Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тротуар айккисене пӑрӑнма май ҫук: сулахай енче татти-сипписӗр автомашинӑсем чупаҫҫӗ, сылтӑм енче ҫӳллӗ хӳме, лӑпкӑ пынӑ ҫӗртенех ун урлӑ сиксе каҫма Олимп чемпионӗ те пултараймӗ.
Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Чипер ҫӗртенех вырӑсла сюжет кӗртсе лартрӗҫ.
Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ҫавӑнпа та хамӑр юлташ ҫырнӑ, пӗрле ӗҫсе ҫиетпӗр, тесе час-часах «критиксем» ырлама тивӗҫлӗ мар ҫӗртенех ырлани те пулкалать.
Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №
19. Айӑпсӑр ҫӗртенех асап курса, Турӑ ҫинчен шухӑшласа хуйхӑ-суйхӑ тӳссе ирттерни Турра кӑмӑллӑ.19. Ибо то угодно Богу, если кто, помышляя о Боге, переносит скорби, страдая несправедливо.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сут кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑру ҫыннисене айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Усал сывлӑшсем вара, ҫын ӑшӗнчен тухса, сыснасен ӑшне кӗнӗ; сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫӗртенех тинӗсе сикнӗ, вӗсем икӗ пине яхӑн пулнӑ; пурте тинӗсе путса пӗтнӗ.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Сут Кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑрӑва айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хамӑн хаярлӑхӑма хӳме ҫине, ӑна сӗрекенсем ҫине ярса пусарӑп, вара сире калӑп: хӳме те ҫук, ӑна сӗрекенсем те ҫук, 16. Израиль пророкӗсем те ҫук, вӗсем Иерусалима пророк ятӗнчен малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерсе тӑратчӗҫ, канӑҫлӑх ҫук ҫӗртенех: «канӑҫлӑх куратпӑр» тетчӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем, канӑҫлӑх ҫук ҫӗртенех «канӑҫлӑх» тесе, Манӑн халӑхӑма аташтараҫҫӗ; вӑл тӑвакан хӳмене вӗсем пылчӑкпа сӗреҫҫӗ, 11. хӳмене пылчӑкпа сӗрекенсене кала: хӳме ӳкет, те.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав ҫынсене пула вара Вавилонра, ҫавӑнта куҫарса килнӗ иудейсем хушшинче, ылханнӑ чухне ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫӳлхуҫа Седекияпа Ахава мӗн тунӑ, сана та ҫапла тутӑр» тенӗ; Седекияпа Ахава вара Вавилон патши вут-ҫулӑм ҫинче ӑшаланӑ; 23. ҫакӑ вӗсене Израильре ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен арӑмӗсемпе аскӑнланса пурӑннӑшӑн, Ман ятӑмпа Эпӗ хушман ҫӗртенех суйса калаҫнӑшӑн — ҫитнӗ; Эпӗ ҫакна пӗлетӗп, Эпӗ ҫакна курса тӑнӑ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнма тӑхтаса ан тӑр, пӗр кунран тепӗр куна хӑварса ан пыр: 9. Ҫӳлхуҫа ҫилли кӗтмен ҫӗртенех ҫитӗ те, эсӗ тавӑру вӑхӑтӗнче вилсе выртӑн.
Сир 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӑлӑхах тапӑнакан тӑшманӑмсем мана ҫӗнтерсе ан савӑнайччӑр, мана айӑпсӑр ҫӗртенех курайман ҫынсем пӗр-пӗрне куҫ хӗссе ан тӑрайччӑр; 20. тӑнӑҫлӑх ҫинчен калаҫмаҫҫӗ вӗсем, ҫӗр ҫинче татуллӑ пурӑнакансем ҫинчен чее кавар тӑваҫҫӗ; 21. ҫӑварне карса, манран кулаҫҫӗ: «аван-ха ку, аван, куҫӑмӑр курчӗ ӗнтӗ» тееҫҫӗ.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Аллӑмпа усал ӗҫ тытман-туман ҫӗртенех, кӗлтӑван кӗллӗм те таса ҫӗртенех йӗре-йӗре питӗм хӗрелсе тӑртанчӗ, куҫ хупанки вилӗм ӗмӗлкипе хупланчӗ.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: эсир ман патӑма ырӑ кӑмӑлпа, мана пулӑшас тесе килтӗр пулсассӑн, манӑн сирӗнпе пӗр чӗре пултӑр; эхер те эсир мана аллӑм айӑплӑ мар ҫӗртенех ултавлӑ майпа тӑшмансене сутас шухӑшлӑ пулсассӑн, ҫакна аттемӗрсен Турри курса татса патӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗтмен ҫӗртенех ҫӗнӗ ушкӑн тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнчӗ.
Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№