҫакӑн пек палӑртрӗ: «Пирӗн тӗп тӗллев - Раҫҫее конкуренцире вӑйлӑрах пулма пулӑшакан чи пӗлтерӗшлӗ майсенчен пӗринпе, шалти пысӑк рынокпа усӑ курасси, ӑна ҫӗршыв экономикин чӑн секторӗсем туса кӑларакан лайӑх пахалӑхлӑ таварсемпе тултарасси пулса тӑрать...».

На заседании Государственного совета Российской Федерации 18 сентября 2014 года Президент России Владимир Владимирович Путин отметил, что «наша главная цель – использовать одно из важных конкурентных преимуществ России, емкий внутренний рынок, заполнить его качественными товарами, которые производят реальные секторы отечественной экономики…».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫакна тулашри тата шалти рыноксенчи лару-тӑрӑва йывӑрлатнӑ пӗтӗм тӗнчери политика лару-тӑрӑвӗ ҫивӗчленсе ҫитнӗ условисенче тума ҫӑмӑлах мар.

Сделать это очень непросто в условиях обострившейся международной политической обстановки, осложнившей ситуацию на внешнем и внутреннем рынках.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех