Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиксе (тĕпĕ: сик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Энтрей амӑшӗ кӑвакарса кайрӗ, сехре пӑкки сиксе тухрӗ унӑн.

Мать Андрея побледнела, и от ужаса ее начало трясти.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Пысӑк хуйхӑ сиксе тухнӑ тейӗн, ӑна халех, паянах майра кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Михаил Васильевич Пермь тата Улан-Удэ хулисенче нумаях пулмасть сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсем шкулсене кӗрсе тухас йӗркене ҫирӗплетме хистенине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсене видеодомофон вырнаҫтарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/18078.html

Ҫавра ҫиҫӗм тата тепӗр-икӗ сехет тытрӗ-ха вӗсене хӑй тыткӑнӗнче, унтан пӗчӗккӗн сӳнсе, пӗчӗкленсе пычӗ те ялт! сиксе илсе сывлӑшра ирӗлсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Халӗ пултаруллисене пиҫмен пашалусем эшкерӗпе сиксе ларса хӗсни-туллани курӑнмасть пек, анчах чӑваш ҫыравҫисем паян - хивре самант тӑван чӗлхе вӗрентӗвӗ ҫинчен калаҫма хытӑ хистенӗ чухне - чӑваш чӗлхине, халӑх малашлӑхне хӳтӗлесе сӑмах чӗнейменни вӗсем Иван Егоров ҫырса кӑтартнӑ шайран ҫӳле хӑпарайманнине уҫса парать пулӗ тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Мӗн те пулин ҫӗнни сиксе тухатех куллен.

Все равно что-то новое появляется.

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫуркунне ҫеҫ чӑрмавсем сиксе тухӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫемьере хирӗҫӳ сиксе тухӗ.

В семье возникнет конфликт.

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш ҫурринче хирӗҫӳллӗ самантсем сиксе тухӗҫ.

В первой половине года возникнут противоречивые моменты.

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Финанс тӗлӗшӗнчен ӑнланманлӑхсем сиксе тухӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Пирвайхи тӗлпулура нумайӑшӗ кунашкал пӑтӑрмахла лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тыткалама кирлине те пӗлмеҫҫӗ-ха, шутламан та кун пек мыскара сиксе тухма пултарасса.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫавна май пӗр-пӗр пӑтӑрмах сиксе тухсан шиклӗх туйӑмӗ чи малтан унра палӑрать те.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Интересленсе кайрӑм та тӗлӗнмелли самай сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Ҫавна май ыйту сиксе тухать: мӗнлерех ҫав чун пахалӑхӗ?

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Инкек сиксе тухрӗ те сукмак тумхахланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

«Ачасем ҫул ҫине сиксе тухсан ҫак водитель чарӑнма ӗлкӗрӗ-и?» — паҫӑрхи пекех хӑвӑрт иртекен транспорта тӗллесех кӑтартать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Кравать ҫинчен аран-аран, ӗҫе кайма ҫеҫ ҫӗкленекен Анатолий ирхине тӑватӑ сехетрех сиксе тӑма тытӑнчӗ.

Анатолий, который ели-ели поднимался с кровати, чтобы идти на работу, стал вставать по утром в четыре часа.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Анчах кайран хӑйсемех, ӗмӗрхи кӑмӑл-сипетлӗх саккунне хирӗҫ каяйманнине ӑнланса Люба пирки: «Влаҫ пичет пуссан качака пек сиксе ҫӳреймест», - теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Самани урлӑ сиксе каҫаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Унччен те пулмарӗ — вӗсен хушшинче тавлашу сиксе тухрӗ: килте кам мӗн ытларах тунӑ?

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех