Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑхӑн (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кашни ҫынна е уйрӑм халӑхӑн шӑпине виҫӗ юрату тытса пырать, ачасене юратни, ӗҫе юратни, Тӑван ҫӗршыва юратни», – тесе палӑртнӑ пирӗн чаплӑ ентешӗмӗр, Раҫҫейри этнопедагогика шкулне никӗслекен Геннадий Никандрович Волков академик.

«Кашни ҫынна е уйрӑм халӑхӑн шӑпине виҫӗ юрату тытса пырать: ачасене юратни, ӗҫе юратни, Тӑван ҫӗршыва юратни», – говорил наш выдающийся земляк, основатель российской научной школы этнопедагогики, академик Геннадий Никандрович Волков.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Чи малтан - хамӑрӑн тӑван ҫӗршыврисене, вӗсене вӗренӳ процесне кӗртнӗ май: «Пушкин картти» программӑна тӗпе хурса, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн тавра курӑмне анлӑлатма, тепӗр енчен ҫамрӑксем пирӗн мухтавлӑ страницӑсем ҫинчен пӗлччӗр тесе, халӑхӑн йӑли-йӗрки, культура хаклӑхӗсене упрама вӗренсе пыччӗр тесе тӑрӑшмалла», - тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ республика Пуҫлӑхӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Чӑваш Енре «Пушкин карттипе» 56 спектакльпе концерт программине ҫитсе курма майсем пулӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/30/kaca ... pektakljpe

Кашни вӗсенчен яваплӑха туйса, таса чунпа, халӑхӑн ырлӑхӗшӗн саккунсене пӑхӑнса вӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Пӗр сӑмахпа каласан, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатса пырассишӗн ырми-канми тӑрӑшма тивет.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Халӑхӑн ҫулталӑкри ӳсӗмӗ — 0,56 % (ҫӗршывран тухса каякансен эмиграцин шайӗ пысӑк).

Годовой прирост населения — 0,56 % (высокий уровень эмиграции из страны).

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Мартиника кӗпӗрнаттӑрӗ утрав ҫинче европӑри халӑхӑн пысӑк пурӑну вырӑнне никӗсленӗ, каярахпа вӑл Сент-Джорджес пулса тӑнӑ.

Губернатор Мартиники основал на острове крупное поселение европейцев, которое позднее стало Сент-Джорджесом.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Европӑран килнӗ халӑхӑн утрав ҫинчи пӗрремӗш пурӑну вырӑнне испансем никӗсленӗ, кайран французсемпе акӑлчансем ҫитнӗ.

Первые европейские поселения на острове были созданы испанцами, затем французами и англичанами.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Штатри халӑхӑн ытларах пайӗ хутӑш ҫемьесенче ҫуралнӑ: 71 % метиссемпе мулатсем, 24 % — шурӑ, 3 % — негрсем.

Большинство населения в штате имеет смешанное происхождение: 71 % составляют метисы и мулаты, 24 % — белые, 3 % — негры.

Токантинс // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BD%D1%81

Сиккимсен наци конгресне 1961 ҫулта йӗркеленӗ, вӑл вырӑнти халӑхӑн мӗнпур сий интересӗсене хӳтиӗлекен Сиккимӑн пӗрремӗш политика партийӗ пулса тӑнӑ.

Партия Сиккимский национальный конгресс была создана в 1961 году и стала первой политической партией Сиккима, представляющей все слои населения.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Мӗнпур халӑхӑн 19,2 % чухӑнсен шутне кӗрет.

19,2 % населения живёт ниже уровня бедности.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Халӑх ытларах ялсенче тӗпленнӗ, хуласенче халӑхӑн 11,06 % пурӑнать.

Население преимущественно сельское, в городах проживает 11,06 % населения.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Халӑхӑн йышлӑхӗ — тӑваткал ҫухрӑм ҫине 76 ҫын — Индире чи пӗчӗккисенчен пӗри.

Плотность населения — 76 человек на квадратный километр — одна из самых низких в Индии.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Унсӑр пуҫне халӑхӑн пысӑк пайӗ акӑлчанла тата хинди чӗлхине пӗлет.

Кроме того, существенная часть населения говорит на английском и хинди.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ислам тӗнне халӑхӑн 1,4 % тытса пурӑнать, Гангтокпа Манганра мечӗтсем пур.

Ислам исповедуют 1,4 % населения, в Гангтоке и Мангане есть мечети.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

2011 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх Сиккимри халӑхӑн ытларах пайӗ (60,9 %) индуизм тӗн йӗркипе пурӑнать, 28,1 % — буддизм йӗркипе, 6,6 % — христиансем.

На 2011 год большая часть населения Сиккима (60,9 %) исповедует индуизм, 28,1 % — буддизм, 6,6 % — христианство.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

«Тилли юррисене» хакласа, вӗсене поэт илемлетнине асра тытса, Илпек Микулайӗ «…вӗсем тӑван халӑхӑн авалхи юррисене пурпӗрех ҫывӑх тӑраҫҫӗ», тет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӗсем пӗтӗмпех халӑхӑн, ҫав вӑхӑтрах — поэтӑн, Хусанкайӑн; вӗсенче халӑх пултарулӑхӗпе поэт пултарулӑхӗ пӗр ҫӗре пӗтӗҫсе, тӗвӗленсе, пӗрлӗх пулса тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрне вӑй параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Статья пуҫламӑшӗнче эпир чӑваш «философийӗ» пирки ахальтен каламарӑмӑр: чӑваш халӑх ӑс-тӑнӗнче ӗлӗкех философла шухӑшсем пулнӑ, ҫав шухӑшсене каласа пама халӑх хӑш-пӗр сӑмахсемпе терминсене те шухӑшласа кӑларнӑ (аслӑ шкулсенче вӗреннӗ, академисенче ӗҫленӗ ҫынсем пулманни тата ҫав «философи» чӑн-чӑн наука ҫӳллӗшне, «философи тӑвӗ» тӳпипе хӑпарса ҫитейменни халӑхӑн философла шухӑш пулманинне пачах та пӗлтермест).

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хальхи вӑхӑтра партипе халӑхӑн пӗтӗм ӗҫӗ съезд тата мартри Пленум йышӑннӑ чаплӑ решенисене пурнӑҫлассипе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Партин XXII съезчӗ, КПСС ҫӗнӗ Программи пирӗн халӑхӑн творчествӑллӑ вӑйне нихҫанхинчен те вӑйлӑ ӳстерчӗҫ, совет ҫыннисен ӗҫри пултарулӑхӗпе пуҫарулӑхне вӑйлатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех