Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккен сăмах пирĕн базăра пур.
иккен (тĕпĕ: иккен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳршӗллӗ регионта пурӑнакан ӑста халӑх искусствипе мӗн ачаранах кӑсӑкланать иккен, металран, тиртен, тӑмран, хурӑн хуппинчен халӑх музыка инструменчӗсем тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн туслӑхшӑн чикӗ ҫук // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Кунта 1921 ҫулта Тӳртӳллӗ ялӗнчен 20 яхӑн ҫемье куҫса килнӗ иккен.

В 1921 году из деревни Темяково сюда переехали около 20 семей.

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ӗҫри вӑрттӑнлӑхсене те уҫса пачӗҫ, куккуруса лайӑх аталанса ҫитӗнме ҫӑра лартма кирлӗ мар иккен, 2 метрта 11-12 калчаран ытла пулмалла мар.

Открыли секреты работы, оказывается, чтобы кукуруза хорошо росла не стоит сеять густо, на 2 метрах не должно быть больше 11-12 всходов.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ӗҫри вӑрттӑнлӑхсене те уҫса пачӗҫ, куккуруса лайӑх аталанса ҫитӗнме ҫӑра лартма кирлӗ мар иккен, 2 метрта 11-12 калчаран ытла пулмалла мар.

Раскрыли трудовые секреты, оказывается, для того, чтобы кукуруза нормально росла, ее густо не сажают, на расстоянии 2-х метров - 11-12 ростков.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ӑна халалласа ҫӗршывра йӗркеленӗ конкурса хастар хутшӑнакансем те пур иккен пирӗн тӑрӑхра, вӗсенчен пӗри – Урай Макаҫри «Сарнар» ансамбльте музыка ертӳҫинче тимлекен Вениамин Смелов.

Есть, оказывается, люди из нашего края, которые принимают активное участие в российском конкурсе переписи населения, один из них - музыкальный руководитель ансамбля "Сарнар" Вениамин Смелов из Урай Макась.

Ҫӗршыв шайне тухас ӗмӗт тата пӗр утӑм ҫывӑхрах // Любовь ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Каллех шӑпа вӑййи темелле-тӗр — вӑл каярахпа пире университетра вӗрентнӗ Иван Тенюшевӑн мӑшӑрӗн йӑмӑкӗ пулнӑ иккен.

Можно сказать опять игра судьбы - она оказалась сестрой супруги Ивана Тенюшева, который учил нас позже в университете.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Эпӗ Мильӑна ҫавапа пуҫран каснӑ иккен.

Оказывается, я Милю порезала косой по голове.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Аттестатри паллӑсем аван пулнӑран мана унта та вӗренме илнӗ иккен.

Оказалось, что меня приняли и в академию, потому что оценки в аттестате у меня были хорошие.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хӗрсем тутлӑ ҫимӗҫе урамран курнӑ иккен.

Все это увидели девушки с улицы.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Эсӗ эколог та иккен.

— Ты еще и эколог.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Чӑн-чӑн пурнӑҫ ҫынни иккен эсӗ.

— Вы очень обстоятельны.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Суймаҫҫӗ иккен.

— И не врут оказывается.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Салтак хальлӗхе эрнере икӗ хут, шӑматкунпа вырсарникун, телефонпа калаҫса илме пултарать, малтанласа йӗрки ҫапла иккен.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

— Сирӗн пирки тепӗр хыпар та илтрӗм — эсир ЮТВ-Крым телеканал уҫнӑ иккен.

— О вас я услышал еще одну новость - оказывается вы отрыли телеканал ЮТВ-Крым.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Демьян Филиппович ун пирки илтнӗ кӑна мар, ывӑлне те паллать иккен.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Клиентсене ҫырлахтарма пур чухне те ҫӑмӑл мар иккен.

Оказывается, удовлетворить клиентов во всех случаях не легко.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Малтанхи экзамена кӗсье телефонӗсем илсе кӗнӗшӗн 9-мӗш класс пӗтерекен 7 ачана кӑларса яма тивнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Август» та ҫӗнӗ химзавод уҫасшӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ял ҫыннисене ҫакӑ пӗртте тӗлӗнтермест иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Тепӗр чухне ӗмӗтленни, кӗтни, шанни тӳрре тухмасть иккен...

Куҫарса пулӑш

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех