Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнине вӑхӑтра суманнипе вӑл та пулин сӗтне антарми пулчӗ.

Корову теперь доили соседки от случая к случаю, и она резко сократила удой.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Пӗлнӗ пул, Манюр тете, эрне хушши кашни ир ҫак вӑхӑтра лавккӑна уҫнӑ пул, ирсерен пӗрер пулӑштух ӗҫтерӗп», — тет те, курка хыҫҫӑн курка шалт тутарса, Манюр папая ҫавӑнтах ураран ӳкерет, хӑй вара, лавккаран тухсан, алӑкне питӗрсе илет, ҫӑраҫҫи уҫҫине Кантюкне кайса парать.

Да еще с приговорками: «Знай, Манюр бабай, теперь я к тебе по утрам буду приходить целую неделю, и ты будешь выпивать по полштофу каждое утро», чарка за чаркой, Манюр уж с ног свалился, а Палля взял ключи от лавки, запер ее, ключи снес Кандюку.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӗрсе ҫӗкленнӗ ҫемӗ майӗпенрех илтӗнме тытӑнать; ҫав вӑхӑтра, сӑвӑ ҫеммипе тава кӗрсе тенӗ пек, сасартӑк тепӗр сасӑ янӑраса каять: арҫын сасси.

А вот уже стихает и громкая песня и, будто встретившись со стихами, подружилась с ними, стихла совсем, но тут врывается сильный мужской голос.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтар унӑн ятне те пӗлетчӗ-ха, анчах ҫав вӑхӑтра ӑна асилесшӗн пулмарӗ.

Вот как звать ее, Тухтар никак не мог вспомнить, хотя раньше называл по имени.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ларнӑ маях аяккинелле тӗшӗрӗлсе хутланчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл ытла пӗчӗк те мӗскӗннӗн курӑнчӗ.

Сейчас он казался маленьким и жалким.

XXVI. Пӳкле вилӗм // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫав вӑхӑтра Шерккей хӑлхине сасартӑк темле сасӑ илтӗнсе кайрӗ: таҫта вӑкӑр уласа макӑрнӑ пек — малтан, вӑй илсе ывӑннӑ пек, кӗскен-кӗскен икӗ хут улать те унтан ҫинҫелнӗрех сасӑпа вӑрӑммӑн, чуна кайса тивес пек, пӗтӗм таврана янӑратса ярать.

Вдруг до слуха Шерккея донесся какой-то непонятный звук: вначале показалось, где-то ревет бык, взмыкнет два раза что есть силы, а потом мычанье переходит в какой-то тонкий и долгий вой…

XXVI. Пӳкле вилӗм // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей ҫав вӑхӑтра ачасенчен: «Селиме чупса кайнине куракансем пулмарӗҫ-и?» — тесе ыйтрӗ.

Шерккей спросил у ребятишек, не видали ли они случаем Селиме.

XXVI. Пӳкле вилӗм // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тахӑш вӑхӑтра сӑлтӑнма ӗлкӗрнӗ Мишша шыва чӑмса кӗрсе те кайрӗ.

Миша, скинув с себя одежду, бросился в воду.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Акӑ сире каласа парам, — тытӑннӑччӗ ҫеҫ Палюк, ҫав вӑхӑтра тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫумӗпе Тимрук пыни курӑнчӗ.

Вот я вам сейчас расскажу… — начал было Палюк, но в это время к собравшимся подбежал Тимрук.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑхӑтра ырӑ сунса каланӑ сӑмах та чуна ӑшӑтать, ҫыннӑн кӑмӑлне йӑпатать, пурӑнас хӑвата хӗтӗртет — ҫавӑ та сиплӗх кӗртнӗн туйӑнать.

А ведь доброе слово, к тому же вовремя сказанное, иногда лечит лучше всяких лекарств, согревает душу, придает силы.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Палюк килӗнче ҫук тесе, вӑл Элентее калама ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ — ҫав вӑхӑтра шӑпах пӳрт алӑкӗ уҫӑлчӗ, Палюк хӑй пырса кӗчӗ: ҫӳхе кӑвак пиншакпа, выртма карттуспа, шӑлавар пӗҫҫисене пушмакӗ ҫийӗн кӑларса янӑ, аллинче пӗчӗк хӑмӑр чӑматан.

Едва он сказал Элендею про то, что не застал Палюка дома, как отворилась дверь, и на пороге выросла знакомая фигура, Палюк был одет по-городскому: в сером из тонкого сукна костюме, в форменном картузе; в руках — небольшой коричневый чемодан.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫав вӑхӑтра ӑна ашшӗ халь кӑна хӑйне мӗн калани асне килчӗ.

И тут же вспомнила, о чем говорил ей отец.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак вӑхӑтра вӑл хӑй умӗнче Кантюкпа арӑмӗ тӑнине асӑрхарӗ, унтан ашшӗ пур иккенне те курчӗ.

И тут увидела перед собой Кандюка со старухой, за ними разглядела отца.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Эсӗ, эсӗ мана мӗн пӗҫерсе патӑн? — ыйтрӗ вӑл шӑпах ҫав вӑхӑтра шыв ӑсса кӗрекен Уттяран.

— Ты мне чего тут наварила? — встретил он вопросом вернувшуюся с водой Уттю.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫакӑн пек вӑхӑтра, тӗнчере пурнӑҫ чӗрӗлнӗ чух, савӑнса кӑна пурӑнмалла та, ӗмӗтленнӗ пек килсе тухмасть-ҫке пурнӑҫра.

В такое время, когда в природе все пробуждается и оживает, жить бы да радоваться, однако не все сбывается в жизни так, как мечтается.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫав вӑхӑтра (темӗн кирлӗ пулнӑ тата?) Шерпике юмӑҫ Элентейсем патне пӗр кӗтмен ҫӗртен пычӗ кӗчӗ.

В это время неожиданно отворилась калитка, и во двор Элендея — и зачем только ее черт принес! — вошла знахарка Шербиге.

XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ашшӗ тата та ҫаптарнӑ пулӗччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра тӗпелтен амӑшӗн вӑйсӑр сасси илтӗнсе кайрӗ:

Возможно, отец ударил бы сына еще раз, но послышался едва различимый голос матери:

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ачисем мӗнпе те пулин йӑпанса хавасланнӑ вӑхӑтра вӑл хӑй ӑшӗнче савӑнчӗ, хуйхӑ-суйхӑ пулсан, ҫуртра ӑна пуринчен малтан Сайте ӑнланса илетчӗ, сисӗнмирех ирттерсе яма тӑрӑшатчӗ, малашнехи кунсем ҫутӑрах, ӑшӑрах пуласса вӑрттӑн та пулин чунне йӑпатса шанатчӗ.

Радовались чему-нибудь дети — Сайде ликовала в душе вместе с ними; поселилось в доме горе — она чувствовала его раньше всех и старалась развеять незаметно для других, надеясь, что будущее все-таки когда-нибудь станет лучше, светлее и теплее.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унта: ку арҫын ӗҫӗ те, ку хӗрарӑмӑн тесе уйӑрса тӑмарӗ вӑл, мӗн тумаллине пӗтӗмпех вӑхӑтра турӗ, ал ҫитерчӗ, ӗлкӗрчӗ.

Не делила работу на мужскую и женскую, все делала сама, повсюду успевала.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫурт-йӗре тирпейлӗ тытасшӑн пулса, вӑл хӑй пурнӑҫӗнче канӑҫ мӗн иккенне пӗлмерӗ: куллен яшка-ҫӑкӑр пӗҫерчӗ, выльӑхне пӑхрӗ, ӗҫҫинче ҫынран юлмарӗ: вӑхӑтра тыррине вырнӑ, ҫумне ҫумланӑ, кантӑр татнӑ, хутнӑ, тӗртнӗ, вуттине турттарнӑ, арманне те тепӗр чух хӑех ҫитетчӗ, — рехетре пурӑнатчӗ-ха Шерккей, мӑшӑрӗ ӑна хӑй мӗн-мӗн туни ҫинчен каламастчӗ те.

В доме у нее всегда были чистота и порядок, она вовремя успевала приготовить обед, глядела за скотиной, работала по найму, делала свою работу в поле не позже, а раньше людей: полола, жала, рвала коноплю, мочила, мяла, пряла, ткала, ездила и за дровами, и на мельницу — Шерккей при ней жил себе поживал спокойно, не тревожила его жена своими заботами.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех