Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем, тӗлӗннипе, тимсӗлсе итлеме тытӑнчӗҫ, Захар мучи вара алӑк патнелле чакрӗ.

Все ребята в изумлении насторожили уши, а дед Захар даже попятился к двери.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Арҫын ачасем Федьӑна кӑмака кӗтессинерех хупӑрласа тӑчӗҫ.

Мальчишки оттеснили Федю в угол печи.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку… — Маша кашнинех ятран каласа тухрӗ, кашниех мӗнпе чапа тухнине те пӗлтерчӗ, ачасем вара Федя патнелле пыра-пыра унӑн аллине чӑмӑртарӗҫ.

А это… — Маша называла каждого по имени, говорила, кто чем знаменит, и ребята тянулись к Феде, пожимали ему руку.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытти ачасем те кӑмака ҫине хӑпарчӗҫ.

Полезли на печь и остальные ребята.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем! — кӑшкӑрса ячӗ Маша.

— Ребята! — закричала Маша.

6-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем, шӑтнӑ вӗт вӑл кимӗ! — ним тума пӗлмесӗр кӑшкӑрса ячӗ Степа, кимӗ тӗпӗнчи шӑтӑка кӑтартса.

— Ребята, она ж худая! — с отчаянием закричал Степа, показывая на пробоину в днище.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Арҫын ачасем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ.

Мальчишки переглянулись.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑнтан вара арҫын ачасем Машӑна тивмерӗҫ, ӑна хӑйсенчен уйӑрса яма хӑракан пулчӗҫ.

Отступили мальчишки и с тех пор побаивались прогонять Машу от себя.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Пӗтинччӗ хӑть хӑвӑртрах», шухӑшларӗ Маша, анчах ачасем иртӗхсех кайрӗҫ — ун йӗри-тавра чупса ахӑлтатса ҫӳрерӗҫ, вӗлтӗренсемпе вӗтелерӗҫ, Маша ҫилленсе ҫитрӗ.

«Хоть бы конец поскорее», — думала Маша, но мальчишки разошлись — прыгали вокруг нее, хохотали, размахивали крапивой, тут Маша и разъярилась.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вылятпӑр, вылятпӑр! — терӗҫ савӑнса кайнӑ ачасем.

— Сыграем, сыграем! — обрадовались ребята.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче ҫапла Маша арҫын ачасем патне пырсан, Санька ҫук чухне, Петька «ҫара алӑсене кӑтартмалла мар» текен вӑййа выляма сӗнчӗ.

Как-то раз без Саньки, когда Маша пришла к мальчишкам, он предложил сыграть в «голы руки не казать».

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ: хӑмаран тунӑ каҫма ҫук та.

Мальчишки переглянулись: дощатого настила не было.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем пырасса шанса, каялла пӑхмасӑрах утрӗ вӑл.

Он шагал не оглядываясь, уверенный, что приятели не отстанут от него.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Коншаков класри доска ҫине пӑхас вырӑнне ытларах урамалла пӑхнине асӑрхасан, Надежда Петровна ӑна «Чукотка ҫурутравӗ» патне (класри ачасем чи кӗтесри партӑна ҫапла калаҫҫӗ), куҫарса лартрӗ.

Надежда Петровна, заметив, что Коншаков больше смотрит на улицу, чем на классную доску, пересадила его на «Чукотский полуостров» — так ученики называли щербатую парту в дальнем углу класса.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

 — Килӗшетӗр-и эсир, ачасем, Захар Митричпа пӗрле ӗҫлеме?

— Вы как, ребята, согласны с дедом Захаром компанию водить?

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем кунта манӑнне тинкене илеҫҫӗ.

Мне тут от ребят отбоя не стало.

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ман пата-и, ачасем?

— Ко мне, ребятишки?

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ халь, ачасем пӳрт-ҫурта тирпее кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха, амӑшӗ алӑк урати урлӑ ярса та пусрӗ, тӗлӗннипе кӑшкӑрса ячӗ — пӳртре ним латти те ҫук.

Сейчас ребята не успели еще ничего прибрать, а Катерина уже перешагнула через порог и ахнула от изумления — такой беспорядок стоял в избе.

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька, амӑшӗ каласа панисем пурте тӗрӗсех маррине сиснӗ пулин те, ачасем амӑшне вӗҫӗмсӗр итлеме пултарнӑ.

Ребята могли слушать мать без конца, хотя Санька и обнаруживал, что не все ладно в ее рассказах.

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем, ҫаплах хӑраса пӑхнипе, хӑйӗнчен пӗр утӑм та аяккалла пӑрӑнманнине сиссен, вӑл вӗсене хӑтӑрса пӑрахрӗ: — мӗншӗн эсир пурте ман патӑмра-ха?

И, заметив, что ребята на все смотрят испуганными глазами и ни на шаг не отходят от нее, она строго прикрикнула: — Это почему за юбку держитесь?

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех