Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ сисмесӗрех ун патнелле утма тытӑнатӑп, анчах шурӑ акӑш — каллех курӑнми пулать, эпӗ пуҫа усатӑп…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Юрӑ вӗҫленсен, эпӗ сисмесӗрех ҫапла каласа хутӑм:
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Ҫывӑрма выртсан та эпӗ ун ҫинчен кӑна шухӑшласа выртрӑм, ӑсра, сисмесӗрех, хамӑр калаҫӑва тепӗр хут кала пуҫланӑ:
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Таня кайма та тӑнӑччӗ — хӑй сисмесӗрех сасартӑк картах сикрӗ: вӑл Алексей хваттерне уҫма пултарать!
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Каярахпа, хам сисмесӗрех, — ӗҫке ерсе кайрӑм…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Эпӗ хӑраса кайрӑм, сисмесӗрех ун умӗнчен ик-виҫӗ утӑм каялла чакрӑм: ытла та хаярччӗ унӑн пит-куҫӗ, куҫӗсем ҫупса тӑратчӗҫ, хӑй пӗтӗмпех чӗтретчӗ, тутисем те чӗтретчӗҫ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
…Кӗтмен ҫӗртен Зиминцевпа Люся юнашар утнине курсан, эпӗ хам сисмесӗрех чарӑнса тӑтӑм — манӑн урасем хытса ларчӗҫ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Герасим Федотович, хӑй сисмесӗрех ура ҫине тӑнӑскер, самантрах кукленсе ларчӗ: ӑна, хӑмла шалчи пек ҫӳллӗ арҫынна, уй варринче карӑнса тӑрас пулсан мӗнпур халӑх шӑтарас пек куҫлӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Унччен те пулмасть – вӑрман хӗрринчи кӑтра чӑрӑша е пӗр-пӗр ял ҫывӑхӗнчи ем-ешӗл кӗр калчи пуссине асӑрхатӑн-и — ху сисмесӗрех хӑпартланса каятӑн:
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хайхискер ҫаплах сӑмах чӗнменрен, ҫаплах куҫ сиктермесӗр пӑхнӑран шикленсе илтӗм, хам сисмесӗрех каялла чакрӑм:
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫурҫӗр тӗлнелле хайскер йӑлт лӑпланса ҫитрӗ те ним сисмесӗрех ҫывӑрса кайрӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Путек хӗр патне ним усала сисмесӗрех чупса пычӗ.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сисмесӗрех ҫур ҫул та ҫитрӗ, мӑшӑрӑм ҫав-ҫавах ӗҫе кӗреймест.
Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.
Унтан, хӑвӑрт кӑна телефон трубкине илчӗ те «ноль виҫҫӗ» цифрӑсене майӗпен сылтӑмалла шутарчӗ, хӑй сисмесӗрех сулахай куҫ хӳрине хӗссе илчӗ, куланҫи турӗ, ун куҫӗ умне мӑшӑрӗн сӑнарӗ курӑнчӗ:
Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.
Урӑлманкин Трофима сисмесӗрех чӗре уҫҫи вырӑнне картса татах та тӗреклӗрех, шухӑрах, чӑрсӑртарах тӑвасшӑн пулнӑ, ҫав тӗллевпе путеке айкашма, ал лаппипе ҫамкинчен шаплаттарсах сӗкме, катаран чупса пырса тӑрслаттарма вӗрентнӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Утнӑ май сисмесӗрех куҫӑма пӗр пек ҫӳллӗшре тип-тикӗс каснӑ акаци йывӑҫҫисем хушшинче темӗнле шурӑ пӑнчӑ вӗлтлеткелени хӑй еннелле палт ҫавӑрттарчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Манӑн алӑ тупанӗ сисмесӗрех анчӑк пуҫӗ ҫине асӑрхануллӑн та ҫемҫен выртрӗ, унтан ун ҫурӑмне ачашшӑн сӗртӗнсе илчӗ:
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Сисмесӗрех куҫ умне кунран кун малалла капашакан, чечекленсе вӑй илекен пӗтпӗлтӗк путене сассиллӗ, ылтӑн тырри-пулли тинӗс пек хумханакан тӑван ҫӗрӗм-шывӑм, куҫ тулли илемлӗ ҫилҫунат — Шупашкарӑм, Сарри-паттӑр чӗриллӗ, ылтӑн алӑллӑ ӗҫчен, хастар ентешӗмсем, Нарспирен те ырӑрах та хитререх савни тӗсленсе тухрӗҫ, хӑлхара «Асран кайми аки-сухи» янӑраса кайрӗ…
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
— Ҫамрӑк ӗмӗр, чӑнах та, тӗлӗк евӗр кӑна ҫав, куҫ хупса иличченех вӗлтлетсе иртет, — хӑй сисмесӗрех калаҫса кайрӗ Клава.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Каҫхи сулхӑн хыҫҫӑн хӗвел уйрӑмах чӗрене канӑҫлӑх кӳрсе ачашлать, ҫавӑнпа та автобус чӳречинчен вӗлтлетсе юлакан уй-хирсене пӑхса пыракан Клава хӑй сисмесӗрех тӗлӗрсе кайнӑ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.