Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнчӗҫ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем тӗттӗм пулас умӗн тухса карӗҫ те кӗтӳ хӑваланӑ вӑхӑтра ирхине каялла таврӑнчӗҫ.

Вернулись они утром, когда уже стадо выгоняли.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ытти казаксем ушкӑн умӗнче пыракан отставкӑри салтака Евдокимов Михалана тытса таврӑнчӗҫ.

Остальным казакам удалось схватить отставного солдата Михаила Евдокимова, возглавлявшего шайку несогласных.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӳре-шарасемпе пупсем киремет картисене ҫине-ҫинех ватса е вараласа ҫӳренӗрен ял ҫыннисем кӗҫӗрлӗхе кунта хурала килнӗ-мӗн, темиҫен хирӗҫ тухса Михапарпа ун юлташӗсене палларӗҫ те пӗрле вут патне таврӑнчӗҫ.

Чтобы волостные чиновники и поповские прихвостни не прознали про место чюкления, выставили охрану из нескольких человек: они-то и встретили Михабара с товарищами и проводили к костру.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Солнышко» тата «Капитошка» ушкӑнсенчи ачасем пысӑк туйӑмсемпе, тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

Шыракансем таврӑнчӗҫ Лашисене ҫунтарса: Кантӑр варта йӑмраран Вилнӗ терӗҫ ҫакӑнса…

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Мӗншӗн тесен ӗнтӗ вӑрҫа пӗтертӗмӗр, ывӑлсем таврӑнчӗҫ, хуҫалӑха юсама пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем нумайӑшӗ таврӑнчӗҫ, колхозра арҫын алли хутшӑнчӗ — ӗҫле те ӗҫле, ҫултан-ҫул вӑйлӑ тырпул туса ил.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ачи хыҫҫӑн васкам пекки туса, Кабир Ятманпа Липӑна хыҫала тӑратса хӑварчӗ, вара лешсем киле иккӗш ҫеҫ таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун хыҫҫӑн вара вӗсем, иккӗшӗ пӗр сӑмахсӑр калаҫса татӑлнӑ пек, пуҫ ҫӗклемесӗр, пӗр-пӗрне ытлашши сӑмах хушмасӑр ӗҫлерӗҫ, таврӑнасса та делянкӑран Маринепе Людмила татма чарӑнсан тин чи юлашкинчен таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви, Липа, Левентей тата Ятман киле пӗрле таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сахрунпа Кӑтра Михала, урапу ҫӗмӗрӗлсе каять тесе, темле тархасласан та ларма килӗшмерӗҫ, вӗсем яла ыттисемпе пӗрле ҫуранах таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунӗпе утса ывӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗр каҫма Нургалипе Ахтупай ялан пасара таврӑнчӗҫ, кунта пин-пин ҫын хушшинче пушӑ хутаҫсемпе ҫӳрекен икӗ арҫынна никам та асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусана кайнӑ ҫынсем темиҫе кунран пушӑлла таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яла вӗсем тӗттӗм пулсан тин таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Ятламас ҫывӑрма тесе ялах таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мунчаран вӗсем пӗтӗмпех исленсе, хӗп-хӗрлӗ сӑнпа, тураса якатнӑ сухалсемпе таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗкӗрҫӗсем крепоҫа тул ҫутӑлас умӗн ҫеҫ таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакна пӗлсе таврӑнчӗҫ Пӑлхар ҫӗрне Аспарпа Каруман…

Куҫарса пулӑш

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вара вӗсем Атӑлта пулӑ тытрӗҫ, шыва кӗрсе ҫӑвӑнчӗҫ те хӑйсем пурӑнакан вырӑна таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Алӑри ӑпӑр-тапӑрӗсене самантрах киле кайса хучӗҫ те ресторана таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех