Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Ҫавӑнпа эпӗ сире Ҫӳлхуҫана асӑнса калатӑп: эсир ӗнтӗ малашне ытти халӑхсем хӑйсен ниме тӑман ӑсӗпе пурӑннӑ пек ан пурӑнӑр; 18. вӗсен ӗнтӗ ӑстӑнӗ тайӑлнӑ, нимӗн те пӗлменнипе, чӗри туйми пулса ҫитнипе Турӑ пурӑнӑҫӗнчен ютшӑннӑ; 19. туйми пулса ҫитсе, вӗсем намӑс ӗҫе ярӑнчӗҫ, пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗн чиккине пӗлмесӗр аскӑнаҫҫӗ.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Христоса парӑннисем хӑйсен ӳтне хӗрес ҫумне пӑталанӑ, аскӑнлӑха, ӳт хыҫҫӑн каяс кӑмӑла пӗтернӗ.24. Но те, которые Христовы, распяли плоть со страстями и похотями.
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ах, сире пӑтратакансем хӑйсен ӳтне кассах пӑрахӗҫинччӗ!
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир хамӑра хӑйсене мала хуракансемпе пӗре хума е вӗсемпе танлаштарма хӑяймастпӑр: вӗсем хӑйсене хӑйсен виҫипе виҫеҫҫӗ, айванла хӑйсене хӑйсемпе танлаштараҫҫӗ.
2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Асийӑри ӗненекен ушкӑнсем сире салам яраҫҫӗ; Акилӑпа Прискилла хӑйсен килне пухӑнакан ӗненекен ушкӑнпа пӗрле Ҫӳлхуҫана асӑнса сире чунтан салам яраҫҫӗ.
1 Кор 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ун пек ҫынсем Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӑрӑшмаҫҫӗ, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; вӗсем йӑпӑлтатса, ӑста калаҫса айван ҫынсене хӑйсем майлӑ ҫавӑраҫҫӗ.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эсӗ те, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ ҫумӗнчен касса илнӗскер, паха ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнтӑн пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен ҫу йывӑҫӗ ҫумне тата ҫӑмӑлтарах сыпӑнӗҫ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ тӳрӗлӗхне ӑнламасӑр, Хӑйсен тӳрӗлӗхне ҫирӗплетесшӗн тӑрӑшса, вӗсем Турӑ тӳрӗлӗхне пӑхӑнмарӗҫ.
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Саккунсӑр пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсем, чунӗ систернипех йӗркеллӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ пулсассӑн, саккун ҫук пулсан та, вӗсем хӑйсемшӗн хӑйсем саккун: 15. вӗсем саккун хушнине хӑйсен чӗри ӑшне ҫырса хунине кӑтартаҫҫӗ; ун ҫинчен вӗсене чунӗ пӗлтерсе тӑрать, тата пӗрне-пӗри айӑплакан е ырӑлакан шухӑшӗсем те пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.
Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсем ӗнтӗ Турра пӗлесшӗн пулмарӗҫ, Турӑ вара вӗсене хӑйсен пӑсӑк ӑсӗпе кирлӗ мар ӗҫсем тума ирӗк пачӗ, 29. ҫавӑнпа вӗсенӗн тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑх туллиех: вӗсем аскӑн, чее, мула юратаҫҫӗ, ҫынна кураймаҫҫӗ, ӑмсанаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, вӗсем ултавҫӑ, усал кӑмӑллӑ, 30. усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ, Турра кураймаҫҫӗ, ҫынна хур тӑваҫҫӗ, мухтанаҫҫӗ, вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, усал шухӑшласа кӑларма ӑста, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмаҫҫӗ, 31. вӗсем ӑссӑр, шанчӑксӑр, юратма пӗлмеҫҫӗ, килӗштермеҫҫӗ, хӗрхенмеҫҫӗ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем Турра пӗлсен те Ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамарӗҫ, тав тумарӗҫ, хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ, вара вӗсенӗн туйми чӗрине сӗмлӗх хупларӗ; 22. хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухрӗҫ, 23. вилӗмсӗр мухтавлӑ Турра вилӗмлӗ этем евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк, тӑватӑ ураллӑ выльӑх, ҫӗлен-калта евӗрлӗ кӗлеткепе улӑштарчӗҫ; 24. ҫавӑнпа Турӑ вӗсене аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме ирӗк пачӗ, вара вӗсем хӑйсен ӳтне хӑйсемех ирсӗрлесе пурӑнчӗҫ; 25. вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа улӑштарчӗҫ; Пултараканнине пуҫҫапас вырӑнне мӗн пултарнине пуҫҫапса пӑхӑнса тӑчӗҫ; Пултаракан ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Чӑнлӑха хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗпе путаракан ҫынсенӗн ҫылӑхӗпе усаллӑхӗ ҫине тӳперен Турӑ ҫилли ҫитет: 19. Турӑ ҫинчен мӗн пӗлме пулать, ҫавӑ вӗсене паллӑ — ӑна вӗсене Турӑ Хӑй кӑтартнӑ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем сире ҫапла каланӑ: «юлашки вӑхӑтра хӑйсен ӳчӗ кӗлени хыҫҫӑн ҫӳрекен усал мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ» тенӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑр пӗлсе тӑратӑр пулсассӑн та, эпӗ сире акӑ ҫакна астутарас тетӗп: Ҫӳлхуҫа халӑха Египет ҫӗрӗнчен хӑтарса кӑларнӑ та ӗненменнисене кайран пӗтернӗ; 6. хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан кайнӑ ангелсене те Вӑл аслӑ кунхи сут валли ӗмӗрлӗх ҫыхӑра сӗмлӗхре тытать; 7. Содомпа Гоморрӑна та, вӗсем пекех аскӑнланса ирсӗрленнӗ таврари хуласене те, пурте вӗсене пӗлсе тӑччӑр тесе, ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмпа тӗп тунӑ; 8. ҫак ҫынсене те, кирлӗ мара ӗмӗтленекенскерсене, ҫаплах пулӗ; вӗсем ӳтне ирсӗрлетеҫҫӗ, тӳпери пуҫлӑхсене йышӑнмаҫҫӗ, тӳпери вӑйсене хурлаҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сирӗн хушшӑра хӑш-пӗр йӗркесӗр ҫынсем пырса кӗчӗҫ, вӗсем айӑпа юлмаллине авалах палӑртса хунӑ, вӗсем хӑйсен аскӑнлӑхне тӳрре кӑларасшӑн Туррӑмӑр тивлечӗ ҫинчен урлӑ-пирлӗ ӑнлантараҫҫӗ, пӗртен-пӗр Патша Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӑрахса пурӑнаҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пуринчен ытла ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче хӑйсен ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн ҫӳрекен намӑссӑр мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ те 4. ҫапла калӗҫ: «Вӑл килме пулнӑччӗ — ӑҫта Вӑл?
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Ҫапла ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа сӑваплисене асапран хӑтармаллине, йӗркесӗррисене — уйрӑмах ӳт кӗлени хыҫҫӑн ҫӳрекенсене, пуҫлӑхсене кураймасӑр тӑракансене, чӑрсӑррисене, хӑйсен ирӗкӗпе пурӑнса ҫӳлти вӑйсене хурлама та хӑраманнисене — хаса памашкӑн сут кунӗ валли упрамаллине пӗлет.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ ирӗкӗпе хӗн куракансем, ырӑ ӗҫ туса тӑрса, хӑйсен чунне Пурне те Пултаракан аллине паччӑр, Вӑл — шанчӑклӑ.19. Итак страждущие по воле Божией да предадут Ему, как верному Создателю, души свои, делая добро.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл тата ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 26. «Тивӗҫлипе хисеплӗ Феликс прокуратора Клавдий Лисий савӑнӑҫ сунать. 27. Ҫак ҫынна иудейсем тытса вӗлермеллех тапӑннӑччӗ; вӑл Рим халӑхӗн ҫынни иккенне пӗлсе, эпӗ салтаксемпе пытӑм та ӑна хӑтартӑм. 28. Унтан, ӑна мӗншӗн айӑпланине пӗлесшӗн, ӑна вӗсен синедрионне илсе пытӑм. 29. Вара пӗлтӗм: ӑна вӗсем хӑйсен саккунӗ тӗлӗшӗпе тавлашакан сӑмахсем пирки айӑплаҫҫӗ-мӗн, вӗлермешкӗн е сӑнчӑрламашкӑн унӑн нимӗнле айӑп та ҫук. 30. Ман патӑма иудейсем ӑна хирӗҫ каварлашнӑ текен хыпар ҫитрӗ те, эпӗ ӑна хӑвӑртрах сан патна ӑсатрӑм, ӑна айӑплакансене те ун ҫинчен сан умӑнта калама хушрӑм. Сывӑ пул».
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Асам туса пурӑнакансем те нумайӑшӗ хӑйсен кӗнекисене пухса пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ; ҫав кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ та — вӗсем аллӑ пин драхма тӑнӑ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.