Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫет (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑт ӗҫет чунне пусармалла, — ӑна хӳтӗлеме хӑтланчӗ ватталла сулӑннӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗнле сӑлтавпа ӗҫкӗ ӗҫет председатель? — хыттӑн ыйтрӗ Максимов.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ман Павӑл ҫавӑн шывне ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӑп Любим Торцовах пулмалла ҫав: пӗр-пӗччен пурӑнать, пӳрчӗ юхха кайнӑ, тумтирӗ витӗр ҫил вӗрет, хуҫасем патӗнче кӑшт ӗҫлекелесе укҫа тупать те эрех илсе ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӗм хура ыйхӑлӑхра темиҫе хут та вӑранчӗ, касӑхсах шыв ӗҫет те — вӑйсӑрскер каллех тӳшек ҫине йӑванать, пӗрре утиялне сирсе ывӑтать, тепре тӗплӗн витӗнет.

Несколько раз она просыпалась в состоянии дремучей сонливости, жадно пила воду и, ослабев, укладывалась опять, то сбрасывая одеяло, то плотно закутываясь.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Ярсах тӑрать пулмалла», — шутларӗ Эверкки, Илле ӗҫет тенине илтнӗскер.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ун умӗнче — шур эрех янӑ пысӑк графин, ӑна Гез хӑйне манерлӗн, васкамасӑр тата шанчӑклӑн ӗҫет, апат вӗҫленнӗ тӗле пӗтӗмпех пушатрӗ.

Перед ним стоял большой графин с водкой, которую он пил методически, медленно и уверенно, пока не осушил весь графин.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ку ӑнланмалла, — терӗм эпӗ, — вӑхӑт-вӑхӑтӑн этеме каялла туртать — чарӑнми; вӑл аван марланать пек, анчах нумайлӑха мар; ҫӗр ҫуллӑхсен пуян коллекцийӗ ларать унра; калӑпӑр, музей хуҫи хӑйне ӑнлантарма та хӑтланмасӑр тепӗр чухне ӗҫет те кӳпет — Египет атӑҫин пуҫ купташкинчен ӗҫет.

— Это понятно, — сказал я, — время от времени человека неудержимо тянет назад; он конфузится, но недолго; богатая коллекция столетий сидит в нем; так, собственник музея подчас пьет, не пытаясь даже объяснить себе — почему, — пьет кофе из черепа египетского сапожника.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Пырӗ типнипе касӑхнӑран Горн вӑхӑт-вӑхӑтпа пурттине пӑрахать те кӳлӗри тӑварлӑрах сивӗ шыва лӑнкӑртаттарса ӗҫет.

Изредка, мучаясь жаждой, Горн бросал топор и пил холодную солоноватую воду озера.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Хальлӗхе вара патша ытарайми ром кӗленчине ҫӑварӗ тӗлне тытнӑ та ӗҫет, пӗр сывлами тенӗ пек ҫуррине пушатрӗ.

Пока же король приставил ко рту заветную бутылку с ромом и выпил, не переводя духа, более половины.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Музунгу Бана-Мдогона хӗнемест, Вӑл ларнӑ та кулать, Ха-ха-ха, — тата ром ӗҫет!

Музунгу не бьет Бана-Мдого: Он сидит и смеется — Ха-ха-ха — и пьет ром!

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Вӑл хытӑ ӗҫет, Молли, — терӗ Дюрок.

— Он сильно пьет, Молли, — сказал Дюрок.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тинг пахчаналла пӑхса ларать, кларет ӗҫет.

Тинг сидел лицом к саду и пил кларет.

III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

«Ҫак вырӑнта кам шыв ӗҫет — Вӑл вилет.

«Кто в этом месте воды попьет, — Тот умрет.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Унта вӑл кабинетра тымарланнӑ, ӗҫет, чупкалать.

Он там в кабинете засел, пьет и бегает.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.

Шухӑшланӑ май Ар эрех ӗҫет.

Ар думал и напивался.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Тергенс тухмалли пусӑ тӗлӗнчех ларнӑ та ҫывӑрать, анчах миххине алӑран вӗҫертмест; Ботредж антӑхсах шыв ӗҫет.

Тергенс сел у выхода и заснул, держа кирку в руках; Ботредж жадно пил воду.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Галеран хура кофе ӗҫет, кӗнеке вулать.

Галеран пил черный кофе и читал книгу.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант ҫине-ҫинех тӑрса ларса шыв ӗҫет; юлашкинчен тинех ҫывӑрса кайрӗ те ирхи вун пӗрте вӑранчӗ.

Давенант часто поднимался и пил воду; наконец он уснул и очнулся в одиннадцать утра.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Килен-каян хӑех ӑсать, ӗҫет.

Каждый зачерпывал сам.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех