Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

малтан сăмах пирĕн базăра пур.
малтан (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Ну, кил-ха, хайхи тӑлӑпа хамӑр малтан килӗшсе хунӑ пек пайлар».

— «Ну, давай по уговору делить тулуп».

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑн пек пулса тухать те ӗнтӗ: эпӗ чи малтан каласанах — декретнӑй чиновник тата автор иккен, эпӗ колхозниксене куҫран ӳкерсе тивӗҫсӗре кӑларнӑ тата эпӗ сылтӑм оппортунистсем ҫине шыв ярса тултарнӑ, вӗсен арманне ӗҫе ярса авӑрттарнӑ пулать.

Вот и выходит, что я перво-наперво — декретный чиновник и автор, что я развенчал колхозников и что я воды налил на правых оппортунистов, пустил в ход ихнюю мельницу.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, халӗ ӗнтӗ колхозсем ҫӗршӗннӗ кӗпе-тумтир ҫӗвӗрен кайнӑ пекех саланса каяҫҫӗ! — хӑй епле шухӑшланине никамран малтан каласа пачӗ савӑнса ӳкнӗ Банник.

— Ну, теперь полезут колхозы по швам, как прелая одежина! — первым высказал догадку торжествующий Банник.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Суламифь бассейна кӗрес умӗн ҫамрӑк хӗрарӑм-тарҫӑсем унта малтан ароматлӑ шевексен хутӑшӗсене янӑ, ҫавсене пула шыв шуралса, кӑвакланса кайнӑ та сӗт тӗслӗ опал йӑлтӑрккисемпе ҫиҫсе выляма пуҫланӑ.

Перед тем как войти Суламифи в бассейн, молодые прислужницы влили в него ароматные составы, и вода от них побелела, поголубела и заиграла переливами молочного опала.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тӑвакан трактор заводне /малтан ячӗ ҫаплаччӗ/ Чичикин пычӗ, — аса илчӗ ҫав ҫул цех пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ Иван Долгушин.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех