Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑхӑн (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сиккимсен наци конгресне 1961 ҫулта йӗркеленӗ, вӑл вырӑнти халӑхӑн мӗнпур сий интересӗсене хӳтиӗлекен Сиккимӑн пӗрремӗш политика партийӗ пулса тӑнӑ.

Партия Сиккимский национальный конгресс была создана в 1961 году и стала первой политической партией Сиккима, представляющей все слои населения.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Мӗнпур халӑхӑн 19,2 % чухӑнсен шутне кӗрет.

19,2 % населения живёт ниже уровня бедности.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Халӑх ытларах ялсенче тӗпленнӗ, хуласенче халӑхӑн 11,06 % пурӑнать.

Население преимущественно сельское, в городах проживает 11,06 % населения.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Халӑхӑн йышлӑхӗ — тӑваткал ҫухрӑм ҫине 76 ҫын — Индире чи пӗчӗккисенчен пӗри.

Плотность населения — 76 человек на квадратный километр — одна из самых низких в Индии.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Унсӑр пуҫне халӑхӑн пысӑк пайӗ акӑлчанла тата хинди чӗлхине пӗлет.

Кроме того, существенная часть населения говорит на английском и хинди.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ислам тӗнне халӑхӑн 1,4 % тытса пурӑнать, Гангтокпа Манганра мечӗтсем пур.

Ислам исповедуют 1,4 % населения, в Гангтоке и Мангане есть мечети.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

2011 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх Сиккимри халӑхӑн ытларах пайӗ (60,9 %) индуизм тӗн йӗркипе пурӑнать, 28,1 % — буддизм йӗркипе, 6,6 % — христиансем.

На 2011 год большая часть населения Сиккима (60,9 %) исповедует индуизм, 28,1 % — буддизм, 6,6 % — христианство.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

«Тилли юррисене» хакласа, вӗсене поэт илемлетнине асра тытса, Илпек Микулайӗ «…вӗсем тӑван халӑхӑн авалхи юррисене пурпӗрех ҫывӑх тӑраҫҫӗ», тет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӗсем пӗтӗмпех халӑхӑн, ҫав вӑхӑтрах — поэтӑн, Хусанкайӑн; вӗсенче халӑх пултарулӑхӗпе поэт пултарулӑхӗ пӗр ҫӗре пӗтӗҫсе, тӗвӗленсе, пӗрлӗх пулса тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрне вӑй параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Статья пуҫламӑшӗнче эпир чӑваш «философийӗ» пирки ахальтен каламарӑмӑр: чӑваш халӑх ӑс-тӑнӗнче ӗлӗкех философла шухӑшсем пулнӑ, ҫав шухӑшсене каласа пама халӑх хӑш-пӗр сӑмахсемпе терминсене те шухӑшласа кӑларнӑ (аслӑ шкулсенче вӗреннӗ, академисенче ӗҫленӗ ҫынсем пулманни тата ҫав «философи» чӑн-чӑн наука ҫӳллӗшне, «философи тӑвӗ» тӳпипе хӑпарса ҫитейменни халӑхӑн философла шухӑш пулманинне пачах та пӗлтермест).

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хальхи вӑхӑтра партипе халӑхӑн пӗтӗм ӗҫӗ съезд тата мартри Пленум йышӑннӑ чаплӑ решенисене пурнӑҫлассипе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Партин XXII съезчӗ, КПСС ҫӗнӗ Программи пирӗн халӑхӑн творчествӑллӑ вӑйне нихҫанхинчен те вӑйлӑ ӳстерчӗҫ, совет ҫыннисен ӗҫри пултарулӑхӗпе пуҫарулӑхне вӑйлатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

КПСС Центральнӑй Комитечӗн черетлӗ Пленумне тата СССР Верховнӑй Совечӗн суйлавне хатӗрленнӗ май, радио ӗҫ ҫыннисен кулленхи ҫитӗнӗвӗсене палӑртса, икӗ суйлав хушшинчи ӳсӗмсем, халӑхӑн, коммунистсемпе партире тӑманнисен никам ҫӗнтерейми блокӗн кандидачӗсем ҫинчен очерксемпе ытти передачасем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

КПСС XX тата XXII съезчӗсен, КПСС Центральнӑй Комитечӗсен Пленумӗсен решенийӗсенче ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас, марксизм-ленинизм идейисене пропагандӑлас, халӑхӑн творчествӑллӑ вӑйӗпе ӗҫри хастарлӑхне ҫӗнӗ общество хӑвӑртрах тӑвас ӗҫе мобилизацилес тӗлӗшпе радиовещанипе тата телевиденипе ытларах та анлӑрах усӑ курма кирлине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пӗр ҫынна пысӑка хунӑ тапхӑр кашни халӑхӑн литературине те пысӑк сиен кӳчӗ, ҫын асӗнче тарӑхтаракан суран пек йӗр хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Сӑмах чӗлхесене пӗтересси ҫинчен мар (вӗсене саккун кӑларса пӗтерейместӗн), кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхине малашне те аталантарса пырасси пирки кӑна.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кусемсӗр пуҫне, ҫынсем хӑйсене хӑйсем мӗнлерех тыткалани, вӗсен йӑлисем, кӗвви-юррисем кашни халӑхӑн ыттисеннинчен урӑхларах.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кашни халӑхӑн хӑйӗн чӗлхи, хӑйӗн тӑван сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Союзлӑ республикӑсем хушшинчи чикӗсем ССР Союзӗнче хӑйсен малтанхи пӗлтерӗшне ытларах та ытларах ҫухатса пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен пур нацисем те пӗр тан праваллӑ, вӗсен пурнӑҫӗ пӗр-пӗтӗм социализмлӑ никӗс ҫинче йӗркеленсе пырать, кашни халӑхӑн пурлӑхпа ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчи ыйтӑвӗсене пӗр пекех тивӗҫтереҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫ интересӗсем пӗр пек пулнӑ май вӗсем пурте пӗр ҫемьене пӗрлешсе тӑраҫҫӗ, пӗр тӗллев патне — коммунизм патне пӗрле пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫакӑ вӑл Коммунистсен партийӗн ҫӗнтерӗвӗ, халӑхӑн ирӗклӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех