Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уйӑх ҫутинче крепость хӳмисем, чиркӳсем, ҫурт ҫи виттийӗсем палӑраҫҫӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Шурӑмпуҫ ҫутинче куртӑм унӑн ӳтне, Сывлама чарӑнса ӳкрӗм кимӗ тӗпне!
Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.
Уйӑх ҫутинче шыв ытла та илемлӗн кӗмӗлленсе выртать.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
— Лампа ҫутинче унӑн кукши ялтӑртатса илет.
VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ҫӑра тусан хирӗҫ пулакан машинӑсен ҫутинче сӑра хуранӗнчен вӗресе тухакан пӑс пек явӑнса ҫухалать.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Сарӑ пушмакӗ электричество ҫутинче йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑрать.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Фарӑсен ҫутинче аллисене тӑратнӑ шоферсен пичӗсем сап-саррӑн курӑнчӗҫ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Кашни юнкун каҫ вилнисем туса пӗтереймен чиркӳ айккине тухса лараҫҫӗ, уйах ҫутинче шӑлӗсене йӗрсе, путӑк куҫӗсемпе пӑхкаласа такама шыраҫҫӗ, халь-халь ярса илес пек, шӑмӑллӑ аллисене кӑнтараҫҫӗ.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Коля вут ҫутинче кӗнеке вулать.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вут ҫутинче ҫын мӗлкисем те — нимӗн те курӑнмасть ӗнтӗ, ҫапах — ҫунаҫҫӗ!Чем дольше смотрит Ивук на огонь, тем отчетливее видятся ему человеческие фигуры.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Шӑнкӑртатса шыв юхать Ҫӳллӗ валак пуҫӗнче, Кӗмӗл пекех ялтӑрать Шывӗ хӗвел ҫутинче.
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Кунтах кун ҫутинче икӗ ҫын выртмалӑх палата пур.Здесь же имеется палата дневного пребывания на два человека.
Сӑкӑтра ҫӗнӗ тухтӑр амбулаторине уҫнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32817.html
Хӗвел ҫутинче хӗҫсем, ҫӗҫӗ ҫивӗчӗшсем йӑлтӑртатрӗҫ.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫӳлтен ӳкекен прожектор ҫутинче шур сухаллӑ старик хура пӳртре ҫӑпата хуҫса ларать.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Эс кӑнтӑр ҫутинче сӑнарах пӑх-ха, суя хушка-иҫ вӑл, кайри пӗҫҫинчи ула йӗр те суя япала кӑна.
17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫуртапа хӑйӑ ҫутинче унӑн тӳпеттейсӗр шакла пуҫӗ кӗлпе тасатнӑ йӗс тирӗк пек ҫуталса тӑрать.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тӳпе ҫутинче кайӑксен карти кӑшт ҫеҫ палӑрса тӑнӑ.
Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.
Шыв патне хӑвӑрт ҫывхарса пынӑ чух вӑл уйӑх ҫутинче хӑй юлташӗсем аякран-аякка кайса пынине курса юлнӑ.Он ближе и ближе спускался к воде; а товарищи его дальше и дальше белелись в месячном свете.
Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.
Лампа ҫутинче халӗ кӗрнеклӗ вӑрӑм арҫын тӑнипе Эльгеев уҫҫӑнах асӑрхарӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫавӑнпа мар-ши паян каҫхи шуҫӑм ҫутинче, Казанка шывӗн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринче хӗрпе каччӑ лараҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.