Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗринче (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пухӑннисене Чӑваш киностуди ӳкернӗ «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» фильм сыпӑкӗсене кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Валерия Ивановна виҫ-тӑватӑ ҫул каялла ҫакӑн пек ҫынна качча тухасси ҫинчен ӗмӗтленменччӗ, вӑл хӑй чӗринче урӑхларах юрату ҫураласса кӗтнӗ…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вӑл хӑш-пӗр хӗрачасем пек вашкӑртма, чееленме пачах та пӗлмест, хӑй чӗринче мӗн пуррине пытарса пурӑнма та вӗренмен пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Унӑн чӗринче, шалта, пӗр вӗҫсӗр пӗр сӑмах янӑраса тӑрать:

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Анчах та кам пӗлет-ха ҫак самантра вӑл мӗн шухӑшланине, унӑн чӗринче мӗн пуррине?

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Унӑн чӗринче пархатарлӑх туйӑмӗ калама ҫук вӑйлӑн ҫуралса тухрӗ, куҫӗсем шывланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫак кӗвӗ халлӗхе никама та паллӑ мар — вӑл ҫамрӑк ҫын чӗринче ҫеҫ янӑраса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Унӑн чӗринче ҫӗнӗ туйӑм ҫуралнӑ — музыка туйӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Апла пулсан, ун чӗринче, ҫӗнӗ сӑлтавсене пула, ҫӗнӗрен иккӗленӳллӗ туйӑмсем вӑраннӑ пуль Телей, чӑнах та, тӗлпулусем урлӑ ҫеҫ килет.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӗри тунсӑхпа шухӑшлав теми, халӑх хурлӑхне (анчах вӑл хурлӑх чун-чӗре пархатарлӑхне ӳстернӗ) ытла та хумханмалла кӑтартаканскер, ерипен хыҫа юлать поэма вӑйлӑ та тапса тӑракан ритмсем ҫине куҫать Ҫак ритмсем итлекенсен чӗринче вӗҫӗ-хӗррисӗр пурӑнас килнин туйӑмне вӑратаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Антракта тухсан, Григорий Аня ҫине питӗ тӗпчесе пӑхрӗ, унӑн чӗринче мӗн пуррине пӗлесшӗн пулчӗ пулмалла, анчах Аня калаҫасшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫакна ӑнланса илсен, вӑл йӑлтах хутланса, чӑмӑртанса ларчӗ, унӑн чӗринче тем тӑвӑлса ҫитсе, чиккинчен те тухса кайрӗ — Аня кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӑйӗн пӗчӗк чӗринче вӑл хӑйӗн пысӑк хулине унтан та пысӑк юрату илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл хӑйӗн чӗринче пысӑк юрату пуррине сисрӗ, мӗншӗн тесен хытӑ юратакансем кӑна ҫапла кӗвӗҫтереҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӑйӗн чӗринче юрату чӑнах та вӑйлӑ ҫуралнине Аня хӑй те лайӑх сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Виктор Гаврилчсемпе юнашар пуранакан ҫамрӑк зоотехник тепӗр эрнерен сӑвӑ ҫырчӗ: сӑвӑра кӳршӗ хӗрӗн чӗринче пӗрремӗш хут юрату ҫурални ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен хӑнана килнӗ кӳршӗ хӗрӗ ытла та ҫӑмӑл, лӗпӗш пек вӗҫсе кӑна ҫӳрет, ялан хаваслӑ юрӑсем юрлать…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ак ҫакӑн пек пӑшӑрхану, ӳкӗнӳ сассисем ҫуралчӗҫ Мосальскийӗн чӗринче ҫавӑн чухне.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аня унӑн чӗринче хӗмлӗ вут чӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Лайӑх кӗнеке нумай вулакан чӗринче хӑйӗн вырӑнне тупасса, усӑллӑ пуласса шаннине палӑртрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Ҫук ӗнтӗ унтанпа канӑҫ Ишмук чӗринче

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех