Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялти (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те Христоса йышӑнманшӑн самаях хӗсӗрленӗрен, хӑйсем те хаярланса кайнӑ вӗсем, ялти ытти ҫынсемпе танлаштарсан, чылай хӑюллӑрах, харсӑртарах.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла вара пирӗн ялти юлташлӑх чӑннипе арканса каяс вӗҫне ҫитрӗ, мӗншӗн тесен эпир халӗ нимӗнле станок та, нимӗнле машин та туянаймастпӑр, апла-тӑк ӗҫе те социализмла меслетпе йӗркелесе яраймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑҫалхи август пуҫламӑшӗнче, ҫӗр варринчех, темле хурахсем ялти ялхуҫалӑх юлташлӑхӗн кассине ҫаратнӑ, ултҫӗр тенкӗ укҫана пӗтӗмпех илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, ун чухне Калюков хураха тухман-ҫке, чип-чипер йӗркеллӗ ҫын, ялти ятлӑ ҫын ывӑлӗ шутланнӑ, — сӑмах хушрӗ Васильев.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялти пекех, Ванькка тесшӗнччӗ те, ку ҫынсем умӗнче ӗлккенрех курӑнсан аванрах-тем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫав сирӗн ялти юлташлӑх правленийӗ укҫа ӑҫта тытать-ши?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темшӗн-ҫке, Мӗтри ялти ялхуҫалӑх юлташлӑхӗпе хытӑ кӑсӑкланчӗ: миҫе ҫын унта, ҫӗрӗ мӗн чухлӗ, патшалӑх еплерех пулӑшать, укҫи-тенки кассӑра чылай-и — пурне те, пурне те ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, ун чухнех Сӑпани ашшӗпе амӑшне те хурахсене пулӑшса пурӑннӑшӑн ялти ҫӗрме пуянсемпе Кашкӑрсемпе пӗрле тытса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах ялти каччӑсенчсн вӑл ун чухнех уйрӑлса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Усрав вӑрманӗпе масар хушшинчен иртсен ялти юлташлӑх уйӗ пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку вӑл ялти юлташлӑха ҫаратасси мар, Йӗпреҫре унта, ху пӗлен, халлӗхе уес центрӗ, милици, осоавиахим отрячӗ тата ытти те пур…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялти чи пуян Апликан Хӗлипӗ те — тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! — халӗ унпа танлашаймӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах тӳрӗ чунпа ӗҫлесе мул пухасшӑнччӗ, ялти чи пуян ҫынсенчен ирттересшӗнччӗ, чи хисеплӗ ҫынсенчен пӗри пуласшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялти ҫынсенчен Калюковпа кам ҫыхӑнма пултарас пирки Шиков та уҫҫӑн калаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл та, паллах, уйрӑм ҫыннӑн мар, ялти ялхуҫалӑх юлташлӑхӗн пулма кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑлӑх ӳснӗ Хӗлимун ялти ҫӗрме пуян Кашкӑр Микули ывӑлӗ Алюш вырӑнне яппун вӑрҫине кайса нушаланнӑ вӑхӑтра ҫав Алюшӗ шӑпах вӑйпа качча илнӗ ӑна, вара мӗскӗн хӗрарӑм тӳсеймерӗ, Хӗлимун таврӑнсан-ха, пӗвене сиксе вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Начальник заместителӗ Демин вара пултаруллӑ ҫын, оперативлӑ лару-тӑрӑва лайӑх курса тӑрать, Аслӑ Каҫалран тинтерех куҫса килнӗ пулин те, кашни ялти активистсене тата совет саккунӗсене юратсах кайман граждансене ятран пӗлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

…Ҫапла йӗркеленсе кайрӗ ялти ҫӗрӗҫ кооперативӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах Матвисен килне Кӗсен Петти ывӑлӗ Мишша, ҫатӑлти ашшӗ пек мар чӗмсӗр те лӑпкӑ ҫамрӑк (Телегин унчченрех вӑл Тарьене кӑмӑлланине сиснӗччӗ-ха), каярах Кӗсен Петти хӑй те (тахҫан вӑл Кашкӑр Микули ҫумӗнчен хӑпма пӗлместчӗ, лешне тытса кайсан, ӑна-кӑна тавҫӑрса илчӗ курӑнать те, мул хуҫисемпе халлӗхе ҫыхланмасть-ха), Кӑртти Йӑванӗ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫынсӑр юлнӑ кил хуҫи хӗрарӑмсем тата ялти активист, вулӗҫтӑвком членӗ Шикки Ваҫҫи килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр шутласан, ӗненес те килмест: Ваньккапа пӗр класа ҫӳренӗ хӗрача — ялти чи чухӑн ҫын ачи — халӗ хӑй хутла вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех