Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑхӑн (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах писатель чи кирлине — халӑхӑн революциллӗ анлӑ юхӑмне, ӑна камсем ертсе пынине — ҫителӗклӗ кӑтартайман.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кусем, чӑваш халӑхӗн кунӗ-ҫулӗнчи паллӑ тапхӑрсене, ҫав тапхӑрта ирӗклӗхшӗн ҫӗкленнӗ кӗрешӳри-ҫапӑҫури халӑхӑн вӑй-хӑватне, халӑхӑн ӑс-тӑнӗ мӗнле улшӑннине сӑнласа кӑтартас вырӑнне, пуринчен ытла чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-сӑли, тӗшмӗшӗ-пӗтмӗше, ҫийӗ-пуҫӗ тата этнографиллӗ ытти ҫинчен каласа пама мӗн ӑсталӑх ҫитнӗ таран пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫленӗ пек пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Халӑхӑн иртнӗ кунне-ҫулне эпир пӗлме тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Анчах та яланах халӑхӑн илемлӗ ҫырулӑхӗнче чи пахи, чи кирли — халӑхӑн хӑй вӑхӑтӗнчи пурнӑҫне, унӑн куллен-кунхи ӗҫне-хӗлне, кӗрешӗвне, кӑмӑлӗ-ӗмӗчӗсене анлӑн сӑнласа паракан, кун-ҫулӑн тапхӑрӗ ыйтнине татса парса, этеме малалла чӗнекен ӗмӗрлӗхе юлмалла ӑста ҫырнӑ кӗнекесем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пирӗн сарлака ҫӗршывӑн пуянлӑхӗ вӗҫсӗр, пирӗн паттӑр халӑхӑн пултарулӑхӗ виҫесӗр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кӑмрӑк шахтисене хупнипе ҫыхӑннӑ иммиграциленӗ халӑхӑн виҫи хӑш-пӗр даннӑйсем тӑрӑх, миллион ҫын таран ҫитнӗ.

Иммиграция, связанная с закрытием угольных шахт, достигла, по некоторым данным, миллиона человек.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Мӗнпур халӑхӑн 87,32 % яхӑн ҫын хинди чӗлхипе калаҫать; 4,93 % — бхили; 2,1 % — маратхи чӗлхипе; 1,97 % — урду; 1,53 % — гонди чӗлхипе.

Около 87,32 % населения говорит на хинди; 4,93 % — на бхили; 2,1 % — на маратхи; 1,97 % — на урду; 1,53 % — на гонди.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

2000 ҫулхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн халӑхӑн 91,1 % индуизм тӗнне тытса пырать; 6,4 % — ислам; 0,9 % — джайнизм; 0,3 % — христианлӑх; 0,3 % — буддизм.

По данным на 2000 год, 91,1 % населения исповедует индуизм; 6,4 % — ислам; 0,9 % — джайнизм; 0,3 % — христианство; 0,3 % — буддизм.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Ҫавӑн пекех Раҫҫейре вырӑнти халӑхӑн йӑли-йӗркине шута илсе ҫулсерен темиҫе ҫӗр белухӑна тытма ирӗк панӑ.

Также в России в рамках аборигенного промысла ежегодно разрешено добывать несколько сотен особей белух.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Ҫакӑн чул вӑйлӑ тырпулшӑн халӑхӑн тем пек савӑнмалла та, савӑнӑҫӗ пысӑк мар ҫав кӑҫал — тытмалӑх та, ҫыртмалӑх та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӑхӑн хуҫа пулмалла хӑйӗн пуянлӑхӗпе.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енри сывлӑх сыхлавӗн сфери пирки сӑмахланӑ май, регионта сывлӑх сыхлавӗн виҫӗ шайлӑ тытӑмӗпе медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме стратеги хатӗрленине пӗлтернӗ: пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсемпе халӑхӑн сывлӑхне сиплени ҫинчен те асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

«Халӑхӑн питӗ хӑрушӑ тӑшманӗ» Ваҫиле Кузнецова «Тройка» васкавлӑ сучӗн приговорӗпе Аслӑ виҫе – персе вӗлермелле тунӑскер темле тӗлӗнмелле майпа хӑтӑлса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрлесерен йӑмраллӑсене пӗрерӗн допроса чӗнтерчӗҫ — пуҫараканне, халӑхӑн тӗп тӑшманне, шырарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӑхӑн ырӑ сӑнарне кӑтартса хамӑр ҫӗкленсе пыратпӑр, аслӑ ӑрӑва сума суса лӑпкӑ та тивӗҫлӗ ватлӑхӑмӑра хатӗрлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Манӑн эсир кашнийӗ халӑхӑн шанчӑклӑ ывӑл-хӗрӗ пулнине курас килет.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Автономи – ҫак халӑхӑн политикӑри пысӑк ҫитӗнӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсене те пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхри хӗрарӑмсене пулӑшаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36684.html

Хальхи вӑхӑтра акӑлчан чӗлхиллӗ ҫынсем хулапа унӑн ҫум хулисенче пурӑнакан халӑхӑн 1,5% ҫеҫ шутланаҫҫӗ.

Сегодня англоязычные жители составляют лишь 1,5 % от населения города и его пригородов.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

2001 ҫулта Квебекра ниҫта та куҫман халӑхӑн 13,0% пенсионерсем (арҫынсемпе хӗрарӑмсемшӗн — 65 ҫул е аслӑрах) пулнӑ, Канадӑна пӗтӗмӗшле танлаштарма илсен ку виҫе — 13,2%.

В 2001 году 13,0 % постоянного населения в Квебеке были пенсионного возраста (65 лет и старше для мужчин и женщин) по сравнению с 13,2 % в Канаде.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех