Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йӑлтӑртатса (тĕпĕ: йӑлтӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килкартине пӗрре тухса ҫаврӑнчӗ те темӗн те пӗр туса хучӗ — пӗтӗмпех йӑлтӑртатса кӑна тӑрать.

Прошелся по двору, поколдовал — и все кругом блестит и сияет!

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑпӑш минтерсем ҫине аллисене сарса хурса, вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ, вара куҫне хупрӗ те, ҫав самантрах ӑна куҫкӗски умӗнче тӑракан Ирина курӑнчӗ: унӑн саланнӑ ҫӳҫӗсем ҫурӑмне шел тутӑр пек витнӗ, ҫӗкленнӗ чавси айӗнчен ачаш куҫӗсем йӑлтӑртатса пӑхаҫҫӗ.

Широко раскинув руки на подушках, он вздохнул, закрыл глаза и сразу же увидел Ирину, стоящую перед зеркалом, ее волосы, покрывавшие, как шалью, всю спину, поднятые локти и блеск ее ласковых глаз…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫивӗтне уҫнӑ май вӑл аллисене ҫӗклерӗ те чавси айӗнчен Сергей ҫине йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсемпе пӑхса илчӗ…

Расчесывая косу, она подняла над головой руки и из-под локтя посмотрела на Сергея своими быстрыми, ласковыми глазами…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина йӑл кулса илчӗ, унӑн тӗксӗм куҫӗсенче те куҫҫулӗ, те ҫумӑр тумламӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.

Она посмотрела на него, и в ее темных глазах заблестели не то слезы, не то капельки дождя.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергее вӑратакан пулмарӗ, хӑй вӑл час вӑранаймарӗ, куҫне уҫсан амӑшне курчӗ: вӑл ывӑлӗ ҫине пӑхса пӗшкӗнсе ларнӑ, ҫулҫӑсем витӗр сӑрхӑнакан хӗвел пайӑркисем унӑн пичӗ ҫине те, хулпуҫҫисем ҫине те, кӑкӑрӗ ҫине те ӳксе йӑлтӑртатса вылянӑ.

Сергея не будили, он проснулся поздно, открыл глаза и увидел мать: она склонилась к нему, и лучи солнца, пробиваясь сквозь листья, яркими бликами ложились на ее лицо, грудь, плечи.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл Сергей ҫумнерех ҫиҫсе ларчӗ, унӑн хура куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ, темле тӗлӗннӗ пек, хӑранӑ пек пулчӗ.

Она подсела ближе к Сергею, черные ее глаза заблестели.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗтлӗх витӗр йӑлтӑртатса, Кубань юхса выртать.

Невдалеке от дороги, поблескивая между кустарников, протекала Кубань.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Старшина Ҫемен Гончаренко лутрарах та сарлака хулпуҫҫиллӗ, яштака — ун пек ҫамрӑк ҫынсене кӗрнеклӗ теҫҫӗ; Сарӑ ҫын вӑл, куҫӗсем пысӑк та кӑн-кӑвак, — вӗсенче кӑвак пӗлӗт тӗсӗ ытлашши нумай; куҫхаршисем ҫинҫе те ҫав тери ҫутӑ, тӗксӗмрех кунсенче палӑрмаҫҫӗ те, хӗвеллӗ кун лӗпӗш ҫуначӗ пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Старшина Семен Гончаренко был роста невысокого, широкоплечий, — таких юношей обычно называют крепышами; чуб белесый, глаза большие и голубые-голубые, — даже слишком много в них этой небесной голубизны; брови узкие и такие белые, что в пасмурный день их почти не заметно, а в солнечный — они поблескивают, как крылышки бабочки.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— «Пурте епле тӑранса ҫитнӗскерсем, йӑлтӑртатса кӑна тӑраҫҫӗ.

«Сытые какие все, аж блестят.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӑлтӑртатса тӑракан мундирсен ушкӑнӗпе хаклӑ духисен хумӗ Григорий ҫине шӑвӑнса килет.

Толпа блестящих мундиров и густая волна дорогих духов надвигалась на Григория.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мускавра кашни утӑмрах кӗр ҫывхарни сисӗнет; бульварти йывӑҫсем ҫинче сарӑхса кайнӑ ҫулҫӑсем хунарсен ҫутинче шупка тӗспе вӗлтӗртетеҫҫӗ, сулхӑн ҫӗр ҫанҫурӑма ҫӳҫентерсе анаслаттарать, тротуар чулӗсем йӗпенсе ҫуталса выртаҫҫӗ, тӗпсӗр тӳперен кӗрхи ҫӑлтӑрсем ҫап-ҫуттӑн йӑлтӑртатса сиввӗн пӑхаҫҫӗ.

В Москве чувствовалась осень: на деревьях бульваров при свете фонарей блеклой желтизной отсвечивали листья, ночь дышала знобкой прохладой, мокро лоснились плиты тротуаров, и звезды на погожем небосклоне были ярки и холодны по-осеннему.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шупкалса кайнӑ хӗвел тӑлӑх арӑм хӑраххи кулса витлешкелет, нимпе вараламан сенкер тӳпе мӑнаҫлӑн йӑлтӑртатса куҫа шартарать.

По-вдовьему усмехалось обескровленное солнце, строгая девственная синева неба была отталкивающе чиста, горделива.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен симӗсрех-кӑвак мундирӗсем, симӗс калта тирӗ тӗслӗскерсем, йӑлтӑртатса пыракан шӗвӗр тӑрӑллӑ киверӗсем, пӗчӗк флагсем ҫакса янӑ сулкаланакан сӑнӑсем халӗ те ман куҫ умӗнчех.

Как сейчас, перед глазами встают их зеленовато-серые мундиры, окраски ящерицы-медянки, лоснящиеся раструбы киверов, пики, колыхающиеся, с флажками.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тыткӑнта пулин те, вӑл сухалӗсене тап-таса хырнӑ, яп-яка тумланнӑ, сарӑ сӑран перчеткисем йӑлтӑртатса кӑна тӑраҫҫӗ.

Даже в плену чисто выбрит, галантен, желтые краги лоснятся.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Номерте вӑл чӳрече умӗнче ларчӗ те, ун ҫӳҫ пайӑркийӗ ҫине карниз чӗнтӗрӗ витӗр хӗвел ӳксе йӑлтӑртатса тӑчӗ, Хӗрлӗ ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫсем.

Она сидела в номере у окошка, и солнце сквозь резьбу карниза стремительно падало на ее локон, волосы цвета червонного золота.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ан тӗкӗн!.. — кӑкӑр анинчен тухакан сасӑпа кӑшкӑрчӗ Григорий, ҫӑл пури тӗпӗнче йӑлтӑртатса выртакан шыв ҫине пӑхса.

— Не трожь!.. — глухо кинул Григорий, глядя в рябившую под срубом воду.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫил силленипе тӑкӑнать те вӑл хӗвел ҫутинче, юмахри пек асаматлӑ тӗссемпе шайлашӑнса, йӑлтӑртатса выртать.

Ветер стряхивал его, и, падая, рассыпаясь, отливал он на солнце радужными, сказочно богатыми сочетаниями красок.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, сулахай аллипе юбка аркине ҫӗклесе тытса, урам тӑрӑх ула-чӑлан йӑлтӑртатса выртакан лачакасенчен ирткелесе, чиркӳ патне ҫитрӗ.

Придерживая левой рукой подол юбки, обходя перламутровую синь раскинутых по улице лужиц, Наталья дошла до церкви.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӑлтӑртатса тӑракан сӗлкӗш шыв лачакисемпе тӗрленсе ула-чӑлаланнӑ чиркӳ картине каччӑсем кӗпӗрленсе тулнӑ.

В церковной ограде, испещренной блестками талых лужиц, гуртовались парни.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуҫкаланчӑк ҫиҫӗм йӑлтӑркки пек касса татрӗ унӑн шухӑшне кӗске асаилӳ: вӑрман, капӑр кӗмӗл кутлӑх тӑхӑнтартнӑ пек шурӑ та элккем тумлӑ йывӑҫсен вуллисем; Аксинйӑн мамӑк тутӑр айӗнчи хӗрӳллӗ йӑлтӑртатса тӑракан нӳрӗ хура куҫӗсем…

Как вспышка зигзагистой молнии, перерезало мысли короткое воспоминание: лес, бурые стволы деревьев в белом пышном уборе, как в нарядной серебряной шлее; влажный, горячий блеск черных, из-под пухового платка Аксиньиных глаз…

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех