Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗринче (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лайӑх кӗнеке нумай вулакан чӗринче хӑйӗн вырӑнне тупасса, усӑллӑ пуласса шаннине палӑртрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Ҫук ӗнтӗ унтанпа канӑҫ Ишмук чӗринче

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак тавралӑха курса, Сюльдяшов чӗринче темӗнле халиччен асӑрхаман туйӑмсем тапса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑннипе калас пулать ӗнтӗ: ҫапӑҫу умӗн Тимофей-хусах вӑл килӗшни-килӗшменнине пӗлмесӗрех ун ячӗпе хушусем пама тытӑнсан, ҫара икӗ пая уйӑрсан, хӗр-полковник чӗринче тарӑху та ҫуралма пуҫланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн чӗринче ҫав тискер кайӑк пек ҫыншӑн пӗр чӗпкӗм шеллев те пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне Укаслу чӗринче шеллени, пӑшӑрханни, хӑраниччӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн тери курайманлӑх упранать иккен ҫын чӗринче! — терӗ вӑл хӑйне хӑй.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урха урай варринче Салтак ачи пек утать, Унӑн хаяр чӗринче Юн вӗремест — вут ҫунать, Чаплӑ пуҫӑн мимминче Шухӑш чупса ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинейӗн ҫу каҫаччен Чӗкеҫ асран тухмарӗ: Юрату та чӗринче Иксӗлесси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫамрӑк Чӗкеҫ пуҫӗнче Тӗтре пекех иртнӗ ҫӗр, — Юнӗ вӗрӳ чӗринче Юхать каҫхи канӗҫсӗр…

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн Аслӑ вӑрҫин тумхахлӑ ҫулӗсем пурин чӗринче те тарӑн йӗр хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Ула Тимӗре пӗр касӑ ӑшӑ тинӗс хумӗ ҫупӑрласа, лӑпкаса илчӗ тейӗн, чӗринче халиччен тӳссе курман сӑпайлӑ шикпе хутӑш катари-катари тӗтреллӗ телей, янкӑрланса, йӑлтӑр-ялтӑр, йӑл-ял ҫиҫе-ҫиҫе, ҫиччӗмӗш тӳпенеллех, ҫӑтмах тӗнчинеллех «салют» тунӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тимлесерех сӑнакаласа пурӑнсан, ӗнтӗ Полинана хӑйне те Ула Тимӗр шӑпах ӗмӗтри чун патӗнчи «принц»-арҫын ача пек курӑна пуҫларӗ: хӗрача чӗринче хӑй пекех ҫамрӑк «калча» «сиктернӗ» пӗчӗк, ылтӑн вут — чалтӑрт! сирпӗнсе илнӗ «айӑпсӑр» юрату хӗлхемӗ — вӑй илсе, хӗвел пекех, пурнӑҫ пекех нихӑҫан та сӳнмесле шанӑҫ ҫуратса ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис чӗринче ҫӑлӑнӑҫ шанӑҫӗ паракан темле ӑшӑ туйӑм йӑшӑлтатса илчӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах, шиклӗ иккӗленӳпе сивӗнсе, пӑрлӑ шыв хумне ҫаврӑнса, ҫырантан чӑшӑлл та чӑкӑр-чӑкӑр чакса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мучин чӗринче тахҫантанпах пӗр ӗмӗт упранать.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ҫук вӗт, пурнӑҫӑн хурапа шуррине пӗтӗм енлӗн тутанса пӑхнӑ хӗрарӑмӑн ӗмӗр ватӑлми, тӳсӗмлӗ чӗринче халӗ те сӳнмен кӑвар тӗлкӗшкелесе илет.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ӑна аса илнипех ҫамрӑкӑн чӗринче ырӑ-ырӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫавӑнпах та пулӗ унӑн ҫамрӑк чӗринче пӗрремӗш юрату туйӑмӗ хӗрачанчен иртерех вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫакна кӑна пӗлет Лена, ҫак паянхи кӗрхи кунсенче унӑн чӗринче чӑн-чӑн ҫуркунне хуҫаланчӗ, пӗтӗм тӗнче телейлӗн ҫуталчӗ, юрату юрри юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑш вӑхӑтра ҫуралчӗ-ши юрату Лена чӗринче?

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех