Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑр сăмах пирĕн базăра пур.
йывӑр (тĕпĕ: йывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Счет ҫине кӗнӗ кӗмӗле районти шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсен пурлӑх базине ҫирӗплетме, йывӑр шӑпаллӑ ҫемьесене пулӑшма, спорт тумӗсене туянма тата ытти сӑлтавпа та усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӑл хӗрачана йывӑр ӗҫре курнӑ, Вӑрнарти ялхуҫалӑх шкулне вӗренме кайма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кӑпӑшка юр ҫинче ҫакна тӳрех пӗлме йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пӗрремӗшӗнчен, алӑ ӗҫӗ - йывӑр ӗҫ, ҫынна хӑратса-ирӗксӗрлесе ӗҫлеттереймӗн; иккӗмӗшӗнчен, кӗреҫепе-сенӗкпе кӑна ӗҫленин тухӑҫӗ ытла та пӗчӗк.

Куҫарса пулӑш

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Ӑнланатпӑр-ха, бюджетра хальлӗхе укҫа ҫителӗксӗр. Ҫапах ӗненӗве ҫухатмастпӑр, йывӑр вӑхӑт иртетех. Ун чухне пирӗн ыйтусене татса пама пултарӗҫ», - тет Юрий Ефимович.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Йывӑр тесе нӑйкӑшмаҫҫӗ.

На трудности не жалуются.

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Н.Мордвинов 1966 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче йывӑр чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

26-го января 1966 года Н.Мордвинов из-за тяжелой болезни ушел из жизни.

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Йывӑр хуйхӑра та пӗр-пӗрне ӑнланма, пулӑшма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

ГЛПС (геморрагическая лихорадка с почечным синдромом) е шӑши чире йывӑр чирсен шутне кӗрет.

ГЛПС (геморрагическая лихорадка с почечным синдромом) или мышиная лихорадка входит в число тяжелых заболеваний.

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Ялта тӗпленни вара пушшех те йывӑр ӗҫ пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

«Ку питӗ меллӗ тата хӑтлӑ. Пирӗн патра центра ҫитме йывӑр ялсем те ҫук мар», – тенӗ Дмитрий Медведев ҫакӑн йышши мобильлӗ пулӑшуҫа пуҫласа курнине пытармасӑр.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Училищӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ маншӑн уйрӑмах йывӑр пулчӗ: нота пӗлместӗп, эстрада артисчӗ тумаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Сӑмах легендӑна кӗрсе юлнӑ, йывӑр аманса икӗ урине те татнӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗнче тепӗр хут хӑнӑху илнӗ Алексей Петрович Маресьев ҫинчен пынине вулакан тавҫӑрчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Шел те, йывӑр чире пула Вячеслав Максимович иртнӗ ҫул пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ.

К сожалению, из-за тяжелой болезни Вячеслав Максимович в прошлом году ушел от нас навсегда.

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Экономика тӗлӗшӗнчен йывӑр ҫак вӑхӑтра, 1990 ҫулта, пирӗн республикӑри физкультурӑпа спорт отрасльне Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ СССР спорт мастерӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн комсомол тата парти организацийӗсенче ӗҫлесе пиҫӗхнӗ вӑйлӑ та тӑрӑшуллӑ, тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ Вячеслав Краснов ертсе пыма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Ку производствӑн конкурентлӑхӗ пысӑккине ҫӗршыв ертӳлӗхӗ аван ӑнланать, вӑл вакун, строительство, йывӑр техникӑн чи лайӑх тӗсӗсене кӑларма пултарасса шанать.

Куҫарса пулӑш

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Пурте пӗрле, ҫине тӑрса ӗҫлесе, хамӑрӑн вӑя шанса, обществӑри пӗрлӗхе тата ҫирӗплӗхе упраса, йывӑр вӑхӑтра пӗрне-пӗри пулӑшса эпир Чӑваш Енӗн кашни ҫемйишӗн, кашни ҫыннишӗн тата тулӑхрах, тӑнӑҫ пурнӑҫ тума пултаратпӑр.

Упорно трудясь, опираясь на собственные ресурсы, сохраняя единство и стабильность в обществе, поддерживая друг друга, мы обязательно добьемся благополучия для каждой семьи Чувашии, для каждого ее жителя!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Украинӑра тата унччен Совет Союзӗн йышне кӗнӗ ытти республикӑра пулса иртекен ӗҫсене курма питех те йывӑр, унта паян ҫар мухтавӗн палӑкӗсене чысран кӑлараҫҫӗ.

Горько видеть происходящее на Украине и в некоторых других бывших республиках Советского Союза, где сегодня оскверняются памятники воинской славы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

2014 ҫул пӗтӗм ҫӗршывшӑн пекех пирӗн республикӑшӑн та йывӑр ҫул пулчӗ.

Как и для всей страны, 2014 год был для нашей республики трудным.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫак йывӑр вӑхӑтра никам та хӑраса ӳксе ҫухалса каймарӗ.

В это сложное время никто не поддался панике.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех