Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫӑн (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑт мӗн, ачамкка, малтан эсӗ пӗрер ҫулталӑк ӗҫлесе пӑх, пурнӑҫӑн тути-масине астивсе кур, кайран вара, пошалстӑ, ман пата килсе чӗпӗсене апат мӗнле ҫитересси ҫинчен лекци вуласа кӑтартма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Нимӗнпе те улӑштарма пултараймалла мар, хаклӑран та хаклӑ пурнӑҫӑн ҫак аслӑ тӗнчери чӗрене ҫывӑх та тӑван пӗр пӗчӗкҫеҫ кӗтесӗ, куҫ умӗнче чӑннипех те юмахри ҫӗршыв пек чуна ыррӑн ҫӗклентерсе, хӑпартлантарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Василий Кручинкин та киле ҫитсенех тылри пурнӑҫӑн вӗри ытамне кӗрсе ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Пурнӑҫӑн юлашки кунӗчченех 121-мӗш уйрӑм танк бригадинче ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Вӗсем культурӑпа сывлӑх сыхлавӗн, наукӑпа вӗренӳ, спорт тата пурнӑҫӑн ытти сферинче тӑрӑшакан ӗҫченсем.

Это работники культуры, здравоохранения, науки и образования, спорта и многих других сфер жизнедеятельности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ку вӑл, ывӑлӑм, маншӑн ватлӑхри пурнӑҫӑн чӑн-чӑн пысӑк телейӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пире писатель иртнӗ пурнӑҫӑн тӗшшинчен ытларах кипеккине кӑтартса пама пӑхать пулсан, ун пек кӗнекен пархатарӗ пысӑк пулассине шансах каяс килмест.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ан тив, вӗсем те ҫут тӗнчере ҫӳресе курччӑр, ырӑ та ирӗклӗ пурнӑҫӑн тутине астивсе пӑхчӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫулланнӑ, пурнӑҫӑн тути-масине чухланӑ, тӑванлӑ, тус-йышлӑ пулма ӗлкернӗ этемсем вилӗме ытла та асаплӑн кӗтсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тапак туртаҫҫӗ, пурнӑҫӑн уҫҫи-хупписем ҫинчен — сӑмахран каласан, хӑйсене пурнӑҫра мӗскер интереслентерни ҫинчен, пурне те сӳтсе яваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Владимир Корнилович пурнӑҫӑн тӗрӗслев шкулӗ витӗр тухма тивнишӗн ӳкӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Хальхи вӑхӑтри Чӑваш Енре ырӑ тӑваслӑх юхӑмӗ, пархатарлӑ ӗҫсен анлӑхне ӳстерсе пырса тата пурнӑҫӑн мӗнпур сферинех витӗм кӳрсе, хӑй ҫинчен тивӗҫлипе пӗлтерет.

Добровольчество в современной Чувашии активно заявляет о себе, увеличивая масштабы и расширяя границы участия во всех сферах жизни.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Вун ҫичӗ талӑк — пурнӑҫӑн пӗр пӗчӗк сыпӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Халӑх влаҫӗн пӗрлехи тытӑмӗн тӗллевне Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене паянхи пурнӑҫӑн мӗнпур стандарчӗпе тивӗҫтерессинче курать - «ҫав стандартсемпе кашниех усӑ курайтӑр, вӗсем паха пулччӑр, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерччӗр, ҫын ӑҫта - пысӑк хулара е пӗчӗк ялта - пурӑннине пӑхмасӑр пурнӑҫ процесӗсемпе килӗшсе тӑччӑр».

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Патшалӑхӑн ытти тытӑмӗпе ҫыхӑнса ӗҫленӗ тата пурнӑҫӑн мӗн пур сферине пырса тивнӗ май Раҫҫей ФНСӗ тата унӑн регионсенчи подразделенийӗсем мӗн пур шайри бюджетсене йӗркелеме хутшӑнаҫҫӗ, малалли аталану никӗсне хываҫҫӗ, граждансен умӗнчи социаллӑ обязательствӑсене пурнӑҫлама тата правӑна пӑсассине пӳлме пулӑшаҫҫӗ.

Взаимодействуя с другими государственными структурами и охватывая все сферы жизни, ФНС России и её подразделения в регионах участвуют в формировании бюджетов всех уровней, создают основу для дальнейшего развития и выполнения социальных обязательств перед гражданами, помогают выявлять и пресекать различного рода правонарушения.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/21/gla ... et-s-dnyom

Ашшӗн ырлӑхне курман та вӑл, ашшӗсӗр пурнӑҫӑн хурлӑхне те туйса илеймен-ха.

Тем более что он и не успел познать отцовской заботы и ласки, как не испытывал и горечи безотцовщины.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑнман пурнӑҫӑн яшки тӑвалла тӑкӑнать…

Не зря говорят: бедному Ванюшке — все камушки.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хирӗҫнӗ пурнӑҫӑн яшки тӑвалла тӑкӑннӑ пек, йӑлтах арӑш-пирӗш те ӳпне-питне.

Как суп из встречной жизни в гору, все рухнуло и перевернулось.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл шӑпӑрлана алӑран ҫавӑтса пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрет, вулама-ҫырма вӗрентет, куллен ӑс парса чуна ҫывӑх професси суйласа илме пулӑшать, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Профессире ҫитӗнӳ тӑвакансене чысларӗҫ // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d0%bf%d1%8 ... 0%d1%80ec/

«Ах, пур-мӗн пурнӑҫӑн тӳнтермӗш: Ялан чула чул якатать».

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех