Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлпа (тĕпĕ: кӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Асту, Фроська, ку вӑйӑ сана ырӑ тумасть акӑ! — тӳрӗ кӑмӑлпа асӑрхаттарчӗ Фроськӑна Петр.

— Смотри, Фроська, доиграешься ты! — честно предупредил он.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫиелтен пӑхсан, вӑл Валентина сӑмахне шанманнине нимӗн те палӑртман, унӑн кӑтартӑвӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑ…

Внешне он ничем не проявлял недоверия к ее словам и честно выполнял указания…

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ун ҫине пурте ӑшӑ кӑмӑлпа хисеплесе пӑхаҫҫӗ: колхоз ҫӗрӗ, колхоз тырпулӗ, колхоз телейӗ — пурте унтан килет.

На нее смотрели с особой лаской: в ее руки поступали колхозная земля, колхозный урожай, колхозное счастье.

3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ халӗ сирӗнпе ырӑ кӑмӑлпа калаҫатӑп, трактора суха кассине ярсан, эсир манран ырӑ сӑмахсем илтес ҫук!

Я сейчас с вами по добру разговариваю, а как пущу трактор в борозду, так вы от меня не ждите добрых слов!

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Андрей кулма чарӑнчӗ, хӑй уйрӑмах ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхакан Малышко ҫине тӗллесе кӑтартрӗ:

Андрей перестал смеяться и указал на Малышко, к которому относился с особой нежностью:

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кузовра аран-аран вырнаҫкаласа ларса, вӑл пӗрре ыйхӑлакаларӗ, тепре ырӑ кӑмӑлпа шухӑша кайса хӑйне ҫапла шутласа лӑплантарчӗ:

Кое-как примостившись в кузове, он то дремал, то думал с тем простодушным самодовольством, которым часто грешил:

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ӑна валли Валентина Угреньтен резина автан илсе килсен, Дуняшка пуҫне чалӑштарса автана пур енчен те пӑхса ҫаврӑнчӗ, вара Авдотья сассипе ҫемҫе кӑмӑлпа ҫапла персе ячӗ:

Когда Валентина привезла ей из Угреня резинового петуха, Дуняшка склонила голову набок, осмотрела петуха со всех сторон и Авдотьиным голосом снисходительно изрекла:

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Чӗрери ҫут шухӑшсемпе савӑнӑҫсӑрах, телей пулассине шанмасӑрах, анчах пур енӗпе те упӑшки шутланӑ майлӑ пулса, мӗн кирлине пурне те ҫӗнӗрен тӑвас кӑмӑлпа таврӑннӑ пулӗччӗ вӑл.

Она вернулась бы без света и радости в сердце, без уверенности в счастье, но с желанием во всем итти навстречу мужу и все создать заново.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак кун ҫулпуҫӑн сӑн-питне вӑл ҫав тери аван курчӗ, вара ӑна ҫав сӑн-пит ҫапла каларӗ: «Чыслӑ пурӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫле, вара пурте лайӑх пулӗ».

В этот день она по-своему, по-особенному увидела лицо вождя, и оно сказало ей: «Живи по чести, работай по совести, и все будет хорошо».

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эсӗ пӗтӗмпех ӑнлансан, эсӗ мана ырӑ кӑмӑлпа, ӑшӑ сӑмахпа пулӑшсан, хамра эпӗ ҫакна ҫӗнтерме пултарӑттӑмччӗ.

Я бы это в себе переборола, если б ты понял все, если бы ты помог мне добрым сердцем, ласковым словом.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Колхозниксем ӑна яштака кӗлеткеллӗ, мӑнаҫлӑ пулнине, хура куҫсемпе уйрӑммӑнах ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхнине курма хӑнӑхнӑ та, халӗ вӑл сасартӑк йӳтесе кайни пурне те тӗлӗнтерчӗ.

Колхозники привыкли видеть его статным, величественным, с особым выражением важной благожелательности в черных глазах, и теперь всех поразило его внезапное одряхление.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫакӑн пек шиклӗхсӗр пулнипе, хӑйӗн ыранхи кунӗ ҫине шанса тӑнипе тата ачаранпах усал пулманнипе йӑвашшӑн та ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхнӑ вӑл Конопатовсем ҫине.

От этого бесстрашия, уверенности в своем завтрашнем дне и природной незлобивости шло ее мирадюбие и добродушное отношение к Конопатовым.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ашшӗ пичӗ ҫинчи ырӑ кӑмӑлпа хӑйне хӑй пысӑка хурассин паллине шывпа ҫуса тасатнӑ пекех пулчӗ…

Выражение благожелательства и превосходства как водой смыло с отцовского лица…

9. Хуратул икерчисем // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотья уншӑн тӑрӑшнӑ, ун ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхнӑ, анчах кун пек тӑрӑшнинче хальчченхи пек ӑшӑлӑх пулман, арӑмӗ ун умӗнче юри ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшнӑ пек туйӑннӑ, ҫавӑнпа Василий унпа савӑнман.

Авдотья была заботлива к нему и ласкова с ним, но в этих заботах не было прежней теплоты, и ласковость жены казалась ему нарочитой и не радовала его.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Колхозри комсомолецсене Татьяна илсе килчӗ, мӗнпур ҫӗнӗ япалана ырӑ та уҫӑ кӑмӑлпа кӗтсе илекен Авдотья та, пурне те пӗлме тӑрӑшакан, халӑхпа пӗрле пулма юратакан Василиса асанне те, ваттисен хисеплӗ представителӗ пулса Матвеич та, юлташӗсемпе пӗрле Петр та килчӗ, чӗннисем пурте килчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн, комсомолецсен ырӑ ӗҫӗпе интересленсе, чӗнменнисем те килме пуҫларӗҫ.

Пришли колхозные комсомольцы с веселой Татьяной во главе, пришла доброжелательная и отзывчивая на все новое Авдотья, явилась любопытная, общительная бабушка Василиса, пришел Матвеевич в качестве почетного представителя старшего поколения, пришел Петр с товарищами, пришли все званые, а за ними потянулись и незваные, заинтересованные необычайной затеей комсомольцев.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫынсем те халӗ ун ҫине хальчченхинчен чӗререх, яланхи пек мар ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхаҫҫӗ.

Люди были оживленней, чем обычно, с непривычной теплотой смотрели на него.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Туй хыҫҫӑн пӗр уйӑх иртсен, ҫамрӑк арӑмӗ куҫҫуль юхтарнине пӑхмасӑр, вӑл турткаланса тӑмасӑрах, кая юлнӑ колхоза килчӗ, гидростанцире тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫлеме пуҫларӗ, хӑйне вӑл ӗҫе пуҫарса пыракан тесе шутлать.

Через месяц после свадьбы, несмотря на слезы молодой жены, он беспрекословно приехал в отстающий колхоз, честно и старательно работал на гидростанции и был в своих собственных глазах чем-то вроде подвижника.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫав плана вӑл, ҫав тери пысӑк кӑмӑлпа туса хатӗрлесе, правленире аран-аран ҫирӗплеттернӗччӗ.

Этот план он с такой любовью разрабатывал и с таким трудом проводил на правлении.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унтан, ҫак тӗттӗм кӗтесри колхоз председателӗпе калаҫса пуҫа ватас мар тесе пулмалла, Травницкий пӑрӑнса кайрӗ, пӳлӗм тӑрӑх паҫӑрхи пекех, начальникла, тирпейсӗр пусӑмпа утса ҫаврӑнчӗ те ӑшӑрах кӑмӑлпа калаҫма пуҫларӗ:

Потом, видимо, решив, что председатель захолустного колхоза не стоит размышлений, Травницкий отвернулся, прошелся по комнате прежней начальственной, небрежной поступью и сказал более милостиво:

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑй тӑвасах тесе шутламасан та, Авдотья нимӗне те япӑх, тӳрӗ кӑмӑлпа мар, тирпейсӗррӗн тума пултарайман пулӗччӗ.

Казалось даже, если бы она захотела, то не смогла бы ничего делать плохо, недобросовестно, небрежно.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех