Шырав
Шырав ĕçĕ:
Таврари ҫутҫанталӑк темрен ҫывӑх пулсассӑн та, ҫамрӑк ӳнерҫӗ ҫынсене, вӗсен ӗҫне хут ҫинче ҫутатса пама ытларах кӑмӑллать.
Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Ҫамрӑк хӗрӗн тепӗр таланчӗ - тӗрлӗ сӑнарсене шурӑ хут ҫине куҫарасси.
Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Ҫамрӑк хӗр университетра пушӑ ларман, активлӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннӑ.
Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Хальхи вӑхӑтра чылай ҫамрӑк аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулара тӗпленсе пурӑнма кӑмӑллать.
Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Ҫамрӑк юрӑҫ Резил Шарафутдинов илемлӗ юрӑ шӑрантарнӑ чухне куракансем пӗрле юрларӗҫ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.
Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Вӑл ҫамрӑк биологсене пушшех кӑсӑклантарать, чӗрчунсемпе хутшӑнма илӗртет.
Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
26-ри ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарни каччӑ хӗсметрен 2009 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулхи раштавччен пӑрӑнса ҫӳренипе ҫыхӑннӑ.
Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html
Акӑ Ҫӑварни мастерскойӗ ҫамрӑк ӑстасене хапӑл тӑвать.
Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх - юлашки ҫулсенче республикӑра ҫамрӑк ӑрӑва тӗрекленсе вӑй илтермешкӗн инвестици хывассине тивӗҫлипе хаклама тытӑнни харама кайман.
Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Арбенин сӑнарӗнче актер обществӑпа тата хӑйӗнпе хирӗҫӗве кӗнӗ ҫамрӑк ҫын инкекне питӗ ӑста кӑтартса панӑ.
Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Лермонтов геройӗ те, унӑн шухӑшӗпе, ҫамрӑк ҫын пулнӑ.
Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ҫав ҫулсенче режиссер ҫамрӑк актерсене ытларах хисепленӗ.
Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
— Ҫамрӑк чухне пӗчӗк пепкесен больницинче ӗҫленӗрен, хӑйсен ачине пӑрахса хӑваракансенчен тӗлӗнеттӗм.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Тӗлӗнтерет, ҫамрӑк та мар-ҫке, ӑҫта каять, мӗн тӑвать вӗсемпе.Удивляет, ведь и не молод, куда ему столько, что с ними делать будет.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
«Единая Россия» ячӗпе малтанхи суйлава, праймериза, хутшӑнмашкӑн ҫыннӑн 21 ҫултан ҫамрӑк мар, пирӗн парти членӗ, ун майлӑ е партие кӗмен ҫын пулмалла.
Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
«Анне пӑшӑрханать ҫав маншӑн, тӗрлӗ суран тӑвасран шикленет», – ҫакӑн пек вӑрттӑнлӑхсене те уҫса пачӗ пире ҫамрӑк.
Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Мӗнле юрӑсене кӑмӑллать-ха ҫамрӑк юрӑҫ?
Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Патшалӑх политикин тӗллевӗсемпе килӗшсе ҫамрӑк ҫемьесене, предпринимательсене, специалистсене, пултаруллӑ хӗрсемпе каччӑсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу парассине тӗпе хурать.
Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Муниципалитет тытса пыракан политика - ҫамрӑк ӑрӑва аталантарма, вӗсен вӑй-хӑвачӗпе туллин усӑ курма пулӑшакан ҫул-йӗр.
Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Ҫул ҫитмен ҫамрӑк тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№