Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмси (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах ун сӑмси тӗлне лекрӗ кушак.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ула таккан вара ниҫта кайса ҫӳреме те вӑхӑт ҫук: вӑрмана сиен кӳрекен хурт-кӑпшанкӑсенчен тасатмалла, ҫавӑнпа вӑл ҫулла та, хӗлле те пирӗн патрах пурӑнать, таккать те таккать, сӑмси мӗнле чӑтать-ши?..

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Пантелеймон Матвеевичӑн тӑм илнӗ сӑмси хӗртнӗ кирпӗч тӗслӗ пулса кайнӑ, шыҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Чӑмӑртарах пысӑк сӑмси тӑтӑшах ӗҫекен ҫыннӑнни евӗрлех хӗрелсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Хура куҫ харшийӗсем унӑн сӑмси тӑрринех анса пӗрлешнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Лаптак сӑмси тӑрринче виҫӗ хура ҫӳҫ пӗрчи пур.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Курпун та шӗвӗр сӑмси хытанка, тути ҫемҫе.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Тути те ашшӗнни пекех ҫӳхе, сӑмси тӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑрӑм курпун сӑмси тата ҫӗкленерех тӑракан хул пуҫҫийӗсем пӑвса пӑрахнӑ чӑх ҫине ҫӗнтерӳллӗн хӑпарса тӑнӑ хӑлата аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Сӑмси витӗр мӑшлатса чирлӗ ҫын пек йывӑррӑн сывлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Вӑл, комиссире ларса йӑлӑхнӑскер, салхуллӑ та сарӑрах куҫӗсемпе ҫамрӑка тинкерет, анаслас килнине пытарса шӑлӗсене ҫыртса лартсан, сӑмси тирӗ унӑн вӗттӗн-вӗттӗн йӗрленсе илет.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сӑмси тӳрӗ те ҫинҫе, вӗҫӗ ҫеҫ пӑртак сулахаялла пӑрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Сӑмси ҫӳхерех те тӳрӗ, куҫӗсем кӑвак, янах вӗҫӗнче хитре путӑк пур.

Нос у него был тонкий, прямой, глаза голубые, а на подбородке красивая ямка.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Сӑмси пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫывӑраканӑн ҫамки тата лаптӑкрах сӑмси ҫине пӑрҫа пек тар тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл мана питӗ кӑмӑла каймарӗ: лапка питлӗ, сӑхӑ куҫлӑ ҫын, сӑмси шӗвӗр, ҫӳхе тутипе кулкаласа калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӗшлӗ хурчканни пек кукӑр сӑмси ҫунаттисене сарса сывлама тытӑнчӗ, мӑшлатрӗ, вара тулашса кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӳкерчӗк ҫине пӑхаттӑм та, ҫав шуйттан сӑнӗ Касак Ваҫҫи майлах туйӑнатчӗ, Касак Ваҫҫин те сухалӗ качаканни пекчӗ, сӑмси пысӑк, куҫӗ сивлекчӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пиччӗшӗнпе аппӑшӗн пек сӑмси тӳрӗ мар, пичӗ те лапкарах пек.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Янтул курмӑшах пулчӗ ӑна, кӗсйинчен ҫӑкӑр хытти кӑларса лаша сӑмси патнелле тӑсрӗ, ҫурӑмӗнчен лӑп-лӑп ҫупӑрларӗ.

Тогда Яндул достал из кармана сухарик и поднес к губам лошади, потрепал по холке.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех