Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутӑрӗ (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тутӑрӗ ӗнси ҫине аннӑ.

Платок съехал с головы.

XVII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Анчах Фрося пиччӗшӗнчен те ҫӑмӑллӑн, хыттӑн ҫухӑрса ярса, куҫ хупса иличчен ҫенӗхелле тапса та сикрӗ, — тутӑрӗ пуҫӗ ҫинчен сирӗлсе, пӗчӗк хулпуҫҫийӗ ҫине витӗнчӗ.

Но Фрося оказалась еще быстрей и проворней брата; в мгновение ока со страшным визгом она шмыгнула в сени, — платок упал с головы и повис на крепком маленьком плечике.

II сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Пуҫне ҫыхнӑ виҫ кӗтеслӗ тутӑрӗ хӗре темле ҫӗнӗлле илем кӳрет.

Накинутая на голову косынка как-то по-новому украшала ее.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Лешӗ лӳчӗркеннӗ тӗссӗр тутӑрӗ ҫине сӑмсине шӑнкарчӗ, шӑнса пӑсӑлнӑ сассипе ҫапла пӗлтерчӗ:

Тот высморкался в измятый, скомканный платок и простуженным голосом отрапортовал:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пуҫӗ ҫав тери хытӑ ыратма тытӑнчӗ ун, пуҫӗнчи тутӑрӗ шӑва-шӑва анать, ҫавӑнпа вӑл ӑна хӑрах аллипе тытсах пырать.

И придерживая рукой сбившуюся повязку и голову, которая сильно начинала болеть у него, потащился назад.

13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Танька, хӑрушшӑн кӑшкӑрса, ура ҫине тӑчӗ, тарма хӑтланса пӑхрӗ, анчах ӑна ҫӑматтипе тутӑрӗ кансӗрлерӗҫ.

Тонька, страшно крича, поднялась на ноги, пыталась бежать, но валенки и платок мешали ей.

Чӑмӑр Танька пӑр ирӗлтерчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Улпучӗ тутӑрне кӗсйинчен кӑларса салтса пӑхать — тутӑрӗ ӑшӗнче нимӗн те ҫук.

Барин достал платочек из кармана, развернул его, а в платочке ничего нету.

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл хӑй стаканне лартрӗ, кӗсьинчен пурҫӑн сӑмса тутӑрӗ кӑларчӗ те йӗпеннӗ кӗпине шӑлма тапратрӗ.

Он поставил свой стакан, вынул шелковый носовой платок из кармана и стал вытирать залитую рубашку.

XIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Тата акӑ мӗн хушса калама пулать: коленкортан ҫӗленӗ лайӑх мар кӗпе ҫухи тавра хӗрлӗ ҫитца тутӑрӗ ҫыхкаласа янӑ, уринче тата ирландецсем тӑхӑнма юратакан пушмак пулнӑ.

Можно еще добавить, что вокруг ворота грубой коленкоровой рубашки был небрежно завязан красный ситцевый платок, а на ногах красовались ирландские башмаки.

V сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Юланутӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине пысӑк тутӑр — серапэ витсе янӑ, ҫил вӗрнипе ҫав тутӑрӗ уҫӑла-уҫӑла каять те кӗлеткийӗн пӗр пайне уҫа-уҫа кӑтартать.

На плечи всадника наброшено серапе, которое при порыве ветра приподнимается и открывает часть его фигуры.

Пролог // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Амӑшӗн шурӑ тутӑрӗ лутра йывӑҫ тӗмисем хыҫӗнче мӗнле вӗлтлетсе курӑннине чылайччен пӑхса тӑчӗ Саша, курӑнми пулсан тин каялла ҫаврӑнчӗ.

Саша постоял, посмотрел, как мелькал за кустами белый платок на голове матери, и пошел обратно.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫивӗчӗсем саланса кайнӑ, пуҫӗ ҫинчи шурӑ тутӑрӗ хулпуҫҫи ҫине анса ларнӑ.

Светлые косы у нее растрепались, беленький платок с головы съехал на плечи.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Тутӑрӗ унӑн самантрах хулпуҫҫи ҫинчен шуса анчӗ.

Платок скользит с ее плеч.

54 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Тутӑрӗ айӗнчен кӑшӑл пек ҫавӑрса ҫыхнӑ ҫивӗчӗ курӑнать — Украинӑра хӗрсем ҫавӑн пек ҫивӗтлеҫҫӗ Мирониха, Марина Ивановнӑна палласа илсен, пите хавасланчӗ, анчах ҫийӗнчех хӑраса та ӳкрӗ.

Под платком были сложены веночком косы, как носят украинские девчата, Мирониха узнала Марину Ивановну, обрадовалась и испугалась:

45 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Пиншак тӳми кӑкӑр тӗлӗнче вӗҫерӗнсе кайнӑ, тутӑрӗ ӗнси ҫинелле анса ларнӑ.

Стеганка на ее груди расстегнулась, платок, повязанный двумя концами под розовым подбородком, съехал на затылок.

40 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Пуҫӗнчи чечеклӗ тутӑрӗ кӑна икӗ ҫӗртен ҫурӑлнӑ, чавси тӗлӗнче шӑйрӑлнӑ вырӑн курӑнать.

Только цветастый платок на голове был в двух местах разорван и на локте краснела запекшаяся ссадина.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Капитан тинех сывлӑш ҫавӑрса ячӗ, кӗсйинчен сӑмса тутӑрӗ кӑларчӗ.

Капитан перевел дух, достал из кармана платок.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Вӑл шинель, атӑ тӑхӑннӑ, анчах пуҫӗнчи тутӑрӗ салтак сӑн-сӑпатне пӑснӑ.

На ней была шинель, сапоги, но женский платок на голове нарушал ее воинский вид.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Сӑмса тутӑрӗ ытти тумпа килӗшсе тӑмалла.

Ткань носового платка должна соответствовать всему гардеробу.

Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кай, тупата, ҫакӑн пек тӗрре кӗрӳ тутӑрӗ ҫине кӑна ӳкермелле пуль…

Если его вышить на платочке для милого!..

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех