Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1,7 пин контейнер юсанӑ, ачасем вылямалли 1,7 пин площадкӑна капӑрлатнӑ, 67,5 пин тӑваткал метр ҫуртсен фасачӗ, урамри 54 пин электричество юпине сӑрланӑ.

Отремонтировали 1,7 тысяч контейнеров, украсили 1,7 тысяч детских игровых площадок, покрасили 67,5 тысяч квадратных метров домовых фасадов, 54 тысячи уличных электрических столбов.

Таса хуласем // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Нумай та пулмасть Дима Ярославль хулинче иртнӗ Раҫҫейри Ҫамрӑксен VI Дельфи вӑййисенчен пысӑк ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗ – «Кларнет» номинацире (10-16 ҫулти ачасем хушшинче) пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ.

Недавно Дима вернулся из Ярославля с победой в Российской Молодежной VI Дельфийской игре - в номинации "Кларнет" (среди 10-16 летних детей) занял первое место.

«Анне юратӑвне туйса ҫӗнтеретӗп» // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Аслӑрах ҫулсенчи ачасем концерт кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ачасем ҫак уявсене хаваспа хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пултаруллӑ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ташӑ вӗренме хатӗр хӗр ачасем пур, костюмӗсене те тупма пулать (шкул директорӗ О.Н. Мартынова ҫамрӑк артистсене яланах пулӑшма хатӗр, кашни ташӑ валли ҫӗнӗ костюм ҫӗлеттерме тӑрӑшать).

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ачасем аслисен тимсӗрлӗхне, явапсӑрлӑхне пула шыва кӗреҫҫӗ пулсан аслисем ытларах чухне «ҫуттине» ӑша янӑ хыҫҫӑн «ишекенсем» пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Райадминистрацин ятарлӑ программӑсен пайӗн информацийӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне районта 4-ӑн путса вилнӗ, вӗсен йышӗнче – ачасем те.

По информации специальных программ райадминистрации, на сегодняшний день в районе утонуло четверо, в том числе и дети.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ачасем те вӑй виҫрӗҫ ҫак кун, вӗсем ҫулнӑ курӑка алӑсемпе пухса пӗчӗк купасем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ватӑсемпе кӗҫӗнрех ачасем утта тавӑрса типӗтессипе, купасем тӑвассипе тимленӗ, ватӑрах хӗрарӑмсем пурин валли те апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

12 ҫултан иртнӗ ачасем валли ятарласа пӗчӗкреххисене, ҫӑмӑлраххисене хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Сухапуҫпа уйра ӗҫ пуҫларӗҫ, ачасем – «тихасем» – юнашар сиккелесе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Вӗсем тӑрӑшнипех ҫывӑх тӑванӗсене ҫухатнӑ ачасем пурнӑҫра чи хаклине – ҫемье ӑшшине – тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Тӑлӑх тата ашшӗ-амӑш хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ ачасем ҫемье ӑшшине туймасӑр пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Алена Игоревна каланӑ тӑрӑх, хуларисемпе танах ялти ачасем те хӑтлӑ шкулсенче вӗренмелле.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Асӑннӑ мероприятие ирттерме Сыпайкасси шкул коллективӗ, ялти общественность тата ачасем самай вӑй хунӑ.

В проведение упомятого мероприятия вложили не мало сил коллектив Сыбайкасинской школы, деревенская общественность и дети.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ачасем ҫуллахи каникула усӑллӑ ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Кӳкеҫри «Крепыш» ача садӗнчи «Солнышко» ушкӑна ҫӳрекен ачасем те уҫӑлма тухсан Л. Степанова воспитательпе пӗрле гуашьпа, сарлака киҫтӗксемпе, обой татӑкӗсемпе усӑ курса асамат кӗперӗ ӳкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӳпери тӗрлӗ тӗс // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Унта арҫын ачасем валли приют пур иккен.

Оказывается, там для трудных мальчиков есть приют.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Валерий Николаевич Мускава ӗҫлеме ҫӳренӗрен, килте час-час пулманран, ачасем унсӑр тунсӑхлаҫҫӗ, ӑна пурте кӗтеҫҫӗ.

Из-за того, что Валерий Николаевич работает в Москве, и в доме бывает редко, дети скучают по нему, все его ждут.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Усрава илнӗ мӑшӑрӑн тӑрӑшулӑхӗпе юратӑвне пула ачасем шкулта йӗркелекен кашни пултарулӑх мероприяти-конкурсне хутшӑнаҫҫӗ.

Благодаря усердию опекаемых супругов, дети участвуют во всех мероприятиях-конкурсах, проводимых в школе.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех