Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмси (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫӗсем унӑн хӑмӑр, калаҫнӑ чух яланах ӑшшӑн кулса тӑраҫҫӗ, сӑмси — тӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Пӑч-пӑч сартутлӑ каҫӑр сӑмси тата хыттӑн ҫивӗтлесе лартнӑ кӗске ҫивӗтӗсем ӑна шухӑшсӑр та айван ача-пӑча сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Сӑмси мӗнле ыратмасть-ши унӑн?

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Сӑмси ҫеҫ килӗшӳсӗртерех унӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ялтипе танлаштарсан ытла та начарланса кайнӑ хӑй: путса кӗнӗ куҫӗ пысӑкраххӑн, курпун сӑмси шӗвӗртереххӗн курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӑрӑхларах тулли пит ҫӑмартийӗ те, тӳрӗ сӑмси те, ҫӳхе тути те, тӑпӑлкка кӑкӑрӗ те — пурте-пурте килӗшӳллӗ, илӗртӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл пукан ҫине хӑяккӑнрах вырнаҫса ларсан кӗрӗкӗн ҫӳлти йӑлмакне вӗҫертрӗ те кӑкӑр умӗнчи кӗсйинчен хаҫатпа чӗркенӗ кукӑль сӑмси туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗр турилкке пушатнӑ ҫӗре тарӑн пӗркеленчӗклӗ ансӑр ҫамки ҫине те, шӗпӗн шӑтнӑ лапчӑк сӑмси ҫине те тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Клубпа библиотека пуҫлӑхӗ ҫынсене ӗҫӗпе кӑна мар, сӑнӗпе те илӗртмелле. Ку пикен тути сарлака, сӑмси кӗске. Лутраскер тата», — тиркешрӗ вӑл, ҫавна май хӗре ирӗксӗртен сӑмах хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Сӑмси ҫук, ӑна касса, тӑпӑлтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑмси ҫуначӗсене туртса татӑр!

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иннокентий сӑмси начӑр-рт! турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Е сӑмси тӑрри шӗп-шӗвӗрри-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑмси тӑрри шӗп-шӗвӗр, Утти-кулли ҫын пек мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иннокентий ҫынпа калаҫнӑ чухне тути уҫӑлса хупӑннӑ май сӑмси пӗрре ҫӳлелле хӑпарать, тепре аялалла анать, ҫавӑнпа вара таса атте хӑй мар, унӑн сӑмси пуплешме тытӑнать пек.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пупӑн пӗтӗм сӑнӗнче пуринчен ытла сӑмси палӑрса тӑрать: вӑл ытти ҫынсенни пек мар, ытла пысӑк, йӗрлӗ-йӗрлӗ, пӗркеленчӗклӗ, ҫитменнине тата — ун вӗҫӗнче темиҫе хура пӑнчӑ пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй хӗп-хӗрлӗ хӗремесленсе кайнӑ, сӑмси кишӗр пек, куҫӗ куянӑнни пек чалӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑмси кӑшт лапчӑкрах, мӗншӗн тесен сӑмси шӑммине унӑнне пӗчӗклех ют кас ачисемпе ҫапӑҫнӑ чухне ҫапса ҫӗмӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫӗ-пуҫӗ ҫиҫӗнсе Сӑмси тӳрчӗ пӗрӗнет, Чӗри ват пек йӳҫӗлсе Хӗрнӗ юна вылятать, Сурчӑксене сирпӗтсе Калаҫмашкӑн тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хуллен сас тумасӑр вӑл шыв тӗпне анса ларать, сӑмси шӑтӑкӗнчен шыв кӗресрен ӑна вӑл сулахай аллипе хуплать, сылтӑм аллипе кӗпҫепе тытса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех