Шырав
Шырав ĕçĕ:
Командӑн пӗчӗк пайӗ кӑна хӑй хыҫҫӑн пынине курса тата тытӑҫас-мӗн пулсан, казаксем пур пӗр хӑйсене ҫӗнтерессе ӑнланса, Подтелков ним шарламасӑр затвора винтовкӑран кӑларса ывӑтрӗ, унтан сӳрӗккӗн карттусӗпе сулчӗ:
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Инҫетри тата ҫывӑхри хуторсем, пӗчӗк ялсем курӑнаҫҫӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тен, ман пӗчӗк ывӑлӑм утса ҫӳрӗ, халӗ ҫукки… —
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Каҫпа Бунчук, хӑйӗн лӑп кӑна вырнаҫнӑ ӑпӑр-тапӑр япалисене шалпар салтак хутаҫҫипе йӑтса, хула хӗрринчи пӗчӗк урама, Аннӑсен килне пырса кӗчӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пӗрлешме май килмесен вара, пирӗн, Кавказ тӑвӗсем патне ҫитсе, ҫара пӗчӗк отрядсем ҫине вакласа яма май пур.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унта делегатсен пӗчӗк пайӗ ҫеҫ — пуринчен ытла кӑнтӑр округсене кӗрекен анат тӑрӑхри станицӑсен представителӗсем пуҫтарӑннӑ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пӗчӗк ачах мӗн эсӗ! — ҫухӑрнӑ пек каласа ячӗ хӗр.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Телеграммӑсен пӗчӗк купине сарлака та шурӑ ал тупанӗпе типтерлӗн шӑлса тӳрлетет те, тӑртаннӑ, кӑвакарса тӗссӗрленнӗ куҫ хупаххисене ҫӗклемесӗр, ӑша кайнӑ сасӑпа калаҫма пуҫлать:
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Чисти пӗчӗк ачах… тупнӑ вӑйӑ, — мӑкӑртатса илчӗ Ильинична.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Петро, пӗчӗк ачасемшӗн каҫсах каяканскер, Мишаткӑна ҫитерсе аппаланчӗ; выляса, унӑн пичӗпе сӑмсине турӑхпа сӗре-сӗре вараларӗ.Петро, крепко любивший детишек, кормил Мишатку; балуясь, мазал ему кислым молоком щеки и нос.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чӗлхине пӗчӗк ача пек кӑларса янӑ Петро ҫине Григорий тӗкӗр витӗр пӑхса тӑчӗ.Григорий видел в зеркало, как Петро, по-детски высунув на сторону язык, водит бритвой.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑй вӑл пӗчӗк ача пек ҫухӑрса кӑшкӑрчӗ, чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ, унтан месерле ӳкрӗ, пуҫне юр ҫивчӗ йӑвалантарса тапаланчӗ; унӑн юнпа тулнӑ куҫӗсем тата пӗр вӗҫӗмсӗр кӑшкӑрнипе карса пӑрахнӑ ҫӑварӗ ҫеҫ палӑракан пулчӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тавра курӑм хӗрринчех, кунтан питӗ пӗчӗк пек палӑрса, юлан утсӑр урхамах сиктерсе пырать.На самом лезвии горизонта скакала, казавшаяся отсюда крохотной, лошадь без всадника.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Донревкомӑн сахалланса юлнӑ пӗчӗк отрячӗсем, ҫуррине яхӑн хухнӑ сотньӑсем, поездсем ҫине йӗркесӗррӗн тиенеҫҫӗ, ал айӗнче кирлӗ пулман йывӑр япаласене пӑраха-пӑраха хӑварса, поход йӗрмипе хуларан тухса каяҫҫӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казак чаҫӗсен питӗ пӗчӗк пайӗн представителӗ кӑна пулса тӑракан Ҫарпа революци комитечӗ мӗн пур чаҫсен, ҫитменнине тата пӗтӗм казаксен ячӗпе требованисем лартма пултараймасть.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
44-мӗш полк делегачӗ, сайра кӑна пӗчӗк сухалне хыпашлакаласа, сӑмаха малалла тӑсрӗ:Вновь, потрагивая сибирьковую бородку, тянул делегат 44-го полка:
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Митрий патне-ха, хайхи, пӗр пӗчӗк ӗҫ пур.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсем, хӑйсен хура пальтовӗсене кӗркуннехи пылчӑкпа лапӑртаса, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре шуса кайса выртаҫҫӗ: хӑшӗ-пӗрисем, пуҫӗсене ҫӗклесе, шуррисен инҫетрен пӗчӗк пек курӑнакан кӗлеткисем сапаланса куҫнине сӑнаҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Абрамсонпа тӗл пулса калаҫнипе кӑмӑлӗ тулнӑ Бунчук унӑн инҫетри Таганрог урамӗ вӗҫӗнчи хваттерне ҫитрӗ те кӗнекесем хурса тултарнӑ пӗчӗк пӳлӗмре канса ларчӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫирӗ, Абрамсон ҫырӑвне хваттер хуҫи-хӗрарӑма парса, кравать ҫине выртрӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бунчук ӑна, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анма пуҫланӑскерне, чупса пырса тытрӗ те пӗркеленсе пӗтнӗ пӗчӗк питӗнчен, хӑраса ӳкнипе тата ӑсран кайса хӗпӗртенипе тӗксӗммӗн ҫуталса пӑхакан куҫӗсенчен чуп турӗ, куҫӗсене вӑйсӑррӑн та хӑвӑрт сиктерсе мӑчлаттарчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.