Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иван Иваныч княҫӑн дача пурри ҫинчен каланин сӑлтавӗ ак мӗнре: Иван Иваныч княҫпа хурӑнташлӑ пулни, хам паян ун патӗнче апатланни ҫинчен каласа кӑтартма лайӑхрах май урӑх тупаймарӑм эпӗ; анчах виҫҫӗр сакӑрвунӑ пин тӑракан решетке пурри, князь патне хам час-часах кайса ҫӳрени пирки мӗншӗн каланине эпӗ хам та пачах тавҫӑрса илейместӗп; эпӗ Иван Иваныч князь патне пӗрре те кайса курман, кайма та пултарайман, мӗншӗн тесен вӑл Мускавра е Неапольте кӑна пурӑнать, ҫитменнине тата ҫакна Нехлюдовсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Хам чунтан парӑнса тӑнине пӗтӗм тӗнчене тата ӑна кӑтартассишӗн эпӗ хама хам кирек мӗнле сиен те тума пултаратӑп».
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темиҫе ҫуртра пулнӑ хыҫҫӑн эпӗ хама хам шанакан пулнӑччӗ ӗнтӗ, князь ҫурчӗ патне те самаях лӑпкӑ кӑмӑлпа ҫывхараттӑм, сасартӑк хам унӑн пурлӑхне йышӑнса юласси ҫинчен Корнакова княгиня каланӑ сӑмахсем аса килчӗҫ; кунсӑр пуҫне эпӗ крыльца умӗнче икӗ экипаж куртӑм та именсе кайрӑм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ, хам пӑлханӑва аран-аран ирттеркелесе, ура ҫине тӑтӑм, анчах пуҫ тайма пултараймарӑм, хӗрӗпе амӑшӗ мана хӗрхенӳллӗн пӑхса ӑсатнӑ хушӑра утса пыруҫӑн эпӗ пачах хам ҫул ҫинче тӑман пукан ҫумне пырса перӗнтӗм, — пукана перӗнесси эпӗ хамӑн мӗнпур тимлӗхӗмпе ура айӗнчи кавире ҫаклатасран асӑрханнинчен килчӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Яшӑ чухне эпӗ хамран ҫӳлерех хуракан ҫынсемпе ҫыхӑнусем тытма юратмастӑм, ҫав ҫыхӑнусем мана чӑтма ҫук тертлентеретчӗҫ, мӗншӗн тесен манӑн яланах хама кӳрентересрен шикленмеллеччӗ, хам никама та пӑхӑнманнине кӑтартса пама пӗтем ӑс тӑнпа тӑрӑшмаллаччӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ӗнтӗ мундир, виҫ кӗтеслӗ шлепке, хам ларса ҫӳремелли ҫӑмӑл урапа, хамӑн пӳлӗмӗм тата нимрен ытла хам ирӗкре пуласси ҫинчен кӑна шухӑшларӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер учительсем ман патӑма тӑтӑшах ҫӳремесен, Сен-Жером ман хама хам юратас туйӑма кӑмӑлсӑррӑн та пулин хӗтӗртмесен тата, чӑн пахи, хамӑн Нехлюдов тусӑма ӗҫчен ҫын пек курӑнассӑм килмесен, урӑхла каласан, вӑл экзамена отлично тытассине питӗ паха ӗҫ вырӑнне хумасан, — ҫаксем пулмасан, ҫуркуннепе ирӗклӗх хӑйсен ӗҫне тӑватчӗҫех: эпӗ маларах мӗн вӗреннине те манса каяттӑм, экзамена тем тусан та параймастӑм.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Вара эпӗ, Сен-Жерома вӗренме каятӑп тесе каласа, хам патӑма ҫӳле хӑпартӑм, анчах тӗрӗссипе вӗренме мар, ҫылӑх каҫарттарма кайиччен (унччен сехет ҫурра яхӑн ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ) хамӑн ӗмӗрӗм тӑршшинчи тивӗҫӗмсемпе ӗҫӗмсен расписанине тума, хам пурнӑҫӑн тӗллевне тата пӗр пӑркаланмасӑр пурнӑҫласа пымалли правилӑсене хут ҫине ҫырса хума шут тытрӑм.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗреннисӗр пуҫне эпӗ тата акӑ мӗн турӑм: улах вырӑнта ҫыхӑнусӑр ӗмӗтсемпе тата шухӑшсемпе йӑпанса лартӑм, тӗнчере вӑйлӑ ҫын пулас шутпа гимнастика турӑм, пӗр тӗллевсӗр-мӗнсӗр мӗнпур пӳлӗмсем тӑрӑх тата уйрӑмах хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмӗн коридорӗ тӑрах сулланса ҫӳрерӗм, час-часах хам ҫине тӗкӗр витӗр пӑхрӑм, анчах ун патӗнчен эпӗ кашнинчех хуйха ӳксе тата хамран хам йӗрӗнсе пӑрӑна-пӑрӑна кайрӑм.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хама хам юратни, — терӗм эпӗ, — хам мӗнпур ҫынсенчен лайӑхраххине тата ӑслӑраххине ҫирӗппӗн ӗненни пулать.— Самолюбие, — сказал я, — есть убеждение в том, что я лучше и умнее всех людей.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пур-ҫук шухӑшсем патне туртӑнни ман ӑс-хакӑла калама ҫук ҫивӗчлетсе ячӗ те, эпӗ час-часах, чи ансат япаласем ҫинчен, шухӑшлама пуҫласан та, хам шухӑшсене тишкӗрессин вӗҫне-хӗрне ниепле те тухаймастӑп, хама мӗн интереслентерни ҫинчен мар ӗнтӗ, хам мӗн ҫинчен шухӑшлани пирки шутлама пикенетӗп.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Анчах ку вӑрттӑнлӑха эпӗ хам пӗлтӗм пулсан, мӗншӗн ӑна пытарса тӑмалла? — тетӗп эпӗ хама хам. — Ыранах атте патне каятӑп та: «Атте! Эпӗ мӗнле ҫуралнин вӑрттӑнлӑхне ахалех пытаратӑн; эпӗ ӑна пӗлетӗп», — тейӗп.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Эпӗ хамӑн аннепе атте ывӑлӗ мар, Володя шӑллӗ мар, телейсӗр тӑлӑх, пӑрахса хӑварнӑ ҫӗртен хӗрхенсе илсе кӗнӗ ача пултӑм пулӗ», — терӗм эпӗ хама хам, ҫак айванла шухӑш мана темле хурлӑхлӑн лӑпкарӗ ҫеҫ мар, пӗтӗмпех тӗрӗссӗн туйӑнчӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пытариччен те, пытарсан та эпӗ йӗме чарӑнмарӑм, хуйхӑллӑ ҫӳрерӗм, анчах ҫак хуйха аса илме намӑс мана, мӗншӗн тесен ун ҫумне яланах хама хам ытти ҫынсенчен мала хурассин темле туйӑмӗ хутшӑнчӗ: е манӑн кӑмӑл ыттисеннинчен ытларах хуҫӑлнӑ пек кӑтартасшӑн пултӑм, е хам ҫинчен ҫынсем мӗн шутласси пирки пӑшӑрхантӑм, е пӗр тӗллевсӗр Мими калпакӗ ҫине, ҫынсен пичӗсем ҫине сӑнавлӑн пӑхкаларӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман мӗлке паҫӑрхинчен вӑрӑмрах, мӗлке тӑрӑх эпӗ хам чипер юланутҫӑ иккенне сисетӗп, анчах хама хам кӑмаллас туйӑм часах ак мӗне пула пӑсӑлчӗ.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хамӑн чӗн пиҫиххи татӑкне ывӑтса ятӑм та питӗ патваррӑн утса кайрӑм, хам утнинчен хам та тӗлӗнтӗм.Бросил свой бывший ремень и так, понимаете, бодро зашагал, что сам удивился.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Малтанах вӑл хӑйне никамран ыйтмасӑр тухса кайнӑшӑн ятласса кӗтнӗ, унӑн сӑнӗ «эп хамшӑн хам хуҫа, хама хӳтӗлеме пултаратӑп», тесшӗн пулнине палӑртрӗ.
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Тен, манӑн хамӑн ытти юлташсем пек, демобилизациленмелле» — ыйтрӑм эпӗ хамран хам.И я думал: «Может быть, мне демобилизоваться, как сделали многие мои товарищи, уйти из армии?»
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
«Ротӑна хам ертсе каятӑп, — терӗм эпӗ хама хам.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ хама хам тытӑнса тӑраймасӑр хамӑн чӗрере мӗн вӗресе кӳтсе тӑни ҫинчен калама пуҫларӑм.Я не сдержался и с жаром высказал все, что накипело у меня на сердце.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.