Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салхуланчӗ (тĕпĕ: салхулан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нюра кӑштах салхуланчӗ.

Нюра чуть помрачнела.

Пысӑк ҫемьен пӗчӗк хуҫи // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Каҫарӑр, мистер Джеральд, — терӗ татах ҫамрӑк хӗр, пичӗ унӑн кӑшт салхуланчӗ.

Простите, мистер Джеральд, — продолжала молодая девушка, и тень грусти набежала на ее лицо.

XVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Анчах кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл каллех салхуланчӗ.

Подумав немного, Димка снова помрачнел.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Селиме салхуланчӗ.

Селиме погрустнела.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак эрнере вӑл ахаль те тем ытла салхуланчӗ, хавасланас хевти те пулать пек хӑйӗн, ҫавӑнтах лаш сывласа илет те пуҫне сӗнксе сак ҫинче ларать.

А на этой неделе он и вовсе стал какой-то хмурый, а то, наоборот, вдруг посветлеет — и опять вздохнет тяжко и сидит, понурив голову.

XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл ирӗксӗрех салхуланчӗ.

Он невольно поморщился.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ун сӑнӗ тӗксӗмленчӗ, салхуланчӗ, пуҫӗ сасартӑк йывӑрланса ирӗксӗрех кӑкри ҫинелле усӑнса аннӑ пек пулчӗ, ӑна вӑл мӑй ҫинчи ӳт-тирне палӑрмаллах хытарнипе тытса тӑчӗ.

Лицо у нее потускнело, осунулось, а голову она держала, заметно напрягая мускулы шеи, как будто голова вдруг стала тяжелой и невольно опускалась на грудь.

XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Унӑн куҫӗнчен куҫҫуль чарӑнми юхрӗ, сӑнӗ салхуланчӗ.

Из глаз ее безудержно текли слезы, а лицо было угрюмо.

XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫакӑ вара ун ӑшӗнче пӑтравлӑ туйӑм ҫуратрӗ, — вӑл хӑйне шанмарӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйне ырларӗ, иккӗленнӗ пек пулчӗ те шӑппӑн салхуланчӗ

И это вызывало у нее спутанное чувство недоверия к себе и довольства собой, недоумения и тихой грусти…

XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Вӑл сана калама пултарать! — салхуланчӗ Василий.

— Ну, этот тебе наговорит! — нахмурился Василий.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Николай Артемьевич салхуланчӗ, пӳлӗм тӑрӑх утса тухрӗ, унтан, бюроран хаклӑ чулсенчен тунӑ «мӑй ҫыххи» хунӑ пӗчӗк бархат коробка илсе, ӑна чылайччен пӑхкаларӗ, ҫӳхе пурҫӑнпа сӑтӑркаларӗ.

Николай Артемьевич насупился, прошелся раза два по комнате, достал из бюро бархатный ящичек с «фермуарчиком» и долго его рассматривал и обтирал фуляром.

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах унӑн чӗринче вӑрттӑн та тӗксӗм туйӑм палӑрать; вӑл лайӑх мар кулянупа салхуланчӗ.

Но тайное и темное чувство скрытно гнездилось в его сердце; он грустил нехорошею грустию.

X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпир тӑрӑшсах командӑсене пурнӑҫларӑмӑр, анчах лейтенант темле сасартӑках салхуланчӗ, вӑл вара малтанхи пек хавхалануллӑн кӑшкӑрма пӑрахрӗ.

Мы с таким усердием выполняли эти команды, что лейтенант как-то сразу скис и произнес уже менее официально:

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Захар асаилӳсем килсе капланнипе кӑшт салхуланчӗ, анчах пӗр кӳрентерекен ыйту памасӑрах алӑсем харӑс ҫӗкленсе партие йышӑнсан, унӑн куҫӗсем ҫутӑлса кайрӗҫ, кӑвакарнӑ пуҫӗ текех усӑнмарӗ.

Захар, обеспокоенный воспоминаниями, сумрачно нахмурился, но, когда его, не задев ни одним резким вопросом, взметом рук принимали в партию, глаза его прояснились, и седеющая голова больше не опускалась.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑй хӗрелнине сисрӗ те ирӗксӗрех салхуланчӗ.

Почувствовав, что краснеет, недовольно нахмурился.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Салхуланчӗ вӑл, ним патне те чунӗ туртмарӗ унӑн, алли те ӗҫ патне пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Хаш сывларӗ Марье аппа, аллисем те усӑнчӗҫ хӗрарӑмӑн, пичӗ те салхуланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Ҫавсене ҫапла аса илнинчен вӑл пит салхуланчӗ те кӑшт кӑна макӑрса яраймарӗ.

И от всего этого ей стало так грустно, что захотелось даже заплакать.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Халь ӗнтӗ вӑл хӑй те шухӑша кайрӗ, салхуланчӗ.

Теперь он и сам задумался и нахмурился.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Вӑл салхуланчӗ, шухӑша кайрӗ.

Он нахмурился, подумал.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех