Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн пек чух кӗтмен ҫӗртен пурнӑҫ урапи ҫинчен ӳксе юлатӑн, чупатӑн ун хыҫҫӑн, анчах хуса ҫитейместӗн.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Мана ҫамрӑк хӗрарӑм чупа-чупах хуса ҫитнӗ пулас — хашка-хашка сывлать.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Халех Вулкана витене хуса кӗрт! — ҫухӑрать Шанаров, сарай тӑррине хӑпарса ларнӑскер.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Тӳссе ҫитереймерӗм — ӑна хамах хуса кӑларса ятӑм.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Пире Упандиров вакун ҫывӑхӗнче хуса ҫитрӗ.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Чул сарнӑ лакӑм-тӗкӗмлӗ ҫула юр хӗвсе тикӗсленӗ те, машинӑсемшӗн семафор уҫӑ темелле: Мирун пиччепе Мӗтрие икӗ грузовик хуса ҫитсе иртрӗҫ, анчах хайхискерсем ҫуран танккакан икӗ арҫынна ҫунӑк бензин шӑршипе кӑна вӗртерсе хӑварчӗҫ: алӑ ҫӗклени усӑсӑрах пулчӗ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Эс акӑ паҫӑр упӑшкаран уйрӑлни ҫинчен ҫыру ҫырса пӗлтермеллеччӗ терӗн, ҫыру ҫырмасӑрах вӗҫсе пынӑ пулсан та сана каялла хуса яман пулӑттӑм терӗн.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Ҫыру ҫырмасӑрах вӗҫсе пынӑ пулсан та сана каялла хуса ямастӑм пуль, мӗншӗн тесен ун чух эп авланман пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Перекет кассинчен тухсан йывӑҫлӑ тӳлек урампа вӑл нумаях та утаймарӗ — ӑна пӑлханчӑк сӑнлӑ Лариса хуса ҫитрӗ.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Вӗсене тӑшман хуса ҫитеймерӗ…
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӗҫрен хуса кӑларӗҫ атту.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Салтаксене епле те пулин хуса ҫитес тесе, пӗр канми, ҫил пек, малалла та малалла васкатрӗ Укаслу хӑй ҫарне: — Акӑ вӑл! — кӑшкӑрса ячӗ хӑшместӗр сӑрт урлӑ каҫсан куҫ умне тухнӑ ял ҫине кӑтартса.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫапах та пурте ҫав салтаксене часрах хуса ҫитес те тавӑрас терӗҫ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Салтаксем тыткӑнрисене ял витӗр илсе тухрӗҫ те сӑрт ҫинче, сад ӑшӗнче вырнаҫнӑ улпут ҫуртнелле хуса кайрӗҫ.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эх, ҫав лавсене хуса ҫитмелле те!
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Май пулсан часрах вӗсене кунтан хуса ярас та хамӑн вӑрман хӗрринерех тарса каяс.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Патька-патша ҫарне хуса ҫитес тетпӗр, — хуравларӗ хӗрполковник.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эх, ҫавӑн чухне, хуса ҫитсен, никама ним шеллемесӗр вӑл ҫав путсӗрсене вӗлернӗ пулсан хӑй сывӑ юлатчӗ те ҫав…
Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Часах килтешсем ҫӗр хапха витӗр хӑйсен выльӑхӗсене хуса ирте пуҫларӗҫ.
Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах инҫе каяймарӗ, темиҫен ӑна хуса ҫитрӗҫ те ҫапҫа ӳкерчӗҫ…
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.