Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна шута илсе 2015 ҫулта ял поселенийӗсенчи ҫулсене вак чул сарса хытарма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансен пурнӑҫне лайӑхлатасси тата социаллӑ инфраструктура объекчӗсем патне транспортпа ҫитме май туса парасси ҫав тери пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Анчах та эпир ял тӑрӑхӗсен бюджетӗнчи укҫа-тенкӗпе асӑннӑ ыйтӑва татса пама йывӑррине лайӑх пӗлетпӗр тата ӑнланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ял тӑрӑхӗсенчи ҫулсене юсасси - вырӑнти влаҫ тивӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ, патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх комитечӗн председателӗ, «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов вырӑнти хӑй тытӑмлӑх аталанӑвӗпе паллаштарать: - Республика ертӳлӗхӗ, «Единая Россия» парти районсемпе хуласене, ял тӑрӑхӗсене нихӑҫан та хӑй еккипе аталанма паман.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Лару-тӑрупа вырӑнта паллашма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, ял хуҫалӑхпа экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин апрелӗн 18-мӗшӗнче Хайртдинов фермер хуҫалӑхне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен паянхи кун чылай ыйту тавра пуҫ ватма тивет.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫав кун муниципалитет служащийӗсемпе пай начальникӗсем, ял администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе специалисчӗсем, «Кӗтне» ФСК ӗҫченӗ Юрий Боровков ертсе пыракан эстафетӑсене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Пирӗн тӑрӑхри вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем - район администрацийӗ тата 12 ял поселенийӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Чӑваш Республикин пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Светлана Ульдина Чӗчкен ял тӑрӑхӗнчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Акӑ, ҫитес кунсенче кунта ял халӑхӗпе пӗрле масарсене тирпей-илем кӗртесшӗн, килсенче пуҫтарӑнакан ҫӳп-ҫапа вара михӗсене тултарса полигона тиесе ярассине аван йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Хырхӗрри ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекен ушкӑнра вара Анатолий Воробьев пуҫлӑх, «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Информкунӑн темисемпе тӗплӗн паллаштарнӑ, ҫавӑн пекех ял ҫыннисене кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине те хуравланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Шупашкартан килнӗ хӑнасемпе район администрацийӗн пай начальникӗсем 4 ушкӑна пайланса ял поселенийӗсене ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Аслисен категорийӗнче хутшӑнакансен йышӗ сахалтарах пулнӑ: малти вырӑна тухассишӗн «Оринино» хуҫалӑхӑн, Оринин, Чуманкасси, Муркаш, Ярославка тата Катькас ял тӑрӑхӗсен командисем вӑй виҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ҫавӑнпах шӑматкунхи турнирти ҫӗнтерӳҫӗсене те вӗсем хӑйсен пуҫарӑвӗпе пысӑк парнепе чысланӑ: 1-мӗш вырӑна тухнӑ А. Васильевӑна автошкулти водительсен курсӗнче вӗренмелли тӳлеве 50 процент таран йӳнетме май паракан сертификат, командӑпа мала тухнӑ Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи арҫынсене - вӗренӗве 25 процент йӳнетме май паракан сертификатсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ӑмӑрту апрелӗн 16-мӗшӗнче районти предприятисемпе организацисен, учрежденисемпе ял тӑрӑхӗсен физкультура командисен спартакиади шучӗпе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Муркаш, Чуманкасси, Ҫатракасси, Оринин ял тӑрӑхӗсен, «Сова» автошкулӑн, «Оринино» хуҫалӑхӑн командисем тата «Витязь» команда - ҫаксем хутшӑнчӗҫ сӗтел ҫи теннис енӗпе иртнӗ район чемпионатне.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Кунпа пӗрлех ял масарӗсем пирки те манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Тасалӑхпа тирпейлӗх ыйтӑвӗсем пирки Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей ЕРМОЛАЕВ тӗплӗнрех чарӑнса тӑма кӑмӑл турӗ: Юр кайса пӗтрӗ ӗнтӗ, ҫӗр типсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех