Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

спортра (тĕпĕ: спорт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Спорт вӑййисем нимле тупӑш та паманнине пула ачасене (уйрӑмах ялта) спортра малалла аталанса пыма, тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене хутшӑнма (ку паллах укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ) хальхи вӑхӑтра никам та пулӑшма килӗшмест-ҫке-ха.

Из-за того, что спортивные игры в нынешнее время никакой прибыли не дают, на развитии детского спорта (особенно в деревне), на участие в соревнованиях различного уровня (это конечно связано с деньгами) никто финансировать не согласится.

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Пултарулӑх тенӗрен, Ҫӗрпел шкулӗн вӗренекенӗсем спортра хастар.

Говоря о способностях, учащиеся Янгорчинской школы активны в спорте.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

— Пушӑ вӑхӑт сахал унӑн терӗр, ҫапах яланах спортра мар пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Валерий Павлов тренер ӑна спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвас килсен хулари йӗлтӗр базинче хатӗрленмелле тесе хӗтӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Вӗсем виҫӗ ушкӑна пайланса ҫӑмха йӑтса чупнӑ, скакалкӑпа сикнӗ, мечӗке баскетбол карҫинккине кӗрессипе тупӑшнӑ, обруч ҫавӑрттарнӑ, хӑйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартнӑ, ӗҫре те маттур, спортра та сатур пулнине ҫирӗплетсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Культурӑра та, физкультурӑпа спортра та районти кӑтартусем лайӑхлансах пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Вӗсем обществӑлла ӗҫре хастар, вӗренӳре - малтисем, спортра - маттур.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Юлашки чӗрӗк ӗмӗрте пи-рӗн республика йывӑрлӑха пӑхмасӑр спортра вышкайсӑр пысӑк ҫитӗнӳсем турӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

«Паян эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ҫамрӑк яшсен ячӗсене асра тытса ӑмӑрту ирттеретпӗр. Яланах малта пыракан ҫакӑн пек ҫамрӑксенче пирӗн пуласлӑх. Сирӗн те ҫар ретне тӑма вӑхӑт ҫитӗ. Ҫакна валли вара паянах хатӗрленмелле», – терӗ Александр Степанович шкул ачисене пурнӑҫра, спортра хастар пулма чӗнсе каланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех