Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхӑну сăмах пирĕн базăра пур.
ҫыхӑну (тĕпĕ: ҫыхӑну) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуралнӑ ялне час-часах килсе ҫӳретчӗ, унпа тачӑ ҫыхӑну тытаттӑмӑр.

Часто приходил в родную деревню, держали с ним тесную связь.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Церемоние Федерацин патшалӑх статистика службин ертӳҫи Александр Суринов, Федераци ҫыхӑну агентствин пуҫлӑхӗ Олег Духовницкий тата РФ ял хуҫалӑх министрӗн заместителӗ Елена Астраханцева хутшӑннӑ.

В церемонии приняли участие руководитель Федеральной службы государственной статистики Александр Суринов, руководительерального агентства связи Олег Духовницкий и заместитель Министра сельского хозяйства Российской Федерации Елена Астраханцева.

Почта маркине ҫырава халалланӑ // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Раҫҫейри травматолог-ортопедсен ассоциацийӗн членӗ Александр Григорьев чӗркуҫҫи шӑммин аманнӑ ҫыхӑну аппаратне кӗске тапхӑртах тӳрлетме уйрӑм методика шухӑшласа кӑларнӑ, хаҫатсемпе журналсем валли статьясем ҫырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Эпӗ, унти «Искорка» ача-пӑча журналӗпе ҫыхӑну тытаканскер, паллах, кӗрсе тухмасӑр чӑтаймарӑм.

Я, конечно, не мог не зайти в детский журнал «Искорка», с которым держала связь.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫавӑн пекех партизансен пӗрлешӗвӗсем фашистсен салтакӗсене, техникине, паллӑ объекчӗсене пӗтерес, тылри ӗҫ-хӗле арпаштарас, ҫыхӑну линийӗсене татас тата ытти задачӑсене пурнӑҫлас тӗллевпе тӑшман тылӗнче рейдсем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Мӗншӗн тесен пӗрисемшӗн гражданла пурӑнни чӑн-чӑн мӑшӑрланупа тан, вӗсем ҫакӑнта нимӗнле уйрӑмлӑх та курмаҫҫӗ, теприсемшӗн вӑл – туйӑмсен хӑватне, тасалӑхне тӗрӗслеме паракан май, виҫҫӗмӗшӗсемшӗн гражданла мӑшӑрлану – питӗ меллӗ, сахал яваплӑхлӑ, ирӗклӗ ҫыхӑну.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

«Суварӑн» ятарлӑ ҫырӑнтару акцийӗнче вара вырӑнти почта ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗпе Н.Шатуновӑпа Сиктӗрме ялӗн почтальонки М.Крылова ҫырӑнса тӗслӗх кӑтартрӗҫ.

Во время специальной подписной акции "Сувара" начальник местного почтового отделения Н.Шатунова и почтальонка деревни Сиктерме М.Крылова подписавшись показали пример.

Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ мероприятие ирттермешкӗн инструкторсен 95 участокне йӗркеленӗ, вӗсене пӳлӗмсемпе, сӗтел-пуканпа, ҫыхӑну хатӗрӗпе, техникӑпа тивӗҫтернӗ, Ҫырава 563 ҫыруҫӑ хутшӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ҫакнашал ҫыхӑну пурри аван, анчах, икӗ уйӑх каялла кӑна ректор должноҫне тулли правӑпа /аслӑ шкул ертӳҫине палӑртмалли суйлавра Андрей Евгеньевич ытти кандидатсенчен чылай нумайрах сасӑ /94 %/ пухса ҫӗнтерчӗ/ йышӑннӑ Андрей Макушев малашнехи хутшӑнусем информаципе ылмашӑнни ҫинче кӑна никӗсленмессе, пирӗн пӗрлехи социаллӑ проектсем «пиҫсе тухасса» шанать.

Куҫарса пулӑш

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ача чухне нумай вулани, шкулта вӗреннӗ чухне хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытни илсе ҫитерчӗ-тӗр ҫак ҫул ҫине.

Наверно, чтение множества книг в детстве, поддержка связи с газетами-журналами в школьные годы и привело к этой дороге.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ача чухне нумай вулани, шкулта вӗреннӗ чухне хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытни илсе ҫитерчӗ-тӗр ҫак ҫул ҫине.

Скорее всего, на этот путь привело то, что в детстве много читала, в школьные годы поддерживала отношения с газетами и журналами.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ҫак ҫыхӑну тӗрлӗрен пулать: телейлӗ, йывӑр...

Эта связь бывает разной: счастливой, тяжелой...

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Амӑшӗ, Татьяна Николаевна, малтан Мучикассинчи ҫыхӑну уйрӑмӗнче почтальонра вӑй хунӑ, халӗ «Нива» хуҫалӑхра ӗҫлет, ҫав хушӑрах килти хушма хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх чылай тытать.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Ҫавна май палата ку енӗпе Шупашкарти коопераци институчӗпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлет — пултаруллӑ, ҫирӗп пӗлӳллӗ юристсем адвокатсен ретне тӑма пултараҫҫӗ.

С этой стороны Палата держит тесную связь с Чебоксарским кооперативным институтом — талантливые, с глубокими знаниями юристы готовы пополнить ряды адвокатов.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Унтан Юрий Жуков композиторпа ҫыхӑну тытма пуҫларӑмӑр.

Потом мы начали работать совместно Юрием Жуковым.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Икӗ ҫул ҫыхӑну йӗркелерӗмӗр, кӑҫал ҫӗнӗ телеканал уҫрӑмӑр.

В течении двух лет налаживали связи, а в этом году открыли новый телеканал.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫак ҫыхӑну Беларуҫри Раиса Прохорова тата Чӑваш Енри Любовь Миронова вӗрентекенсем тӑрӑшнипе пулса пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Канашлура сӑмах илнисем хими промышленноҫне пулӑшас тӗллевлӗ ҫул-йӗрсем ҫинчен каласа панӑ, производство хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе надзор органӗсемпе ҫирӗп ҫыхӑну йӗркелемеллине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ку енӗпе химиксем республика Правительствипе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградри “Химпром” пире кирлӗ-и? // К.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӑл санитарипе гигиена тӗлӗшпе тивӗҫтермелле, унта сӗтел-пукан, ҫутӑ, пушар сӳнтермелли хатӗр, ҫыхӑну, хурал пулмалла, транспорт ҫирӗплетмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех